Урал сасси
+17 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Çемье
2 Августӑн 2022, 11:59

Кулленхи пурнăçра ĕмĕр тăршшĕ пĕрле

Нумаях пулмасть Ермеккей тăрăхĕнчи Кăратмас ялĕнче 50 çул пĕрле пурăннă çемьесене чысларĕç. Вĕсем Анатолийпе Зинаида Ковязинсем тата Виталийпе Юлия Савельевсем пулчĕç.

Кулленхи пурнăçра ĕмĕр тăршшĕ пĕрле
Кулленхи пурнăçра ĕмĕр тăршшĕ пĕрле

Ылтăн туй юбилярĕсем ялăн мăнаçлăхĕ шутланаççĕ, ахальтен мар халăхра «Çемье çирĕп пулсан патшалăх та тĕреклĕ» тесе калаççĕ. Ялти культура çурчĕ пĕрлехи пурнăç юбилярĕсене хапăл туса йышăнчĕ. Вĕсене саламлама официаллă хăнасем, çывăх çыннисем тата ял-йыш пухăннăччĕ. Уяв хуçисемшĕн Мендельсон маршĕ янрарĕ, çамрăк чухнехи пек мăшăрсем пĕр-пĕрне çĕрĕсем тăхăнтартрĕç. Мероприятие ертсе пыракан Юрий Мурзаков культорганизаторпа Светлана Филиппова библиотекарь мăшăрсен пурнăçĕсем, вĕсем пĕр-пĕринпе мĕнле тĕл пулни çинчен каласа пачĕç.
Анатолийпе Зинаида Ковязинсем иккĕшĕ те Кăратмас ялĕнче çуралса ÿснĕ, мĕн ачаран пĕр-пĕрне пĕлнĕ. Пĕррехинче Анатолий çĕнĕ çулхи уявра Зинаидăна ташлама чĕнсе кăларсан юрату хумĕ çамрăксене хупăрласа илнĕ. Çулла çитсен вĕсем туй тунă. Çак вăхăтран çур ĕмĕр иртсе кайнă. Аллă çул çыншăн сахал мар, çак вăхăт кулленхи ĕçпе, телейлĕ те савăнăçлă самантсемпе асра юлнă. Паллах, Ковязинсен пурнăçĕнче йывăрлăхсем те самай пулнă. Вĕсене Анатолийпе Зинаида пĕрлехи вăйпа парăнтарма пултарнă. Ковязинсем виçĕ ачана çут тĕнче кăтартнă, ура çине тăратнă. Ывăлĕсем çемйисемпе Пелепей хулинче пурăнаççĕ, хĕрĕ Октябрьскинче тĕпленнĕ. Кашни ачин хĕрпе ывăл çитĕнеççĕ, асламăшĕпе аслашшĕне, кукашшĕпе кукамăшне савăнтараççĕ. Çемье пуçĕ ĕмĕр тăршшĕ колхозра механизатор пулса тăрăшнă, Зинаида ача садĕнче воспитатель, унтан тĕрлĕ ĕç рабочийĕ пулса ĕçленĕ. Анатолийпе Зинаида тахçанах тивĕçлĕ канура пулсан та ĕçсĕр лармаççĕ, çирĕп хуçалăх тытаççĕ, пахча-çимĕç ÿстереççĕ. Анатолий Ивановичăн халĕ чун киленĕçе валли ытларах вăхăт пур. Вăл картинăсем ÿкерме кăмăллать.
Виталий Савельев пулас мăшăрне кÿршĕ ялта тĕл пулнă. Вăл пĕррехинче Суккул ялне аппăшĕ патне хăнана кайнă. Унта кÿршĕллĕ пурăнакан Юля ятлă хĕр пырса кĕнĕ, çамрăксем паллашса кайнă. Каччă тăванĕсем патне час-часах çÿреме тытăннă. Часах вăл Юльăна хăйне качча тухма ыйтнă. Çак майпа тепĕр çемье чăмăртаннă. Мăшăрсен виçĕ хĕр çуралнă. Аслисем çемйисемпе Çурçĕрте пурăнаççĕ, кĕçĕнни тăван ялĕнче тĕпленнĕ, уйрăм предприниматель пулса ĕçлет.
Савельевсем ĕмĕр тăршшĕпе ялта ĕçлесе пурăннă. Виталий Иванович ветеринар пулса тăрăшнă. Юлия Васильевна клубра техничка пулса ĕçленĕ. Паянхи кун килти хуçалăхпа пурăнаççĕ. Юлия Васильевна сывлăхлă пурнăç йĕрки илсе пыма кăмăллать. Каçсерен скандинави патаккисемпе уçăлса çÿрет.
Ылтăн туй юбилярĕсене Ермеккей ял хутлăх администрацин ĕçсен управляющийĕ Люзия Гарифуллина, районти тата ялти ветерансен канашĕн председателĕсем Шамиль Галимов тата Ольга Павлова, районти ЗАГС уйрăмĕн заведующийĕ Гюзель Сирбаева саламланă. Сумлă ватăсене парнесемпе чысланă, вырăнти хăйпултарулăх ушкăнĕ музыка номерĕсене хатĕрленĕ. Пурте пĕрле асăнмалăх сăн ÿкерчĕк ÿкнĕ хыççăн пухăннисем малалли калаçăва уяв кĕрекинче тăснă.
Татьяна СЕРГЕЕВА.
Ермеккей районĕ, Кăратмас ялĕ.

Кулленхи пурнăçра ĕмĕр тăршшĕ пĕрле
Кулленхи пурнăçра ĕмĕр тăршшĕ пĕрле
Кулленхи пурнăçра ĕмĕр тăршшĕ пĕрле
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: