Урал сасси
+23 °С
Ясно
Общие статьи
26 Июля , 10:00

Пулă çиме юратакансем – чи шанчăклисем

Турци психологĕсем «Çемьере упăшки е арăмĕ хăйне мĕнле тытасси вăл мĕнле апат юратнинчен килет» тесе çирĕплетеççĕ.

Пулă çиме юратакансем –  чи шанчăклисемПулă çиме юратакансем –  чи шанчăклисем
Пулă çиме юратакансем – чи шанчăклисем

Нумай çемье пурнăçне тĕпченĕ хыççăн вĕсем çакнашкал пĕтĕмлетÿ тунă. Пулă ашне юратакан çын ĕмĕр тăршшĕпе çемьешĕн тăрăшать, чи шанчăклă мăшăр шутланать. Вăл çураçу тата ăнăçу тупма пĕлет, чăтăмлă та ырă кăмăллă çын.
Пахча çимĕçпе кăна пурăнакансем те шанчăклă, вĕсем мăшăрĕсене хытă юратаççĕ.
Ытларах улма-çырла çиме килĕштерекенсемшĕн вара кашни кун уяв пекех.
Ашпа кăна пурăнакансем пачах шанчăклă мар. Вĕсем сирĕншĕн çемье тĕрекĕ пулма çуралман: чăркăш кăмăллă, чăтăмсăр пулаççĕ. Аша алăпа тытса çиекенсем вара – уйрăмах.
Качча кайма хатĕрленекен хĕрсен пылак апат çимелле мар. Пылак апат юратакансемпе çемьере килĕшÿ тупма пачах май çук имĕш.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас