Урал сасси
+29 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
12 Кӑрлач 2022, 11:36

Аякри тата çывăхри Алена

Сăмах кунта 1988 çулхи май уйăхĕн 11-мĕшĕнче Авăркас районĕнчи Юламан ялĕнче çуралнă Алена Савельева, халĕ Максимова-Савельева пирки пырать.

Аякри тата çывăхри Алена
Аякри тата çывăхри Алена

Пурнăç çулĕ тĕрлĕрен пулать. Нумаях пулмасть вăл Олег Максимов çар çыннипе иккĕмĕш çемье çавăрнă. Сăмах май, Олег Дмитриевич Мияки районĕнчи Тимеш ялĕнче çуралса ÿснĕ.
Çулĕсемпе çамрăк пулсан та халĕ Алена виçĕ ача амăшĕ. Декабрь уйăхĕн вĕçĕнче вăл хĕр çуратрĕ. ПР чăваш культура обществи, Ĕпхÿри чăваш вырсарни шкулĕ ячĕсенчен ăна Авелина ятлă хĕрĕ çуралнă ятпа ăшшăн саламлатпăр, пĕчĕк пепке вĕсен çемйине илем кÿрессе шанатпăр.
Эпир, чăваш культура обществин хастарĕсем, Алена пултарулăхне «Пушкăртстан чăваш пики-2006» конкурсра асăрхарăмăр. Асăннă ăмăртура вăл пĕрремĕш вырăна, «Пушкăртстан чăваш пики-2006» ята тивĕçрĕ. Ĕпхÿри чăваш вырсарни шкулĕнче те хăйĕн ăсталăхне кăтартрĕ, «Акăшсем» çамрăксен вокал ансамбльне йĕркелерĕ. Ун патне ялан пултарулăх çыннисем, уйрăмах çамрăксем туртăнатчĕç.
Мускаври Гнесинсен ячĕллĕ Раççей музыка академинче вĕренсе тухнă хыççăн Раççейĕн тĕп хулинче пурăнать. Хăйĕн вокал искусствипе Мускав çыннисене савăнтарать, вырăнти чăваш культура обществипе тачă çыхăнура тăрать. Алена шĕкĕр хулара чăваш обществин хастарĕсене Наталья Дмитриевапа Вера Газизована тата Татьяна Никитинана пухса Пушкăртстан чăвашĕсене видеоконференци формачĕпе Çĕнĕ çул ячĕпе саламлама пултарни савăнтарать те, тĕлĕнтерет те. Çак салама вăл «Урал сасси» хаçат урлă çынсем патне илсе çитерме те ыйтнă. Эпир, хаклă вулакансем, унăн ĕмĕтне пурнăçлама тăрăшрăмăр.
Юрий МИХАЙЛОВ,
ПР чăваш культура обществин председателĕ.

Аякри тата çывăхри Алена
Аякри тата çывăхри Алена
Аякри тата çывăхри Алена
Аякри тата çывăхри Алена
Аякри тата çывăхри Алена
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: