Пур хыпар та
Дунай-68
1 Октябрӗн 2018, 16:39

«Тар шăрши шăршласа куртăмăр»

Август уйăхĕн 21-мĕшĕнче Варшава килĕшĕвĕн (Варшавский договор) çĕршывĕсене Чехословакине кĕртнĕренпе 50 çул çитрĕ. Çак операци «Дунай» ятпа та паллă.

Совет патшалăхĕн официаллă пĕлтерĕвĕ тăрăх, 1968 çулта Чехословаки правительстви контрреволюцилле ушкăнсемпе кĕрешме пирĕн çĕршывран çар пулăшăвĕ ыйтнă. Чехословакинчи контрреволюцилле ушкăнсем капитализмла çĕршывсем хĕтĕртсе тăнипе социализма тĕп туса çĕнĕ йĕрке çирĕплетесшĕн пулнă. Совет çĕршывĕн ертÿçисем Чехословаксен коммунисчĕсем Мускавпа çыхăнман шалти политика йĕркелĕç те хăйсене урăх пăхăнмĕç тесе вĕсене пулăшма килĕшнĕ. Операцин тĕп тĕллевĕ çĕршывăн политика ертÿçисене улăштарасси, СССР майлă режим йĕркелесси пулнă. Пирӗн çарсен Прага хулинчи тĕп объектсене, КГБ сотрудникĕсем Чехословаки реформаторĕсене тытса чармалла, унтан аслă ертÿçĕсене улăштармалла пулнă.
Август уйăхĕн 21-мĕшĕнче, çĕрлехи икĕ сехетре Прага хулинчи «Рузина» аэродрома пирĕн çĕршывăн 7-мĕш çарпа десант дивизийĕн малта пыракан подразделенийĕсем килсе аннă. Вĕсем аэродромăн тĕп объекчĕсене ярса илнĕ. Унта десант тата çар техники тиенĕ Совет çĕршывĕн АН-12 самолечĕсем анма пуçланă. Пирĕннисем «Рузина» аэродрома ултавлă маневрпа ярса илнĕ: ун çывăхӗнче вĕçекен Совет çĕршывĕн самолечĕн борт çийĕ сиенленнине пĕлтернĕ, аэропорта анса ларма ирĕк ыйтнă. Самолет çĕр çине ансанах десантниксем аэропортăн диспетчер башнине ярса илнĕ, десант самолечĕсене ларма май туса панă.
Ирхи пилĕк сехетре 350-мĕш гварди парашютпа десант полкĕн роти тата 103-мĕш çарпа десант дивизийĕн уйрăм çар роти çĕр çине килсе ларнă. Вунă минут хушшинче вĕсем Туржаны тата Намешть аэропортсене ярса илнĕ, ун хыççăн васкаса тĕп вăйсене антарма пуçланă. Транспорт самолечĕсем пĕрин хыççăн тепри аэродрома пырса ларнă. Десантниксем самолет чарăнасса кĕтсе тăмасăрах çĕр çине сике-сике аннă. Çавна май самолетсем чарăнса тăмасăрах сывлăша вĕçсе хăпарнă. Кĕске вăхăт хушшинчех кунта ытти самолетсем те килсе тулнă. Вĕсем çинче десантниксем тата çар техники пулнă. Август уйăхĕн 21-мĕшĕ вĕçленнĕ тĕле Варшава килĕшĕвне кĕрекен 24 дивизи Чехословакинчи тĕп объектсене пăхăнтарнă.
Август уйăхĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа сентябрь уйăхĕн 20-мĕшĕччен пынă «Дунай-68» операцире совет çарĕн çĕр салтакĕ вилнĕ, çавăн чухлех аманнă. Сентябрь пуçламăшĕнче совет çарĕсене ЧССРăн чылай хулипе ялĕнчен кăларса ятарлă вырăна вырнаçтарнă. Август уйăхĕн 21-мĕшĕнче совет танкĕсем Прага хулинчен тухнă. «Социализмла çĕршывсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕллевпе» СССР тата ЧССР правительствисем хушшинче ятарлă килĕшÿ тунă. Ун тăрăх совет çарĕсем вăхăтлăха Чехословаки çĕрĕ çинче юлнă. Октябрь уйăхĕн 17-мĕшĕнчен пирĕн çарсене майĕпен Чехословаки территорийĕнчен кăларма пуçланă. Ку ĕç ноябрь уйăхĕн варриччен тăсăлнă. Совет çарĕсем Чехословакинче 1991 çулччен (СССР саланиччен) тăнă.
Çак операцие хутшăннисен шутĕнче авăркас районĕнче çуралса ÿснĕ салтаксем те пулнă. Вĕсенчен пĕри – Пишкайăн ялĕнче çуралса ÿснĕ Александр Иванов.
- 1967 çулхи кĕркунне мана Совет Çар ретне илчĕç. Уйрăм разведка батальонĕнче, шалти разведкăн взводĕнче служба иртме пуçларăм. Апрель вĕçĕнче пире тревогăпа çĕклерĕç те Польшăна илсе кайрĕç. Август уйăхĕн 21-мĕшĕччен пирĕн батальон Польша çĕрĕ çинче пулса пĕрмаях командăпа штаб вĕрентĕвĕсене хутшăнчĕ. Чехословакинче йĕркесĕрлĕхсем пуçлансан çĕр варринче чикĕ урлă каçса унта çитрĕмĕр. Хамăр чĕрĕ таврăнасса пĕлместпĕр пулин те лартнă тĕллеве пурнăçа кĕртмеллине, панă присягăна тытмаллине, вăрçă пуçланса каясран асăрханмаллине лайăх ăнланаттăмăр эпир. Пирĕнпе çумăн медсанбат вырнаçнине курсан кунта юн юхмасăр пулмасть иккенне тÿрех ăнланса илтĕмĕр. «У войны не женское лицо» теççĕ пулин те кунта хĕрсем те пурччĕ. Пиртен пилĕк-ултă çул аслăрахскерсем симĕс юбкăсемпе атăсем тăхăннăччĕ.
Малалли хаçатăн 40№.
Валерий АЛЕКСЕЕВ.
Авăркас районĕ.
Читайте нас в