Пур хыпар та
Çемье
3 Августӑн 2022, 14:00

«Москвич парнелесен юттисемпе улталанă

Çывăх тăвансем мана мăшăрланнă ятпа хаклă япала парнелемен. Арăм хамăн хăш-пĕр çитменлĕхе пула пăрахса кайманнине те пысăк парне тесе шутлатăп. Çитменлĕхсен шутне чи малтан хаяррине сыпкалама кăмăлланине кĕртетĕп. Юратупа çыхăннă çылăха хальлĕхе асăнмăп та, мĕншĕн тесен ун чухне хĕрарăм алăка шаплаттарса хупса тухса кайса куçран çухалма пултарать.

«Москвич парнелесен юттисемпе улталанă
«Москвич парнелесен юттисемпе улталанă

Нумаях пулмасть хампа тантăш пĕр хĕрарăм йывăр чире пула çут тĕнчерен уйрăлнине пĕлтĕм. Шеллерĕм ăна, пăшăрхантăм. Ахальтен мар. Вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Сергей Есенин сăввисенчи пек сарă уйăхлă каçсенче шăпах унпа садра юнашар ларнă-çке, унăн ăс-тăна ÿсĕрĕлтерекен кĕлеткин хĕрÿлĕхĕ мана ăшăтнă. Савни ытамĕнче çур çул кăна килентĕм – хĕсмете кайма ят тухрĕ.
Эпĕ салтак пăттине тутаннă вăхăтра Варя хĕсметри пиччĕшĕ патне хăнана кайнă, унта Гоша ятлă рядовойпа паллашнă. Чун савни патне черетлĕ çырура: «Хĕр чысне упра», – тесе шăрçаларăм. Варя çапла хуравларĕ: «Анне çуратнă пекех таса юлатăп». Ку юлашки çыру пулчĕ, тек унран хыпар килмерĕ. Те Варя Гошăн пуçне çавăрнă, те лешĕ чĕркуçленсех качча тухма ыйтнă – пĕлмесĕп. Эпĕ саппаса тухса киле таврăннă тĕле вĕсем мăшăрлану керменĕнче хут уйăрттарсах пĕрлешни пуçа ниепле те вырнаçмарĕ.
Çамрăк çемье Варя килĕнче тĕпленнĕ. Хуларан çитмĕл çухрăмра вырнаçнă ялта çуралнă Гошăшăн ку тислĕк купинче ылтăн пĕрчи тупнă пекех пулнă ĕнтĕ. Пĕртен-пĕр хĕрне телейлĕ тунăшăн хуняшшĕпе хунямăшĕ ăна «Москвич» автомобиль парнелесе савăнтарнă. Вăхăт иртнĕçемĕн Гоша кÿршĕ хĕрарăмĕсем патне çÿреме тытăннă. Çывăхри пĕр ресторана тăтăшах çул такăрлатнă вăл. Инкек систермесĕр килет: пĕр кунхине арçын ĕмĕрлĕхех куçне хупнă.
Тепĕртакран Варя Степановнăн пĕртен-пĕр хĕрĕ те çăмăл машинăллă пулнă. Вăл та «хурçă ута» тилхепепе чарма май çуккине шута илмен-тĕр: аварие лекнĕ, транспорта юсама май килмен. Çине-çине тиеннĕ кулянăва чăтайман амăшĕ ура çине тăрайми чирлесе ÿкнĕ. Халĕ тĕп килĕнче машина моторĕ кĕрлени çеç мар, хăйĕн сасси те илтĕнмест.
Александр МОКИН.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: