Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
15 Сентябрӗн 2021, 10:47

Туй хыççăнхи юрату

Чашăк-кашăк шăкăртатасси кирек епле çемьере те пулать. Анчах ытлашши шала кĕрсе каясси, çемье арканасси патне пырса тухас темесен мĕн тумалла-ха. Паянхи ырă канашсене хăйсен ылтăн туйне паллă тунă мăшăрсем хатĕрленĕ. Вĕсене тин çемье çавăрнă çамрăксене халалланă.

Туй хыççăнхи юрату
Туй хыççăнхи юрату

Тавлашăр, анчах тавлашу пĕр-пĕрне хирĕç тăни мар, проблемăна пĕрле татса пама тăрăшни пулмалла.
Савăт-сапана çумалли, кĕпе-йĕме хутлатса хумалли тĕрĕс мелсем пĕрре çеç мар. Çавăнпа та «ун пек тумаççĕ, ухмах» тесе пĕр-пĕрне касса татма кирлĕ мар.
Пĕр-пĕринпе романтикăллă тĕл пулусене çÿреме нихăçан та ан пăрахăр.
Эсир çиллес кăмăллă, мăшăрăра вăрçатăр. Хăвăра тытса чарма тем пек йывăр пулсан та ăна киревсĕр сăмахсем каласа ан кÿрентерĕр.
Май пулсан хирĕçÿрен пăрăнма тăрăшăр. Нумай чухне хирĕçÿ сăлтавĕ ниме тăман япала çеç. Кăшт лăплансан тарăхтаракан ыйтăва пĕрле сÿтсе явăр.
Çÿп-çапа килтен кăлармаççĕ. Мăшăрăра нихăçан та çынсен умĕнче ан вăрçăр. Айккинчен пăхсан питĕ килĕшÿллĕ мăшăр пек курăнăр. Ыттисен сирĕн хутшăнусем çинчен пĕлмесен те юрать.
Тав тума ан манăр. Юратнă çыннăр сирĕншĕн тăвакан вак-тĕвекшĕн те «тавтапуç» тесе калăр. Упăшкипе арăмĕ пулни пĕр-пĕрне тав тумалла, тимлĕх уйăрмалла маррине пĕлтермест.
Чи хăрушă тавлашусем – юратнă çыннăр каланине илтмесĕр хăвăр тĕрĕслĕхĕре çиеле кăларма тăрăшни.
Мăшăрăр сире юратни пирки манса ан кайăр. Юрату вак-тĕвексенче те палăрать. Çавăнпа та пĕр-пĕрне пĕр сăлтавсăрах ырă тума тăрăшăр.
Мĕнле хытă вăрçăнсан та мăшăрăра тав тумалли ырă самантсем çинчен аса илĕр. Çакă хытă çилленнине ирттерсе яма пулăшĕ.
Юратнă çыннăра кашни кун чуп тумалла.
Мăшăрăра илтме, итлеме нихăçан та ан пăрахăр. Çапла майпа çеç ăна телейлĕ пулма мĕн кирлине ăнланса илĕр. Вăл та эсир ыйтнине пурнăçлама тăрăшĕ. Каç пулсан ан хирĕçĕр. Кун тăршшĕпе ывăнса çитни, сÿрĕк кăмăл ырри патне илсе çитермĕ. Мĕн каламаллине ирхинене хăварăр. Каннă хыççăн çын ытлашши чĕрре кĕмест. Тен, ирхинене хирĕçес килни те иртсе кайĕ.
Хăвăр вăрçă хирĕнчи тăшмансем мар, юрату никĕсĕ çинче çемье çавăрнă пĕр шухăшлă çынсем иккенне нихăçан та манса ан кайăр.
Çемье пурнăçĕнче юратнă çыннăрăн интересĕ малти вырăнта пулмалла. Упăшки арăмĕн, арăмĕ упăшкин ĕмĕчĕсене мала хумалла. Çак мел питĕ витĕмлĕ ĕçлет.
Надежда АЛЕКСЕЕВА.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: