Урал сасси
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
19 Кӑрлач 2022, 10:55

Çывăх çынсем çумра чухне эпĕ телейлĕ

«Ĕçрен ан хӑра, вӑл хӑй санран хӑратӑр» тесе вӗрентет пире атте пӗрер ӗç тума тытӑнсан. Чӑнах та вара, аттепе пӗрле мӗнле йывӑр ӗçе те çӑмӑллӑнах вӗçлеме пулать. Аттепе анне пире мӗн пӗчӗкрен ӗçе явӑçтарса ӳстереççӗ. Пирӗн çемьере кашнинех хӑйӗн яваплӑ ӗçӗ пур. Халӗ вара тӗплӗнрех хамӑр çемьепе паллаштарас тетӗп.

Çывăх çынсем çумра чухне эпĕ телейлĕ
Çывăх çынсем çумра чухне эпĕ телейлĕ

Пирӗн çемье Куюргазӑ тӑрӑхӗнчи Павловка ялӗнче пурӑнать. Атте Сергей Федорович ятлӑ, анне – Ольга Валерьяновна. Вӗсем иккӗш те питӗ тӑрӑшуллӑ çынсем. Çемьере килӗшӳпе татулӑх хуçаланать. Пире те, хӑйсен тӑватӑ ачине, пурнӑçра ӗçпе туслӑ, ӑслӑ-тӑнлӑ çын пулма вĕрентеççӗ. Ахальтен мар ӗлӗкрен чӑвашсем «кил-çурт тытма ӑс-тӑн кирлӗ» тенӗ.
Анне лавккара сутуçӑ пулса ӗçлет, вӑл çынсемпе яланах питӗ кӑмӑллӑ. Тен, çавӑнпа та вӗсем хаваспах анне патне тавар туянма васкаççӗ.Вăл лавккара кӑна мар, килте те ырӑ кӑмӑлпа тăрăшать, пӗрер ӗç тунӑ чух юрлама юратать. Вика йӑмӑкпа кил-çурта тирпей-илем кӗртеççӗ, тутлӑ апат-çимӗç хатӗрлеççӗ, пахчара илемлӗ чечексем ӳстереççӗ. Анне йӑмӑка ӗне сума, çыхма, çӗлеме, кукӑльсем пӗçерме тата ытти кирлӗ ӗçе хăнăхтарать.
Йӑмӑк ӗçе аннерен вĕренет пулсан, эпир вара, Алешăпа Максим пиччесем тата эпӗ, яланах атте çумӗнче. Атте вӑрман касса ял çыннисене мунча е кӗлет таврашне хатӗрлесе парать. Унӑн аллинчен пуртӑпа пӑчӑкӑ каймасть. Атте тӑрӑшнипе килте çӗнӗ пилорама туянса хута ятӑмӑр. Хӑма çурма хамӑр ялтан çеç мар, кӳршӗ ял çыннисем те килеççӗ. Халӗ атте хăма çурас ĕçе Максимпа Алеша пиччесене те шанса пама пултарать. Эпӗ вара выльӑх-чӗрлӗх патӗнче тӑрмашма юрататӑп, ӗнесене апатлантаратăп, хур-кӑвакалсене шыв паратӑп, тислӗкне тасататӑп. Ялта ӗç пурне те çитет. Ĕçлеме кӑна ан ӳркен.
Утӑ вӑхӑчӗ çитсен атте пире хăйĕнпе пĕрле утӑ хатӗрлеме ертсе каять. Халь нумайрах техника ӗçлет пулсан та, çын аллисӗр те май килмест. Эпир уттине тиеме, пушатма, купалама пулӑшатпӑр. Хăйĕн ачисем мĕнле ӗçленине курса атте чунтан савӑнать.
Эпир ĕçлеме çеç мар, çемьепе пӗрле канма та юрататпӑр. Çулла шыва кӗме, çырла-кӑмпа пуçтарма çӳретпӗр. Тӑван-пӗтен килсен сӗтел хушшинче калаçса-шӳтлесе савӑнатпӑр, менельниксене те ушкӑнпа уявлатпӑр, пӗр-пӗрин валли парнесем хатӗрлеме те манмастпӑр. Эпир çапла туслӑ пурӑннине курса асанне те хӗпӗртет (асанне аттен шӑллӗн çемйипе пурӑнать).
Маншӑн тӑван кил – чи ӑшӑ вырӑн, атте-анне – чи хаклӑ çынсем, йӑмӑкпа пиччесем – чи шанчӑклӑ тӑвансем! Çывӑх çынсем çумра чухне эпӗ телейлӗ!
Данила ФЕДОРОВ.
Куюргазă районĕ,
Павловка ялĕ.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: