Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
5 Апрелӗн 2022, 11:10

Чыс та мухтав хĕрарăм вĕрентекене

Март уйăхĕнче Пелепей хулинчи Культура керменĕнче «Пелепей сăн-питсенче» («Белебей в лицах») проектпа килĕшÿллĕн пысăк мероприяти иртрĕ. Ăна паянхи кун паттăрне Луиза Федорова педагогика ĕçĕн ветеранне халалланă. Театр тата поэзи чĕлхипе «Афродита» литературăпа поэзи театрĕн (ертÿçи – Валентина Пашина) артисчĕсем ывăнма пĕлмен, тĕрлĕ енлĕ киленÿллĕ тата пурнăçра хастар хĕрарăм, икĕ ача амăшĕ çинчен каласа пачĕç.

Чыс та мухтав хĕрарăм вĕрентекене
Чыс та мухтав хĕрарăм вĕрентекене

Пултарулăх проектне йĕркелекен Валентина Пашина хулапа район паттăрне халалласа сăвă çырнă. Савăнăçлă тĕлпулу каçĕ нумай асаилÿсемпе пуян пулчĕ. Луиза Степановнăна çак кунпа хăйĕн пĕрремĕш вĕренекенĕ Илкел ялĕнче пурăнакан Евгений Архипов, Кивĕ Сименкке шкулĕнче аслă классенче вĕрентнĕ Владимир Гордеев саламларĕç. Пелепейĕнчи педагогика училищинчи çамрăк вăхăтсене куç умне кăларса тăратма кунта пĕр ушкăнра вĕреннĕ Мария Гаврилова пулăшрĕ.
- Ушкăнра манăн тантăш, Луиза, хастаррисенчен пĕри пулнă. Вăл вĕренÿре лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пынисĕр пуçне обществăлла ĕçсенче пуçаруллăччĕ. Ташлама-юрлама тараватчĕ. Çавăнпа та вăл сĕннипе тата пуçарнипе концертсемпе чăваш ялĕсене тухса çÿреттĕмĕр. Уйрăмах Элшей районĕнчи Кайраклă ялне кайса килни, унта концерт хыççăн вăрман çумĕнчи лапамра пире хамăр ушкăнри Петя Емельянов баян кĕввипе вальс çаврăнтарни асра юлнă, - хумханса калаçрĕ Мария Сергеевна шухăшсемпе студент çулĕсене таврăннă май.
Ăшă та чĕререн тухакан сăмахсене тĕлпулу каçĕнче çемье тусĕсенчен пĕри «Хисеп Палли», Халăхсен туслăх тата Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсен кавалерĕ, ПР тава тивĕçлĕ машинăсем тăвакан Эльверт Абдразяковран илтме тÿр килчĕ. Эльверт Рустэмханович Луиза Степановнăн паха енĕсене палăртнă май, унăн мăшăрне, Николай Лукича, «Автонормаль» заводра ăста специалист пулнине асăнса хăварчĕ, иккĕшĕ те пĕр-пĕрне тивĕçлĕ çынсем пулнине çирĕплетрĕ.
Çавăн пекех çемье тусĕ Зоя Варейкина педагогика ĕçĕн ветеранĕ кил хуçи арăмĕн çуртри, пахчари тирпейлĕхне хăйĕн куçĕпе курнă май, Луиза Степановнăн паха енĕсене пысăка хурса хак пачĕ.
- Çу кунĕнче вĕсен пахчине кĕрсен куçпа курни тĕлĕнтерет. Йăранĕсем тÿрĕ те тикĕс, çум-курăкне кăнтăр кунĕнче хунарпа шырасан та тупаймăн. Кашни ÿсен-тăранне вырăнлă та ункайлă лартнă, акнă. Уçă сывлăшра ĕçпе е ĕçсĕр утса çÿренĕ май пахчаран тухас килмест, - ăшă та кăмăллă сăмахĕсене хĕрхенмерĕ Зоя Алексеевна.
Икĕ сехет ытла пынă мероприятире тухса калаçакансем татах та пулчĕç. Вĕсен шутĕнче – педагогика наукисен кандидачĕ, Федоровсен тăхлачăшĕ Рида Гасанова (Ĕпхÿ хули), Пелепейĕнчи чăваш гимназин директорĕ Елена Петрова, «Урал-Батыр» наци культурисен центрĕн директорĕ Людмила Джима, Пелепей районĕнчи чăваш наципе культура автономийĕн ертÿçи Владимир Яковлев, Пишпÿлек районĕнчи Мелеспуç ялĕнчи Ф.Н. Вуколов-Эрлик ячĕллĕ обществăлла музей ертÿçи Марина Николаева тата çак йĕркесен авторĕ. Кашниех вĕрентÿ сферинче 37 çул ĕçленĕ Л.С. Федорована иртнĕ кунсене вăхăтлăха пулсан та ахрăм евĕр каялла тавăрма пулăшрĕç, малашнехи пурнăçра ыррипе лайăххине сунчĕç.
Хулари «Илем» халăх ансамблĕ вара Пелепей паттăрне çак паллă кунпа саламлама мĕнпур йышĕпе килсе çитнĕ. Ушкăн ертÿçи Нина Никитина Луиза Степановнăна саламланă хыççăн ансамбль юрă тăсса ячĕ. Вĕсемпе пĕрле уяв хуçи те чăтса тăраймарĕ – пĕрле юрласа ячĕ. Урăхла пулма та пултараймасть, мĕншĕн тесен вăл мĕн ансамбле йĕркеленĕренпех кунта çÿрет.
Уява пухăннă халăх илемсен пултарулăхĕпе паллашнисĕр пуçне Валентина Яковлевапа Зинаида Крылова юрăçсен, «Задоринки» вокал ансамблĕн, Александр Ульрих поэт-бардăн юрри-кĕввисене итлесе савăнчĕ.
Мероприяти программи çакăнпа вĕçленчĕ теме те юрать, анчах та хăш-пĕр пулăмсем çинче чарăнса тăмасан калас сăмах тулли пулманни сисĕнет. Сăмахран, «Пелепей сăн-питсенче» проект авторĕ мĕншĕн Л. С. Федорована суйласа илнĕ-ши? Паянхи кун тĕлне Валентина Пашина çак проект шайĕнче 12 мероприяти ирттернĕ. Вăл хулари урăх çынсене те суйласа илме пултарнă-çке, анчах та сăлтавĕ тарăнрах иккен.
Луиза Степановнăн йăх-несĕлĕнче вĕрентекенсен династийĕн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 250 çула (кунта амăшĕ енчи аппăшĕсем те кĕреççĕ – авт.) çитет. Çав виçерен вăтăр çиччĕшне хăй утса тухнă. Унсăр пуçне кукамăшĕнчен пуçласа паянхи кунччен (халĕ хĕрĕ те Ĕпхÿре çак енĕпех ĕçлет) çемьери вĕрентекенсен династийĕн стажĕ 109 çула çитет. Кунта çакна та палăртса хăвармалла: Л.С. Федорован кукамăшĕ, Ольга Осиповна Макарова, 1913-1916 çулсенче Чĕмпĕрти учительсем хатĕрлекен чăваш семинаринче пĕлÿ илнĕ, вĕсене И. Я. Яковлев вĕрентнĕ. Çемье династине пуçарса яраканĕ шăпах вăл пулнă та. Мероприяти вăхăтĕнче уява хутшăнакансем унăн пархатарлă ĕçĕ çинче те чарăнса тăчĕç.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Пелепей хули.

Чыс та мухтав хĕрарăм вĕрентекене
Чыс та мухтав хĕрарăм вĕрентекене
Чыс та мухтав хĕрарăм вĕрентекене
Чыс та мухтав хĕрарăм вĕрентекене
Чыс та мухтав хĕрарăм вĕрентекене
Чыс та мухтав хĕрарăм вĕрентекене
Чыс та мухтав хĕрарăм вĕрентекене
Чыс та мухтав хĕрарăм вĕрентекене
Чыс та мухтав хĕрарăм вĕрентекене
Чыс та мухтав хĕрарăм вĕрентекене
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: