

Çак ыйтусем çине РФ «Россельхозцентрăн» Пушкăртстанри уйрăмĕн тĕп агрономĕ Ляйсан Мухаметкулова хуравлать.
– Чи малтан, паллах, епле сорт лартнине шута илмелле. Иртерех çитĕнекен сортсене июль-август уйăхĕсенче пуçтараççĕ пулсан, вăтам-ир (среднеспелые) пулаканнисене – август уйăхĕнче. Вăтам (средний) тата вăтам-кая (среднепоздний) сортсене август вĕçĕпе сентябрь пуçламăшĕсенче кăлармалла. Вĕсем лайăх упранаççĕ. Вăтам-ир сортсене пулса çитме 90-100, вăтам-кая сортсене 100-110, кая сортсене 120 кун кирлĕ.
Нумай чухне симĕс тата типсе хăрнă авăрсем юнашар ларнине асăрхатăн. Çакă тĕрлĕ вăхăтра пулса çитекен сортсене шута илмесĕр лартнине пĕлтерет. Çавăнпа та çуркунне пĕр ÿркенсе тăмасăрах мĕнле сорт лартнине çырса пымалла.
Паллах, çанталăка тата çĕр улми авăрĕсене пăхмалла. Асăннă пахча çимĕçе сывлăш температури +5-рен, тăпра температури +8-тан кая мар чухне кăлармалла. Сивĕ çанталăкра çĕр улми лекнĕ-лекмен аманать. Улма кăларма типĕ те хĕвеллĕ, е çиллĕ çанталăк пулсан лайăхрах.
Улма аврисем хăйсем тĕллĕн типсе сарăхни тухăç пулса çитнине пĕлтерет. Енчен те аврисем симĕс, çанталăк çумăрлă пулсан, улма кăлариччен 10-14 кун маларах авăрсене çулмалла. Çакă улма хуппине çирĕпленме май парать, тĕрлĕ чирсем ересрен упрать. Типсе çитнĕ хыççăн авăрĕсене çунтарсан аванрах.
Çитĕнсе çитнине тĕрĕслемелли ансат та шанчăклă мелсенчен пĕри – тĕрлĕ тĕмрен темиçе çимĕçе чавса кăларса çĕр улмине пÿрнепе сăтăрса пăхасси. Хуппи çăмăллăнах сĕвĕнсен вăл çирĕпленмен-ха. Хуппи тачка, хырăнмасть, чĕркеленет çеç пулсан пиçсе çитнĕ, кăларма хатĕр. Унсăр пуçне тепĕр меслет те пур.
Тин каснă улма çине йод шĕвекĕ тумлатмалла. Касă кĕренленчĕ пулсан, крахмал тытăмĕ çителĕклĕ, улма пулса çитнĕ. Тĕсĕ улшăнмасан, иртерех-ха. Хатĕрлĕхĕн тĕп паллисем – хуппи тачка, сĕвĕнмест, аврисем сарăхнă та çĕр çине выртнă.
Çак ансат сĕнÿсене пăхăнсан тухăç çуркуннечченех упранĕ.
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.