Урал сасси
+11 °С
Дождь
Общие статьи
15 Августа , 06:00

Пахча çимĕç сывлăха çирĕплетет

Çулла, сывлăшра аллергенсем нумай вăхăтра, тухтăрсем апатлану рационне пăхса тухма сĕнеççĕ. Виктория Догонян физиотерапевт пĕлтернĕ тăрăх, аллерги реакцийĕнчен пахча çимĕçсем хÿтĕлеççĕ. Çавăнпа та çуллахи вăхăтра çуллă аш-какай вырăнне пахча çимĕç, курăксем, пулă тата кĕрперен пĕçернĕ апат çимелле.

Пахча çимĕç сывлăха çирĕплететПахча çимĕç сывлăха çирĕплетет
Пахча çимĕç сывлăха çирĕплетет

Халь кашнин пахчинчех тĕрлĕ çимĕç, курăк, çырла нумай. Шăпах вĕсене рациона кĕртме тăрăшмалла. Сăмахран, хăярта шыв нумай, вăл калипе пуян, ÿт температурине йĕркелет. Помидорсенче юн тымарĕсене çирĕплетекен, ультрафиолет пайăркисенчен хÿтĕленме пулăшакан ликопин çителĕклех.

Çавăн пекех тухтăрсем рациона кабачок, баклажан, кăшман, кишĕр, укроп, кинза, шпинат, петрушка кĕртме хушаççĕ. Улма çимĕçпе çырласенчен арбузпа дыня лайăх. Вĕсем ÿт-пĕве шывпа пуянлатаççĕ, пÿре ĕçне лайăхлатаççĕ.

Шăрăх çанталăкра тĕрĕс ĕçмесем те суйласа илме пĕлмелле. Чи лайăххисен шутне чей, килте вĕретнĕ сахăрсăр çырла сĕткенĕсем, коктейлсем кĕреççĕ. Çаксем пурте çуллахи шăрăха, аллерги реакцийĕсене тÿссе ирттерме пулăшаççĕ.

Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ. 

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас