Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
11 Декабрӗн 2018, 15:31

Çÿпçипе хупăлчи яланах пĕрле

Суккул ялĕнче пурăнакансем Надеждăпа Алексей Тарасовсене çирĕп çемье пек пĕлеççĕ. Пĕр ял çыннисем вĕсем ĕçчен‚ тăрăшуллă‚ уçă чĕреллĕ тата ырă кăмăллă тесе хак параççĕ.

Надежда Николаевна 15 çул почтальон пулса ĕçлет. Вăл хăйсен ялĕнчи икĕ урамра тата Креппит‚ Тутар Креппичĕпе Мăкшă ялĕсенче хаçат салатать. «Тĕрĕссипе каласан‚ мăшăр мана пулăшмасан эпĕ ĕçе ĕлкĕрсе пырас çук», - тет Надежда Николаевна. Çавăнпа пулĕ вĕсем ялан çын хушшинче‚ çырăнакансемпе çирĕп çыхăну тытаççĕ.Чи аякри яла‚ Тутар Креппитне‚ çитме сакăр çухрăм.
- Çак яла çитме пĕртен-пĕр транспорт - велосипед. Çурхи шыв-шурлă вăхăтра унпа çÿресе пулмасть‚ - тет Алексей Павлович. - Ун чухне çуранах утма тивет.
Почтальонăн ĕçĕ сахал мар. Çырăнтару планне Надежда Николаевна яланах пурнăçлать. Ку вара 180 хаçат-журналпа танлашать. Çак тăрăхра пурăнакансем ытларах район хаçатне‚ «Комсомольская правда»‚ «Активный пенсионер»‚ «Урал сасси» тата «1000 советов» çырăнса илеççĕ. Унсăр пуçне почтальонкăсем коммуналлă тÿлевсем йышăнаççĕ‚ кулленхи пурнăçра усă курмалли япаласем сĕнеççĕ тата «Почта России» урлă тĕрлĕ заказсем тăваççĕ.
Надежда Тарасова шкул пĕтернĕ хыççăн Октябрьск хулинче суту-илÿ тата кулинари училищинчен вĕренсе тухнă. Вĕреннĕ çулсенчех вăл 1981 çулхи декабрь уйăхĕнче Алексей Тарасовпа çемье çавăрнă. Çав вăхăтра çартан таврăннă çамрăк (вăл Грузипе Армени хулисенче танк çарĕсенче служба иртнĕ) Октябрьск хулинче милицире тăрăшнă . Алексей Павлович савнă хĕрне куçран çухатман. Çара кайиччен вăл каменщикпа монтажник профессисене алла илнĕ.
Училище пĕтернине çирĕплетекен диплома алла илсен Надежда Тарасова ялти колхозра повар‚ унтан магазинта сутăçă пулса ĕçленĕ. Çемье пуçлăхĕ фермăра выльăх пăхакан пулса пилĕк авнă. Колхоз саланса пĕтсен кил хуçалăхĕнчи ĕçсемпе ал-ура çавăрса пурăннă.
Тарасовсен 3 ача тата 4 мăнук. Светлана хĕрĕпе Юрий ывăлĕ Çтерлĕ хулинчи пединститутра вĕренсе тухнă. Хĕрĕ хăйĕн çемйипе амăшĕсемпе кÿршĕре кăна пурăнать. Вăл ялти шкулта чăваш чĕлхипе литература тата технологи урокĕсене вĕрентет. Ывăлĕ Çтерлĕрех пурăнма тăрса юлнă. Вăл слесарь пулса ĕçлет. Кĕçĕн хĕрĕ - Любовь‚ Пелепейри медицина колледжĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Ĕпхÿ хулине килĕштернĕ.
Тарасовсен пысăк хуçалăх. Вĕсем икĕ ĕне‚ сурăхсем‚ чăхсем тытаççĕ тата пахча çимĕç ÿстереççĕ. Надежда Николаевнăпа Алексей Павлович пур ĕçе те пĕрле килĕштерсе тăваççĕ‚ пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланаççĕ. Çакна та палăртса хăварас пулать‚ декабрь уйăхĕн 6-мĕшĕнче Тарасовсем хăйсем мăшăрланнăранпа 37 çул çитнине уявларĕç.
Ирида НОВИКОВА.
Ермеккей районĕ, Суккул ялĕ.
Читайте нас: