Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
27 Нарӑсӑн 2019, 14:14

Юратупа Телей тĕслĕхĕ

Çур ĕмĕре яхăн е тата та ытларах пĕрле пурăнакан мăшăр хальхи çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Çемье çавăрса ача ÿстересси яланах тĕрĕс-тĕкел пымасть. Килĕштерсе пурăннă çĕртех савăт-сапа çĕмĕрĕлесси те пулать. Пĕр-пĕрне хисеплесе‚ ăнланса пурăннинче‚ чăтăмлăхпа тÿсĕмлĕхре пытанать те пулĕ нумай çул пĕрле пурăннă мăшăрăн çемье вăрттăнлăхĕ.

Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнчи Анатолий Акимовичпа Галина Михайловна Федотовсем 45 çул пĕрле килĕштерсе пурăнаççĕ. Çак вăхăт хушшинче вĕсем сахал мар савăнăçпа хуйха-суйха ас тивнĕ. «Ĕмĕр сакки сарлака» халăх каларăшĕ те çакнах çирĕплетет.
Каччăпа хĕр пĕр ялтах çуралса ÿснĕ‚ çавăнпа çамрăксем çывăхрах паллашиччен пĕр-пĕрне пĕлнĕ темелле. Галинăпа çывăхрах паллашма Анатолие унăн амăшĕ сĕннĕ. Мĕншĕн тесен пулас хуняма Гальăпа унăн аппăшне питĕ килĕштернĕ. «Шалти касра Миша пиччен икĕ хĕрĕ пур‚ çавсенчен пĕрне илер-ха...» тенĕ амăшĕ ывăлне. Çамрăк каччă та хĕре куç хывнă пулмалла... Анчах‚ хĕр каччăна тÿрех килĕштермен‚ «каччă ватă» тесе Анатолирен тарса çÿренĕ. Хальхи хĕрсемшĕн савнийĕ 5 çул аслăрах пулни нимĕн те мар. Галина Михайловнăна вара çак пулăм питĕ пăшăрхантарнă. Çапах та тĕлпулсенче каччăпа хĕр хушшинче таса та ăшă юрату туйăмĕсем çуралнă. Кашни курмассерен савнисем пĕр-пĕрин кăмăл-туйăмне çывăхрах пĕлнĕ‚ мĕнпе интересленнипе кăсăкланнă‚ асăрханă... Тăватă-пилĕк уйăх хушши тĕл пулнă хыççăн çамрăксем пĕрлешнĕ.
Федотовсем çинчен манăн, юрă-кĕвĕ енчен илсен, питĕ пултаруллă çемье тесе калас килет. Анатолий Акимович хăй ĕмĕрне Шаровка ялĕнчи клубра вăй хунă. Вăл баян та‚ хут купăс та калама‚ юрăсем шăрантарма питĕ ăста пулнă. Çавăнпа пулĕ паянхи кунччен ăна «Шаровка шăпчăкĕ» («шаровский соловей») тесе калаççĕ. Галина Михайловна та юрă-кĕвĕпе тачă çыхăннă. Çамрăк чух «Силпи» ансамбле юрлама-ташлама çÿренĕ.
Кил-çурт таврашĕнче те Анатолий пиччепе Галина аппа пурне те хăйсен аллипе тунă. Мăшăр çамрăкрах та сывлăхĕ çирĕпрех пулнă чух йышлă выльăх-чĕрлĕх‚ хур-кăвакал ĕрчетнĕ‚ пахчара тĕрлĕ çимĕç ÿстернĕ. Пĕр шухăшлă пулса ĕçленĕ. Федотовсен кил хушшинчи пур япали те хăй вырăнĕнче. Кашни чÿрече янахĕ çинче тĕрлĕ тĕслĕ‚ илемлĕ чечексем куçа илĕртеççĕ. Пÿлĕмре те туллиех вĕсем. Мăшăр пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл калаçса пурăнать.
Сăмах май‚ эпĕ Галина Михайловнăран «Мĕн вăл юрату?» тесе ыйрăм.
- Юрату - пĕр-пĕрне хисеплени тата пурнăçра парăнма пĕлни‚ ăнланни‚ шанчăклă пулни. Вĕсем çинче çемье пурнăçĕ тытăнса тăрать. Хальхи çамрăксем качча кайнă-кайман е авланнă-авланман тепĕр уйăхран уйрăлаççĕ.Урлă-пирлĕ пулнă вăхăтра та «уйрăлатăп» тесе кăшкăраççĕ. Пирĕн çемьере вара уйрăласси çинчен пĕр сăмах та пулман... Юратупа шанчăк хуçаланакан çемьере телейлĕ малашлăх, тулли пурнăç палăрать. Çав çуртра çеç кил хуçисем те‚ ачи-пăчи те телейлĕ, - пулчĕ хурав 67 çулхи кинемейĕн.
Манăн вара тепĕр ыйту çуралчĕ: «45 çул хушши пĕрле пурăнса эсир пĕрре те вăрçăшса курман-и вара?» - ыйтмасăр чăтаймарăм.
- Çемье пурнăçĕ пĕр тикĕс пымасть, - терĕ 72 çул тултарнă Анатолий пичче. - Çамрăк чух пĕр-пĕрне хытăрах сăмахсем каласа кÿрентерни те пулнă... Анчах‚ чуна пырса тивмелли сивĕ те усал сăмахсемпе пĕр-пĕрне çапса хуçман. Халĕ вара‚ ватăлнăçемĕн‚ вăркашма та пăрахнă. Пурăнмалли сахал юлнă тетпĕр.
Анатолий Акимовичпа Галина Михайловнан виçĕ ача‚ пĕр ывăл тата икĕ хĕр‚ çуратса ÿстернĕ. Вĕсем çитĕнсе çитсе ашшĕ-амăшĕн çуртĕнчен тухса кайнă ĕнтĕ. Кашниех хăй çемье çавăрнă. Хĕрĕсемпе ывăлĕ те хăйсене хунă. Иван ывăлĕпе Алена хĕрĕ Слакпуçĕнчех тымар янă. Хĕрĕ шкулта повар пулса ĕçлет‚ ывăлĕ вара Приютовăра вăй хурать. Тепĕр хĕрĕ, Олеся, Давлекан районĕнчи Чуйăнчă-Николаевка ялне качча кайнă. Вăл ялти шкулта акăлчан чĕлхине вĕрентет. Паянхи кун аслă Федотовсен чи пысăк пуянлăхĕ мăнукĕсем (вĕсем улттăн) пулса тăраççĕ.
Çапла, Анатолий Акимовичпа Галина Михайловна 45 çул пурнăç çулĕпе алла-аллăн юнашар утаççĕ‚ ывăлĕ-кинĕпе‚ хĕрĕ-кĕрÿшĕсемпе‚ мăнукĕсемпе савăнса пурăнаççĕ. Вĕсем хальхи çамрăксемшĕн чăннипех те пысăк тĕслĕх пулса тăраççĕ‚ Юратупа Телей тĕслĕхĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Пелепей районĕ. Слакпуç ялĕ.
Читайте нас: