Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
5 Мартӑн 2020, 12:30

«Телее ачасенче куратăп»

Кашни çын çут тĕнчене хăйĕн тивĕçĕпе килет. Хĕрарăмăн вара чи пысăк тивĕçĕ – çут тĕнчене çĕнĕ пурнăç парнелесси. Пепкесене çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларасси‚ унтан ĕмĕр тăршшĕпе вĕсене тимлĕх уйăрса‚ пулăшса‚ ачасемшĕн савăнса‚ хăш чух пăшăрханса пурăнасси. Ку ĕçре‚ паллах‚ яваплăх тени ашшĕ çине те тиенет. Çемьене хÿтĕлесси‚ укçа-тенкĕпе тивĕçтересси‚ кил-çуртра пулăшасси‚ воспитани парасси тата ыт. те.

Виçĕ ача амăшĕ пулнă май‚ Аннăн ку енӗпе опычĕ те, ăсталăхĕ те çителĕклĕ темелле. Хĕрарăмăн ĕç кунĕ ирхи 6 сехетрех пуçланать. Çав вăхăталла пĕчĕк Кира та вăранать‚ ăна апатлантармалла‚ кĕпе-йĕмне улăштармалла‚ ирхи апат хатĕрлемелле. Унтан Кирилпа Катьăна вăратмалла. Кирилл – чи асли. Вăл 12 çулта‚ хулари 2№ шкулта 7-мĕш класра вĕренет. Ашшĕпе амăшне лайăх паллăсемпе савăнтарать‚ конькипе ярăнма кăмăллать. Амăшĕ каланă тăрăх‚ лăпкă ача‚ шанчăклă‚ мĕн хушнине пурнăçлама тăрăшать. Аннăн пĕр-пĕр ĕçпе килтен тухмалла пулсан çулталăкри Кирăна аслă ывăлне шанса хăварма пулать. Катя хальлĕхе ача садне çÿрет. Ирхине сакăр сехетрех вырăнта пулма хăнăхнăскер амăшне васкатать. Кăçалхи сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче вăл пуçласа парта хушшине ларĕ. Катя ача садĕнчи театр кружокне кăмăлласа çÿрет. Нумай пулмасть «Теремок» халапри тилĕ сăнарне питĕ килĕштерсе вылянă. Катьăна ăсатнă хыççăн Анна килне васкать‚ кил-йыш валли кăнтăрлахи апат хатĕрлемелле‚ унтан сĕт кухнине‚ социаллă хÿтĕлев паракан центра çитмелле‚ çула май лавккана кĕрсе тухмалла тата ытти куçа курăнман нумай ĕçе пурнăçламалла. Çакăн пек йĕркепе кун та сисĕнмесĕр иртсе каять.
Анна Анфимовна Ермеккей районĕнчи Янăшма ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ялти шкултан вĕренсе тухсан пĕлĕвне Пелепей районĕнчи Ярмулай ялĕнчи вăтам шкулта тăснă. Пелепей хулинчи 46№ училищĕре сутуçă профессине алла илнĕ. Ĕçлĕ пурнăçне 2003 çулта «Санди» магазинта пуçланă. Чипер сăнлă‚ килекенсемпе ялан кăмăллă калаçакан хĕре Александр ятлă яш каччă асăрханă. Вăл асăннă лавккаран инçе пурăнман. Хитре хĕре курас тесе каччă магазина час-часах çÿреме пуçланă. Сăмах хыççăн сăмах, çамрăксем пĕр-пĕринпе паллашса кайнă‚ 2006 çулта пĕр çемьене чăмăртаннă. Çулталăкран çамрăксен Кирилл ывăлĕ çуралнă. Унтан çамрăк çемье тĕрлĕ сăлтава пула 2009 çулта Аннăн тăван кĕтесне таврăннă. Ялта пурăннă чухне 2013 çулта Катя хĕрĕ çут тĕнчене килнĕ. Анна вырăнти предприниматель патĕнче лавккара‚ унтан ял вулавăшĕнче‚ каярах клубра ĕçленĕ. Унта тăрăшнă вăхăтра мероприятисене кăсăк та çÿллĕ шайра ирттернине ентешĕсем те çирĕплетеççĕ. Çав вăхăтрах куçăн мар мелпе Çтерлĕри культурăпа искусство колледжĕнче вĕреннĕ. Пурăна киле Бубновсем каллех Пелепей хулине куçса килнĕ. Унта ача амăш капиталĕпе тата кредит илсе общежитире икĕ пÿлĕм туяннă. Анна Анфимовна «Урал Батыр» наци культурисен центрӗнчи чăваш обществин центрне культура ертÿçи пулса вырнаçнă. Каярах пултаруллă хĕрарăма тĕп методист ĕçне шанса панă. Çемье пуçĕ халиччен тĕрлĕ ĕçре тăрăшнăскер Пелепейри автокомплект заводне литейщик пулса вырнаçнă. Пурнăç майĕпен йĕркене кĕнĕ. 2019 çулта çемьене йыш хушăннă - кĕçĕн хĕрĕ Кира çут тĕнчене килнĕ. Бубновсем нумай ачаллă çемье пулса тăнă.
- Эпĕ хам та нумай ачаллă çемьере çитĕннĕ. Аннен ырă тĕслĕхĕ çинче ÿснĕскер пĕчĕкренех виçĕ ача амăшĕ пулма ĕмĕтленеттĕм. Паллах‚ тăвансем пулăшса тăни те йывăрлăхсене çĕнтерме вăй парать. Хуняма çывăхра пурăнни те питĕ вырăнлă‚ вăл май пур таран мăнукĕсене тимлĕх уйăрма тăрăшать. Кÿршĕри Надя аппа та пире пулăшать. Кирлĕ чух пĕчĕк Кирăпа ларать. Хальхи çамрăксем ача çуратма васкамаççĕ‚ вĕсене ирĕклĕх‚ çул çÿрев илĕртет. Ачасем нихçан та чăрмав пулмаççĕ‚ вĕсем ÿсеççĕ-çке. Хăш чух мана мăйран пĕр харăс виçĕ мăшăр пĕчĕк алă ыталаса илет. Пурнăçра çакăнтан хакли мĕн пултăр? – тет телейлĕ хĕрарăм.9,5Хальлĕхе Бубновсем общежитири икĕ пÿлĕмре пурăнаççĕ. Малашлăхри планра - пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене улăштарасси тата çăмăл машина туянасси. Анна водитель правине тахçанах алла илнĕ‚ хăй руль умне ларасшăн. Нумай ачаллă çемьене патшалăхран çурт-йĕр хăпартма çĕр уйăрма тивĕç. Ун пирки Анна хутсемпе çÿреме çуркуннене палăртса хунă.
Раççей Президенчĕ Владимир Путин юлашки Уçă çырăвĕнче нумай ачаллă çемьесене тĕрлĕ çăмăллăхсем парасси пирки каланăччĕ. Тен‚ çак çĕнĕлĕхсем те‚ Бубновсен туслă çемйин ырă тĕслĕхĕ те тепĕр ача çуратассипе иккĕленсе тăракан çамрăксене хавхалантарĕç. Çавăн пек пуласса тем пекех шанас килет.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Пелепей хули.
Читайте нас: