Урал сасси
+23 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Демография
27 Нарӑсӑн 2019, 14:23

Раççейре çулталăкне 70 пин ЭКО процедурине тÿлевсĕр ирттерĕç

Нумаях пулмасть Сочи хулинче иртнĕ Раççейри инвестици форумĕнче ача çуратассине ÿстересси çинчен сăмах пынă. Экспертсем пĕлтернĕ тăрăх‚ 2017 çулхи кăтартусемпе танлаштарсан пĕлтĕр, 2018 çулта, 90 пин ача сахалрах çуралнă.

Çакă хĕрарăмсен ача çуратас енĕпе сывлăхĕ хавшанипе çыхăннă.
«Ача çуратассине ÿстересси тата ачасен сывлăхне сыхласси - тĕп ыйтусем» ятпа иртнĕ дискусси вăхăтĕнче медицинăпа сывлăх сыхлав специалисчĕсем Раççейре пурĕ 6% яхăн сывлăхлă хĕрарăмсен пурăннине палăртнă. Асăннă кăтарту гинекологи чирĕсем вăй илсе пынипе çыхăннă. Раççейре 2017 çулта 2 млн яхăн çие юлнисене шута илнĕ‚ вĕсенчен 42 проценчĕн ача çухатас хăрушлăх пулнă. Çав çулах сывлăх кăтартăвĕсем начар пулнипе 177 пин ача çут тĕнчене килеймен. 2018 çулта ача çуратассипе çыхăннă кăтартусем юлашки 10 çулпа танлаштарсан чи пĕчĕк кăтартусем пулса тăнă.
РФ ĕç тата социаллă хÿтелев министрĕ Максим Топилин каланă тăрăх‚ малашлăхра демографи кăтартăвĕсене пысăклатас тесен‚ халех кирлĕ мерăсем йышăнмалла.
- Министерство енчен хĕрарăмсен сывлăхĕ тата социаллă хÿтĕлев енĕпе пысăк тимлĕх уйăрма тăрăшатпăр‚ - пĕлтернĕ М.Топилин. - Сăмахран‚ пĕрремĕш ачашăн пособисемпе тивĕçтересси. 2019 çулта асăннă программăн тухăçĕ пулассине шанатпăр. Çавăн пекех ЭКО (пробиркăра çие юлни) пулăшăвне аталантарас тесе вăй хуратпăр. Асăннă процедурăна çулталăкне 70-шер пин тÿлевсĕр ирттерме палăртатпăр.
Çавăн пекех федераллă министр хăш регионта ЭКО пулăшăвĕ кирлĕрех пулнине шута илсе‚ вăл е ку региона укçа-тенкĕ енчен хушма пулăшу пама шантарнă.
- Ача çуратассин 50% мĕнле пурнăç йĕркипе пурăннинчен тата генетика витĕмлĕхĕнчен килет. Ĕлĕкрех виççĕмĕш ачана 20 çулта çуратнă‚ халĕ вара 27‚ 30‚ 35 çулсенче çеç. Чăнах та‚ хĕрарăм каярах çуратсан çие юлнă е çуратнă вăхăтра йывăрлăхсем пулма пултараççĕ. Лару-тăру йывăр килсе тухнă вăхăтра медицинăн тĕп тĕллевĕ - кашни çие юлнă хĕрарăмăн ачине сыхласа хăварасси. Эпир кирек хăш ÿсĕмре те йывăрлă хĕрарăмсене ача çуратма пулăшма тăрăшатпăр‚ - тесе пĕлтернĕ РФ Сывлăх сыхлав министерствин акушерствăпа гинекологин штатра тăман тĕп специалисчĕ‚ РАН академикĕ Лейла Адамян.
«Ача çуратассине ÿстерес текен ĕçре тăрăшакан медицина компанийĕсен пĕлтерĕшĕпе вырăнĕ мĕнре палăрать?» текен ыйтăва Abbott вице-президенчĕ Рауль Гатика çапла хуравланă: «Хальхи вăхăтри медицина технологийĕсем хĕрарăм сывлăхне тата ача çуратассине ÿстерес тесе тивĕçлĕ пулăшу пама пултараççĕ. Сăмахран‚ çие юлнине сыхласа хăварас тесен дидрогестеронпа усă кураççĕ».
Алена ПЕТРОВА.
Читайте нас: