Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
26 Октябрӗн 2022, 11:00

Кил-çуртăн тĕрекĕ – арçынра, ăшши хĕрарăмра упранать

Пушкăртстан Раççейри хăйĕн илемлĕ çут çанталăкĕпе, унăн ырлăх-пурлăхĕпе пуян регионсенчен пĕри шутланать. Пысăк сăрт-тусемпе сарлака юхан шывсем, ĕмĕрсем хушши кашласа ларакан вăрмансем, çутă кÿлĕсем. Тыр-пулпа пахча çимĕç ÿстерме юрăхлă çĕрсем…

Кил-çуртăн тĕрекĕ  – арçынра,  ăшши хĕрарăмра упранать
Кил-çуртăн тĕрекĕ – арçынра, ăшши хĕрарăмра упранать

вăркас районĕ те шăпах çакăн пек пуян пулнипе уйрăлса тăрать. Ял хуçалăх енĕпе те вăл малта пыракан районсенчен пĕри шутланать. Толмачевка – Авăркаспа Гафури районĕсен чиккинчи чи илемлĕ ялсенчен пĕри. Вăл вăрман çывăхĕнче вырнаçнă. Ял витĕр пĕчĕк çырма юхса иртет. Кунта тăрăшуллă та маттур чăвашсем пурăнаççĕ. Çав шутра Ильяпа Матрена Ивановсен çемйи те. Ивановсем – нумай ачаллă çемье. Мăшăр 6 ачана, тăватă ывăлпа икĕ хĕрне, кун çути парнеленĕ. Анатолий çемьере виççĕмĕш ача пулса çуралнă. Вăл Веселовка ялĕнчи шкулта 8 класс пĕтернĕ хыççăн Треппеле вĕренме çÿренĕ. Вăтам пĕлÿ илнĕ çамрăк, çара кайиччен, «Родина» хуçалăхра ĕçленĕ. Çапла Анатолий мĕн ачаран тăрăшуллă пулса ÿснĕ.
1980-1983 çулсенче Лăпкă океан флотĕнче моряк пулса çар тивĕçне пурнăçланă. Хĕсметрен таврăнсан çÿлерех асăннă колхозра 1985 çулччен вăй хунă. 1984 çулхине каччă Треппел ялĕнче хăйĕн пулас мăшăрĕпе, Ирина Смирновапа, паллашнă. Ирина Владимировна Пелепей хулинчи педагогика училищине пĕтернĕ хыççăн хăйĕн тăван ялĕнчи шкулта кĕçĕн класс ачисене вĕрентнĕ. 1986 çулта çамрăксем Белое Озеро паççулккине кивĕ çурт туянса пурăнма куçнă. Ирина Иванова Дарьинăри вăтам шкула ĕçлеме вырнаçнă.1992 çулхине çемье çĕнĕ çурт хăпартса лартнă. Анатолий иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче, йывăр вăхăтра, алă усса ларман. Çемье пуçĕ тĕрлĕ ĕçре тăрăшнă: пасар тунă çĕртре, асфальтпа бетон участокĕнче, Çтерлĕре монтажник пулса вăй хунă. Унтан чăваш арĕ Çĕпĕре ĕçлеме çул тытнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та вахта мелĕпе ĕçлеме пăрахман. Ивановсен çемйинчи чи савăнăçлă пулăмсенчен пĕри – 2000 çулта Илья ывăлĕ çурални. Арçын ача ашшĕ пекех пĕчĕкренех ĕçчен те тăрăшуллă пулса çитĕннĕ. Вăл Çтерлĕ хулинчи индустри колледжĕнче професси пĕлĕвне илнĕ. Халĕ çамрăк каччă вахта мелĕпе ĕçлесе пурăнать. Ашшĕ-амăшне пулăшма тăрăшать.
Анатолий Ильич чăн-чăн арçын тивĕçне туллин пурнăçланă тесен те йăнăш пулмĕ: йывăç лартнă, пÿрт хăпартнă, ывăл çуратса ăна ура çине тăратнă. Пÿрчĕ вара хуларинчен пĕртте кая мар: виçĕ пÿлĕм, пысăк та çутă зал, мăшăрĕ ĕмĕтленнĕ кухня, ванна, санузел пур.
Ирина Владимировна Анатолий Ильич пенсие кайсан ачасене пĕлÿ парас ĕçе пăрахнă. Апла пулин те хĕрарăм мăшăрĕпе ывăлĕ вахтăра чух пысăк хуçалăх тытса пурăнать. Унсăр пуçне вăл общество ĕçне те хастар хутшăнать. Нумай çул вырăнти суйлав комиссийĕнче тăрăшать. «Тантăшсем» ансамбль (ертÿçи – Нина Матвеева) пайташĕ пулнă май ушкăнăн ытти хастарĕсемпе пĕрле сцена çине тухса юрăсем шăрантарать. Çапла майпа чун киленĕвне юрă-ташăра тупать.
Иван АНДРЕЕВ.
Гафури районĕ,
Белое Озеро ялĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: