Пур хыпар та
Çемье фольклориады
3 Декабрӗн 2018, 14:49

Вĕренÿпе ĕçре те, канура та хастар Васильевсен çемйи

Эпир вулакансене хаçатăн иртнĕ номерĕнче ноябрь уйăхĕн 12-мĕшĕнче Ĕпхÿ хулинче пуçласа «Çемье фольклориади – 2018» фестиваль иртни тата унта Михайловсен чăваш çемйи хутшăнни çинчен пĕлтернĕччĕ. Паянхи номерте тепĕр çемьепе паллаштаратпăр. Вĕсем - Васильевсем.

Тĕп хулари Калинин районĕн ятне çак уявра чăвашсем хÿтĕлерĕç. Кунта чăваш халăхĕн выставкине йĕркеленĕ (курава чăваш шкулĕ хатĕрленĕ). Мероприятире район ятĕнчен Васильевсен çемйи – Роман‚ Анастасия тата вĕсен Таисия хĕрĕ – хутшăнчĕç.
Романпа Анастасия пĕр çул каялла çеç çемье çавăрнă‚ вĕсем иккĕшĕ те чăвашсен çемйисенчен. Çамрăксем интернет урлă паллашнă‚ тĕл пулнă, пĕр-пĕрне куç хывнă хыççăн юрату туйăмĕсем çуралнă. Каярах вĕсем пĕрлешнĕ. Халĕ вара çамрăк мăшăрăн тăватă уйăхри Таисия хĕрĕ çитĕнет‚ ашшĕпе амăшне савăнтарать. Васильевсен çемйи – пултаруллă çемье: ташлама юратаççĕ‚ тĕрлĕ конкурссене хутшăнаççĕ. Çемьере пĕчĕк ача пуррине пăхмасăр иккĕшĕ те аслă пĕлÿ илеççĕ‚ ĕçлеççĕ‚ пур çĕре те ĕлкĕреççĕ. Анастасия Калинин районĕнчи чăваш вырсарни шкулĕнче хушма пĕлÿ паракан педагог пулса вăй хурать. Вăл ачасене ташлама хăнăхтарать. Хула шайĕнче иртнĕ конкурсра Анастасия Игоревнăна унăн вĕренекенĕсем‚ «Акăшсем» ачасен ташă ушкăнĕпе «Элем» ансамбль (ертÿçи Л.П.Михайлов) пулăшу кÿнĕ. Васильевсем сцена çинче çемье визиткине - чăваш культурин пуянлăхне - анлă уçса пачĕç, йăла-йĕркепе çыхăннă пултарулăх номерĕсене кăтартрĕç.
Фестивале хутшăннă кашни çемьенех кил-йышри кăмăллă та ырă хутшăнусене уçса паракан тĕслĕх вырăнне хурса йышăнмалла. Çакă чăн-чăн пурлăх‚ ырăпа ăнлану утравĕ темелле. Вăл малашне пурнăçра кăмăл-сипет тата патриотизм енчен воспитани парас, çемье институтне çирĕплетес, сывă пурнăç йĕркине тытса пырас ĕçре пулăшса пырĕ.
Мероприятие вĕçленĕ май кашни çемьене Хисеп хучĕсем‚ Тав çырăвĕсемпе хаклă парнесем парса чысларĕç. Романпа Анатасия Васильевсен çемйине «Аттесен канашĕн» представителĕ Илья Миронов та хаклă парне парса хавхалантарчĕ, пурнăç çулĕпе алла-аллăн тытăнса утма сĕнчĕ.
Алена ПЕТРОВА.
Ĕпхÿ хули.