

Хамăр хушăра, йăлтах,
Пĕлекен ăна пайтах.
Пĕлмесен пуçна ан ват
Ячĕ пур ун вăл – Çампат.
Ирхине, хăть хăш енчен,
Курăнать вăл çул çинче.
Йăмăкне ертсе, куллен,
Шкул енне утать хуллен.
Йăмăкне вăл пулăшать –
Сумкине йăтса пырать:
Йывăр-çке хĕр пĕрчине
Çĕклеме шкул сумкине.
Сумкинче – букварь, тетрадь
Харпăр вырăн йышăнать.
Пур альбом, кăранташсем
Тĕсĕпе тĕрлĕскерсем.
Спорт тумтирĕ пур тата –
Мĕн кирли веç çакăнта.
Шкул ачин веç пулмалла.
Вĕренме ăнтăлмалла.
– 2 –
Нумаях та мар унччен,
Шкул картине çитиччен,
Кам пĕлет мĕн тĕллесе,
Анчăк тăчĕ çул пÿлсе.
Çул çинчен вăл пăрăнмасть,
Малалла иртме памасть.
Шур шăлне вăл кăтартать,
Хăрлатать те хăратать:
Вĕренме ярасшăн мар,
Ахăртнех, тăвать кавар:
– Пĕлÿсемсĕр, паянах,
Тухчăр, – тет пуль, – айвана.
Çын пĕлет-çке тахçанах,
Ас илни чармасть çакна, –
«Ăс-тăн хунăран пуçа
Вĕренÿ уçать куçа!»
Сирĕлччĕр, манса ятне,
Чăрмавсем пĕлÿ патне.
Пулмĕç шурлăх-лачăка,
Пулмĕç йытă-качака
Çÿллĕ карăннă чаршав,
Тĕл патне çитме чăрмав.
Çамрăк паттăр-çке – Çампат –
Харсăр малалла утать.
Анчăка хăй хăратса
Умĕнчен ярать хуса.
Уçă çул халь умĕнче,
Йăмăкĕ те çумĕнче.
– 3 –
Çын ачи – çын пулмалла,
Çын пулса вăл юлмалла.
Çын ан пултăрччĕ «чуста» –
Уншăн памĕç пĕр пус та.
Кам пулма ертет-ши çул? –
Ачаранах паллă пул.
Мĕн йышши ÿкет-ши хак?
Мĕнлерех тухать тăкак?
Каласа пулмасть тÿррен,
Тусăм, эсĕ ан кÿрен.
Шан çакна: Ялан-çке-ха
Вырăн пур паттăрлăха.
Кăмăл пур-тăк – ĕлкĕрен,
Паттăрлăх вăл – тĕрлĕрен:
Кам-тăр юрлама ăста –
Ян! каять сасси таçта.
Кам-тăр пултарать ташша,
Ăмăртса пăх танлашса.
Кам-тăр вăйлă кĕрешет,
Пулă пек тепри ишет…
Пултарулăх шайĕ-ши?
Паттăрлăхăн майĕ-ши? –
Харпăрне тĕллемелле,
Харпăрне вĕренмелле!
– 4 –
Пĕр кушак çури паян,
Сиксе тухрĕ те таçтан,
Айăн-шайăн выляса,
Сар кайăка тустарса,
Йывăç вуллине курсан,
Йăпăрт кайрĕ хăпарса,
Тытаймарĕ кайăкне –
Кайăк вĕçрĕ айккине.
Йывăç çÿллĕ-çке, ара,
Анмалла унтан вара.
Хăпариччен – хăпарас,
Хăпарсан епле анас?
Пĕчĕк-çке кушак çури –
Чĕтреме пуçлать ури.
Нимĕскер кансĕрлемест,
Вăл анчах анма пĕлмест.
Вĕçĕмсĕр вăл нăйкăшать –
Пулăшма хăйне ыйтать.
Илтнĕ майăн сассине
Çаврăнать çын ун енне.
Ватă-вĕтĕ пухăнать –
Йывăç çумĕн ухăнать.
Хĕрхенеççĕ пĕрисем,
Хăтăраççĕ теприсем,
Тинкереççĕ çÿлелле:
– Мел шыраççĕ, – темелле.
Çил тухса кас-кас вĕрет,
Йывăç вуллине силлет.
Макăрать кушак çури:
– Пулăшу ăçта? Пур-и?
Мĕн чуль вăхăт йĕрĕччĕ,
Мĕн чуль вăхăт кĕтĕччĕ,
Çумăр ÿкнĕ чух пăт-пат
Çак тĕле тухать Çампат.
Йывăç вуллине пырса
Ыталать вăл çавăрса
Хĕстерет урисемпе
Ылмашса аллисемпе
Çÿлелле вăл туртăнать –
Туратран кĕç тытăнать.
Вăй хурса çине-çинех,
Туратран турат çине
Хăпарать хăпарнăçем
Çывхарать çывхарнăçем
Пĕчĕкçĕ кушак патне.
Кам пĕлет-ши ун ятне?
Ячĕ пур-тăк – паллашас.
– Унăн ячĕ – Çăмламас! –
Чиперук ятне калать,
Чиперук ăна паллать.
Аллинчен вĕçертĕнсен
Тарнă, – тет, – вăл вирхĕнсе.
Ырă кăмăлпа тулса,
Кушакне хĕве хурсан,
Питĕ çирĕп тытăнса,
Ӳкесрен асăрханса
Çĕр çине Çампат анать,
Чиперук умне пырать.
– Ак, тусу сан – ил ăна.
Йышăн хăвăн аллуна.
Эс ăна тек ан çухат,
Çумăнта упра, ан тарт.
Çак сăмахсемпе Çампат
Кушак çурине парать.
Кушак çурине илсе,
Савăк куçĕпе çиçсе,
Хĕр калать тав сăмахне,
Çупăрлать тусне çумне.
Çăмламасĕ тек тармасть,
Хĕрккеçе вăл хăвармасть.
– 5 –
Кунсерен те каçсерен –
Тĕрлĕ пулăм тĕнчере.
Чиперри те пур унта
Начарри те пур унта.
Тĕрлĕ-тĕрлĕ хыпарсем
Анлă сарăлнă вĕсем.
Инçетрине курас çук,
Инçетрине пĕлес çук –
Çывăхри куç умĕнче,
Çывăхри чĕлхе çинче.
Радио çакна калать,
Телевизор кăтартать.
Паттăр пур-çке – кÿршĕрех!
Юлăттăн пĕлмесĕрех.
Вăл хăйне тытать сăпай.
Калаçсассăн та унпа
Çын – çынах-çке, мĕн калан,
Нимскерпе те палăртман.
Ак, Çампат та çавскерех:
Ачасемпелен пĕрех.
Тупă-мечĕкпе вылять,
Самокачĕпе чупать –
Ярăнать каç пуличчен,
Кăмăлĕ тăраниччен.
Телефон чури – вăл мар!
Тĕрĕсне калап, каçар,
Урокне хăех тăвать,
Йăмăкне те пулăшать.
Виçĕ çул çеç аслăрах,
Пĕлĕвĕ – нумайтарах.
– 6 –
Утă пулмĕ кикенек,
Пулмĕ савăнăç – инкек.
Инкеке çук кĕтекен,
Кÿренет-ши кĕтменрен,
Айлăмран-и, тен, сăртран
Тупăнать хăй ăнсăртран.
Тĕрлĕ тумланса «тумне»
Вăл тухать çынсен умне.
Харпăр килнĕ инкеке
Хупă пултăр кĕреке!
Мĕн чарать-ши ăнланма? –
Кирлĕ мар вăл никама.
Кирлĕ мар пулсассăн та
Тупăнсах тăрать тата.
Ăнланать çакна Çампат.
Хăть йăпат, хăть ан йăпат
Тĕл пулсан инкекрине
Пăрăнмасть вăл айккине.
Шиклĕ пултăр – хăрамасть,
Пулăшусăр хăвармасть…
Пĕр хаçат малти питне,
Вăл сире те пуль çитнех,
Палăртса сăмах чăнне
Ӳкернĕччĕ ун сăнне.
Çул вĕçленнĕ кукăрта,
Шырасассăн тупăр та,
Пулнă вăл пĕр пушарта.
Хăрамасăр кăвартан
Пĕр вут хыпнă картаран
Çăлнă шух шăпăрлана –
Шăрпăкпа вылякана.
Вăхăтлă пушарниксен
Хĕп-хĕрлĕ машинисем
Çитнĕ вăл систернипе,
Тытăçнă çулăмĕпе.
Çулăм анлă сарăлман,
Пысăк сăтăр тăвайман.
Шăрпăк, чăн та, вăйă мар –
Шăрпăкран тухать пушар!
– 7 –
Паттăра – чап хистемест,
Паттăр чапшăн çÿремест.
Кăлăкĕ-ши туптанма
Тĕрлĕ-тĕрлĕ пулăма,
Пурăнăç утăмĕнче
Тĕл пулать вăл умĕнче.
Уншăн чи чипер мухтав
Кам-тăр каласассăн Тав!
Çавăн пек ача Çампат.
Çук! – тесе часах ан тат.
Эс, тинкер йĕри-тавра
Вăл-çке пур! Кăштах шыра.
Пĕчĕккĕ-ха – ÿсмелле,
Тăрăшса вĕренмелле.
Çирĕпленĕ ÿснĕ май,
Кĕтмелле пулмасть нумай,
Пулĕ паттăр чăнлăхшăн,
Халăхшăн та Çĕршывшăн!
Геннадий ЧЕЛПИР.
Çампат* – çамрăк паттăр тенине пĕлтерекен ят.