Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
17 Нарӑсӑн 2021, 12:40

Анне пур чух кирек кам та телейлĕ

«Анне» тени çав тери çемçе те ырǎ сăмах.Ача çуралсан та унăн пĕрремĕш сăмахĕ çавах.Çут тĕнчере вăл кирек камшăн та чи хакли, кулленхи пурнăçра вăй-хăват парса тăраканни.

Пирĕн анне Нина Сергеевна Федорова 1946 çулта Федоровка тăрăхĕнчи Урал ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăрçă хыççăнхи йывăр вăхăтсем. Пĕрре тултарсанах ашшĕсĕр тăрса юлнă. Кукамай пилĕк ачана пĕччен пăхса ÿстерсе ура çине тăратнă.
Анне 8 класс вĕренсе тухнă хыççăн Куюргазă тăрăхĕнчи Кивĕ Урал шкулне вĕренме кайнă (унта унăн аслă аппăшĕ çемйипе пурăннă). Мĕн пĕчĕкрен вăл шкулта вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕ. Ҫавăнпа та шкул хыççăн Пелепей хулинчи педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. Ăна ăнăçлă вĕренсе пĕтерсе алла диплом илнĕ хыççăн тăван ялне, Урал шкулне, ĕçлеме таврăннă. Кунта атте те, Тимофей Васильевич, военрук пулса ĕçленĕ. Вĕсем паллашса, пĕр-пĕрне юратса пĕрлешнĕ, виçĕ ача çитĕнтернĕ. Атте чĕрепе аптраса вăхăтсăр çĕре кĕчĕ, аннене питĕ ир пĕччен хăварчĕ. Çак çамрăк хĕрарăм хулĕ çине йывăрлăхсем сахал мар тиенчĕç, анчах та вăл пуçне усмарĕ. Пур ачине те пĕлÿ парса пурнăç çулĕ çине кăларчĕ, кашнинех туй туса çемье çавăрма пехиллерĕ. Эпĕ анне макăрса, пултараймастăп тесе ларнине пачах та ас тумастăп.
Аслă ывăлĕ, Александр, Çтерлĕ хулинче вĕренсе тухса, çав хуларах ĕçе вырнаçнă. Паянхи кун та вăл çемйипе унта пурăнать. Хĕрĕсем хăйĕн пекех вĕрентекен профессине суйласа илнĕ. Иккĕшĕ те Федоровка тăрăхĕнче пĕлÿ тĕнчинче вăй хураççĕ. Асли, Наталия Тимофеевна, ача садĕнче ĕçлет. Пĕр вăхăт шкулта та ачасене пĕлÿ пачĕ. Кĕçĕнни эпĕ - Ирина. Анне мана вĕрентсе кăларса, хăй вырăнне Ашкатар шкулĕнче кĕçĕн класри ачасене вĕрентме пехиллерĕ. Хальхи вăхăтра уроксем ирттернĕ май унăн паха опычĕпе яланах усă курма тăрăшатăп.
Пирĕн анне шкулта 42 çул ĕçленĕ. Кĕçĕн класри ачасене вулама, çырма вĕрентнĕ. Миçе ачана ăшă сăмах каласа, ачашласа, çупăрласа ăс паман-ши? Вăл пĕлÿ панă ачасем паянхи кун та унăн çемçе те тÿрĕ кăмăлне, кашнинпе пĕр чĕлхе тупнине асра тытса тав сăмахĕ калаççĕ.
Аннене ĕçленĕ вăхăтра тĕрлĕ шайри Хисеп, Тав хучĕсемпе чысланă, тивĕçлĕ ятсем панă. Вĕсен шутĕнче - «ПАССР аслă учителĕ», «РФ çут ĕç отличникĕ».
Юратнă та хаклă анне хăй ĕмĕрне Ашкатарпа Урал шкулĕнче вăй хурса ирттерчĕ. Ăна ял-йыш хушшинче хисеплетчĕç. Шел пулин те, кăçалхи январь уйăхĕн 2-мĕшĕнче вăл пиртен уйрăлса кайрĕ. Пирĕн чĕрере вăл ĕмĕрлĕхе ăслă та çемçе, лăпкă кăмăллă, ырă тĕслĕх паракан юратнă анне пулса юлĕ. Унăн çутă та таса сăнарĕ яланах асра упранĕ. Лăпкă çывăр, аннемĕр.
Ирина СЕМЕНОВА хĕрĕ.
Федоровка районĕ, Ашкатар ялĕ.
Читайте нас: