Урал сасси
+17 °С
Облачно
Общие статьи
1 Августа , 07:00

Чăваш графикин маэстри

Петр Владимирович Сизов Совет, Раççей ÿнерçи тата графикĕ чăваш кĕнеке тата станок графикин аталанăвне пысăк тÿпе хывнă. Хăйĕн ĕçлĕ пурнăçĕнче вĕренÿ тата чăваш писателĕсемпе чĕлхеçисен 200 яхăн кĕнеки валли ÿкерчĕксем тунă. 1961 çултан СССР ÿнерçисен пĕрлĕхĕн пайташĕ.

Чăваш графикин маэстриЧăваш графикин маэстри
Чăваш графикин маэстри

Петр Владимирович Сизов 1921 çулхи июль уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш автономи облаçĕнчи Етĕрне уесĕн Турхан ялĕнче (халĕ Чăваш Республикин Çĕмĕрлĕ муниципаллă округĕ) çуралнă. 1936-1940 çулсенче профессиллĕ ÿнерçĕ-графиксене хатĕрлекен Чăваш Енри тата çĕршыври пĕрремĕш, Улатăр хулинче вырнаçнă, ÿнерпе гравера шкулĕнче вĕреннĕ.

1940-1943 тата 1945-1991 çулсенче Петр Сизов Чăваш кĕнеке издательствинче ĕçленĕ. 1943-1945 çулсенче Совет Çарĕнче хĕсметре тăнă. 1945 çулта демобилизаци хыççăн малтанхи ĕç вырăнне таврăннă. 1946 çулта вăл «Всекохудожник» тĕп студинче А.М. Герасимов СССР паллă халăх художникĕн класĕнче пĕлÿ илнĕ. 1968 çулта Пĕтĕм Союзри ÿнер университетĕнчен куçăн мар мелпе вĕренсе тухнă.

Петр Сизовăн тĕп ĕçĕсен шутне В.В. Бараевăн «Али-Батыр» (1940), Я.Г. Ухсайăн «Сăсар çĕлĕк» (1947), К. В. Ивановăн «Нарспи» (1948, 1959, 1967), П.П. Хусанкайăн «Юмахсем» (1953), В.Г. Бурнаевскин «Тинĕс хумханать» (1957), Я.Г Ухсайăн «Ту урлă çул» (1965) кĕнекисене ÿкерчĕксемпе илемлетнисем, «Нарспи» поэми çумне графика листовкисен ярăмĕ (акварель, 1959), «Нарспи» линогравюрисен ярăмĕ (1965), агитаци плакачĕсен ярăмĕ (1963-1969); «Шупашкар» (1946-1972), «Шупашкар ГЭСĕн строительстви» (1968-1980) ÿкерчĕкĕсен ярăмĕ; «Ленин çулĕпе» линогравюрăсен ярăмĕ (1977-1980); «Чăваш халăхне çутта кăларакан И.Я. Яковлев» станок ÿкерчĕкĕсен ярăмĕ кĕнĕ.

Петр Сизов кĕнекесене, кĕнеке графикине, ÿнерçĕсен хайлавĕсене халалланă чылай Чăваш Енри тата Раççей шайĕнчи курава хутшăннă.

Михаил Иванов ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, историк-журналист ун çинчен «Çынсене савăнăç парнелет» статйинче çапла çырнă: «Ӳнерçĕшĕн кашни курав – куракан умĕнче тытакан экзамен, халăх хушшинчи чапĕн хăйне евĕр виçи. Патшалăх художество музейĕнчи чăваш ÿнер искусствин ветеранĕн куравĕнче унăн пултарулăхне малтан пĕлмен, ăнсăртран кунта килсе тухнă çын та республикăра Петр Сизова пĕлекенсен, унăн тусĕсем нумай иккенне ĕненме пултарĕччĕ. Унăн пултарулăхĕ чăнах та тăван халăхăн чун хавалĕпе, идеалĕсемпе, ăнтăлăвĕсемпе, унăн историйĕпе çыхăннă».

Ӳнерçĕ пултарулăхĕн тĕп теми К.В. Ивановăн «Нарспи» поэми пулнă, хайлав уншăн хавхалану çăлкуçĕ шутланнă. Çут çанталăкран пултаруллă пулнăскер пĕтĕм пурнăçне искусствăна халалланă. Пĕлĕвĕ икĕ класс таран çеç пулни те уншăн чăрмав пулман. Укçа-тенкĕ йывăрлăхĕсене пула вăл Улатăр хулинчи шкула пĕтереймен. Шупашкара килсе издательствăра ÿнерçĕ пулса ĕçлеме пуçланă. Ун пурнăçĕн кашни саманчĕ пултарулăхпа çыхăннă. Петр Владимировичăн ĕç тетрачĕсем нумай пулнă, унти ÿкерчĕксенче хăйĕн кăмăл-туйăмне хумхантаракан пулăмсене сăнланă. Пĕтĕм Союзри ÿнер университетĕнчи чаплă педагогсем патĕнче вĕренни пултарулăхне анлăлатма, аталантарма пулăшнă. Пурнăçĕн юлашки çулĕсене чирлесе ирттернĕ. Хăйне аван мар туйсан та ÿнерçĕсен пухăвĕсене, пултарулăх мероприятийĕсене сиктермесĕр çÿренĕ. Музыка туйăмĕ вăйлă пулнипе Петр Сизов туслă тĕлпулусенче хăнасене хăйĕн илемлĕ те уçă сассипе юрласа тĕлĕнтернĕ. Унăн Чăваш кĕнеке издательствинчи ĕç стажĕ 50 çулпа танлашать.

П.В. Сизов – Чăваш АССРĕн тава тивĕç ÿнерçи (1971), Чăваш Республикин халăх ÿнерçи (1990), Чăваш Республикин Патшалăх премийĕн лауреачĕ.
Петр Владимирович Сизов 1996 çулхи июль уйăхĕн 6-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлса кайнă. Ăна Шупашкар хулинче пытарнă.

Елена ЕРМИЛОВА, ЧР филологи наукисен кандидачĕ.
Шупашкар хули.

Чăваш графикин маэстри
Чăваш графикин маэстри
Чăваш графикин маэстри
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас