Урал сасси
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
13 Декабрӗн 2022, 12:00

Ашшĕпе амăшĕн тивĕçлĕ хĕрĕ

Пелепей хулинчи «Уяв» ачасен чăваш халăх инструменчĕсен ансамблĕ тата унăн ертÿçи Валентина Яковлева пирки «Урал сассинче» пĕрре мар çырнă. Асăннă ушкăн хула, район тата регион шайĕнчи конкурс-фестивальсене тăтăшах хутшăнать, парнеллĕ вырăнсем йышăнать. Паянхи номерте Валентина Владимировнăна урăх енчен те сăнласа парасшăн.

Ашшĕпе амăшĕн тивĕçлĕ хĕрĕ
Ашшĕпе амăшĕн тивĕçлĕ хĕрĕ

Валентина 1965 çулхи декабрь уйăхĕн 9-мĕшĕнче Пишпÿлек районĕнчи Хушăлка ялĕнче пысăк та туслă çемьере 6-мĕш ача пулса çуралнă. Ашшĕ, Владимир Никифорович Иванов, икĕ аслă пĕлÿ (ял хуçалăх тата экономика институчĕсем) алла илнĕ. Яппун вăрçине хутшăннă, тинĕс çар летчикĕ пулнă. Обществăлла ĕçсене пурнăçланă, пĕлÿллĕ, хастарскере кая юлакан колхозсене ура çине тăратма янă (25 тысячник шутланнă). Çавна пула çемьен пĕрре мар пурăнмалли вырăна улăштарма тивнĕ. Амăшĕ, Анна Семеновна, Акçунри ял хуçалăх техникумĕнче вĕренсе тухнă. Юратса 5 хĕрĕпе ывăлне çитĕнтернĕ.
– Анне килте пирĕнпе ялан чăвашла калаçатчĕ, атте хăй чăваш пулсан та вырăсла пÿплетчĕ. Тен, эпир вырăсла та калаçма пĕлччĕр тесе çапла тăватчĕ вăл? Килти хуçалăха тытса пырасси, ачасене юратасси, вĕсемпе тарават пуласси мана аннерен куçнă пулĕ тесе шутлатăп. Юрă юрлас ăсталăха вара аттерен илнĕ пулас. Аттен сасси уçă та янравлăччĕ, вăл юрлама кăмăллатчĕ, – ачалăхне аса илет Валентина.
1972-1973 çулсенче Ĕпхÿри музыка шкул-интерначĕн комиссийĕ ялсем тăрăх талантлă ачасене суйласа çÿренĕ. Çак майпа вĕсен шутне Хушăлка хĕрĕ Валентина Яковлева та лекнĕ. Ашшĕпе амăшне кĕçĕн хĕрне килĕнчен аякка кăларса яма çăмăл пулман пулсан та Валентина вĕсене çак йышăнушăн халиччен тав тăвать. Асăннă шкулта хĕр ача тăмрапа тата фортепианопа выляма вĕреннĕ. Алла диплом илсен Пишпÿлек районĕнчи Ăхпуçĕнчи шкула музыка тата географи учителĕ пулса вырнаçнă, драмкружока çÿренĕ. Çулталăкран 1984 çулта Челябинскри патшалăх культура институтне вĕренме кĕнĕ, вырăс халăх инструменчĕсен оркестрĕн ертÿçи тата аслă квалификациллĕ культура ĕçченĕн дипломне алла илнĕ. Пелепей хулинче ĕç тупайманнипе Пишпÿлек ялĕнчи культура çуртне художествăлла ертÿçĕ пулса вырнаçнă, çамрăк специалиста хваттерпе тивĕçтернĕ. 1989 çулта Валентина Владимировна çемье çавăрнă. Каярах çĕнĕ культура çурчĕн директорĕн тивĕçне пурнăçланă. Çамрăк çемьере пĕрин хыççăн тепри Анастасийăпа Александра хĕрĕсем çуралнă. Каярах çут тĕнчене Максим ывăлĕ килнĕ.
Çемье Приютово поселокне пурăнма куçнă хыççăн Валентина Культурăпа техника çуртĕнче аслă методист пулса ĕçленĕ, «Бригантина» çамрăксен клубĕн пултарулăх ушкăнĕсен ĕçне йĕркелесе тăнă. Асăннă культура çурчĕн никĕсĕ çинче аслисем валли «Телей» чăваш юррисен ансамбльне чăмăртанă.
2012 çултан Пелепейĕнчи «Урал-Батыр» наци культурисен центрĕнче ĕçлеме тытăннă. Кунта та чăваш гимназийĕн никĕсĕ çинче «Уяв» чăваш фольклорпа инструменталлă ачасен ансамбльне йĕркеленĕ. 2018 çулта асăннă ансамбль «Тĕслĕхлĕ» ята тивĕçнĕ. Ушкăн программине фольклорлă, инструменталлă, вокаллă композицисем кĕреççĕ. Валентина Владимировна патне чăваш, вырăс, пушкăрт, тутар, армян, чикан ачисем çÿреççĕ. Вĕсем музыка тата шав инструменчĕсемпе (кашăк, шакăрча, шăхлич, виçкĕтеслĕх тата ыт. те) чăваш халăх кĕввисене калама, ташлама вĕренеççĕ. Ансамбль хулари, республикăри, регионсен хушшинчи фестивальсемпе конкурссене хутшăнать, парнеллĕ вырăнсем йышăнать.
– Ачасене хальхи вăхăтра пĕр-пĕр ĕçпе, киленĕçпе интереслентерме питĕ хĕн. Вĕсем ытларах интернетра ларма кăмăллаççĕ. Епле пултаратăр эсир вĕсене пĕр чăмăра пухса юрă-кĕвĕпе кăсăклантарма?
– Ачасене шав инструменчĕсем кăткăс мар пулнипе илĕртеççĕ, вĕсемпе выляма питĕ кăмăллаççĕ. Ушкăнра тĕрлĕ наци ачисем пулнине кура номерсене тĕрлĕ халăхсен юрă-ташă элеменчĕсене кĕртме тăрăшатăп. Ансамбль репертуарĕнче чикан ташши те пур. Çулталăк вĕçĕнче отчетлă концерта килнĕ ашшĕ-амăшĕсем пырса тав тăваççĕ. Социаллă сетьсенче ушкăнри ачасем хăйсен тăван (армян, чикан, пушкăрт, тутар, чăваш) чĕлхисемпе мобилизацие лекнĕ салтаксене халалланă сăмахсем каларĕç. Рэп, речитатив мелĕсемпе те усă куратпăр. Ачасене çакă питĕ килĕшет.
В.В. Яковлева хăй те чăваш юррисене юрлать. 1992 çулта Пелепей хулинче иртнĕ «Шăпчăк сасси» республика шайĕнчи чăваш эстрада юррисен пĕрремĕш конкурсĕнче çĕнтерÿçĕ пулнă. Ăна Турцире канмалли путевка панă. Çулсем иртнĕçемĕн пултаруллă юрăçă чылай музыка инструментне алла илнĕ. Унăн пухмачĕнче Хисеп хучĕсемпе Тав хучĕсем, наградăсем чылай. 2019 çулхи май уйăхĕнче Чăваш наци наукăпа ÿнер академийĕн членĕ пулса тăнă. 2021 çулхи март уйăхĕнче Чăваш наци наукăпа ÿнер академийĕн Президиум постановленийĕпе килĕшÿллĕн ăна «Тава тивĕçлĕ культура деятелĕ» ята панă. Нумай ача амăшĕ пуррипе, мĕн пĕлнипе çырлахмасть, пĕр вырăнта тăмасть хăйĕн пултарулăхне аталантарсах тăрать. Квалификацине ÿстерет, семинарсене, тренингсене хутшăнать. Çав шутра Чăваш Енре иртекеннисене те. Инструментсене чылай чух хăйĕн укçипе туянать, ачасене конкурссене, фестивальсене çитерессипе çыхăннă тăкаксене те саплаштарма тÿр килнĕ.
– Пилотлă (экспериментлă) проекта хутшăннă май шкул автобусĕсене «Башавтотранс» организацине куçарчĕç. Çавна пула мероприятисене тухса çÿреме хĕнрех пулса кайрĕ. Вĕсен маршручĕсем ытларах ялсене выртаççĕ, çул-йĕр тăкакĕсем ÿсрĕç. Çавăнпа ытти хуласенчи фестивальсене рейс автобусĕсемпе çитетпĕр, костюмсемпе инструментсене хамăрпа пĕрле йăтса çÿреме тивет, – хĕнлĕхсем çинчен пĕлтерет Валентина Яковлева.
Калаçнă май Валентина Владимировна тÿрĕ кăмăллă, тĕрĕслĕхе куçран калама хăнăхнă, хăйĕн шухăшне пĕлтерме хăраман, ултавпа сутăнчăклăха, тĕрĕсмарлăха тÿсме пултарайман ирĕклĕ чунлă çын пек туйăнчĕ. Ун пеккисене, паллах, пурнăçра хĕнрех килет. Анчах та йывăрлăхсем çынсене çирĕпрех тăваççĕ те.
Валентина Владимировнан мăшăрлă пурнăçĕ ăнсах кайман, çавăнпа та пуль пĕтĕм вăй-халне, вăхăтне, юратăвне ачисене, ĕçе халалланă. Анчах та чун ăшши, юрату ытларах пулсан мĕн тумалла-ха? Паллах ăна кама-тăр парнелемелле. Валентина çапла тунă та. Тăван ачисемпе канашланă хыççăн 2015 çулта Кристина ятлă хĕр ачана усрава (опекăна) илнĕ. Каярах 2017 çулта çемьене Аллăпа Данил аппăшĕпе шăллĕ хутшăннă. 2021 çулта хăйĕн хÿттине Михаил, Варвара, Танюша пĕр тăвансене илнĕ. Çапла майпа çемьере ачасен шучĕ тăххăра çитнĕ.
– Ачасене воспитани пама, пурнăçа, ĕçе вĕрентме çăмăл мар. Хăвăннине ăна вăрçма та юрать пулĕ. Анчах та ют ачана пÿрнепе те тĕкĕнме юрамасть. Кунта сăмахпа ăнлантарса, хăвăн тĕслĕхÿпе çеç ÿкĕте кĕртсе пулать. Пĕр сăмахпа каласан, чăтăмлăх тени нумай кирлĕ. Мĕнле пĕр чĕлхе тупма пĕлтĕр ют ачасемпе?
– Малтанхи вăхăтра ачасемпе çăмăл марччĕ. Тăтăшах çуртра вак укçа, канхвет, пылак апатсем çухалатчĕç. Кам илнине каламастчĕç, хăйсен айăпне йышăнмастчĕç. Халĕ çемьере ун пекки çук. Кашни ачан хăйĕн яваплă ĕçĕ пур: кам урай çăвать, апат пĕçерет, сĕтел çи хатĕрлет, чашăк-тирĕк çăвать, тусан сăтăрать, чечексене шăварать тата ытти те. Ача çуртĕнче пушă вăхăта телевизор умĕнче ирттерме хăнăхнăскерсем çемьене лексен пачах урăхла пулса тухрĕ. Кирлĕ мар каналсене çийĕнчех хуптартăм. Уроксем хыççăн ачасем кружоксене, секцисене çÿреççĕ, кам логопедпа, кам репетиторпа акăлчан чĕлхи вĕренет. Телевизор валли канмалли кунсем çеç юлаççĕ.
– Çемьене лексен ачасенче мĕнле ырă улшăнусем курма пулчĕ?
– Нумай ĕçе тума вĕренчĕç. Хăйсене пăхма, тирпейлĕрех пулма, пĕр-пĕрне пулăшма хăнăхрĕç. Малтан «3» паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пыракансем халĕ «4» паллăсем илеççĕ. Ачасем пурте вĕренме пултараççĕ, ăслă-тăнлăскерсем.
Валентина Владимировнан тăван ачисем ÿссе çитĕннĕ. Аслă хĕрĕ Анастасия Ĕпхÿре çемйипе пурăнать, мăшăрĕпе икĕ ывăл çитĕнтереççĕ. Ыттисенчен уйрăлса тăракан (особенные) ачасемпе психолог, тьютор пулса ĕçлет.
Александра хĕрĕ Челябинск облаçĕнче выльăх-чĕрлĕх комплексĕнче выльăх тухтăрĕ пулса тăрăшать. Çемьеллĕ, мăшăрĕпе хĕр çитĕнтереççĕ.
Кĕçĕн Максим ывăлĕ Хусан хулинче строительство колледжĕнче вĕренет.
– Тăван ачăрсемпе усрава илнисем пĕр-пĕринпе епле килĕштереççĕ? Ăнланманлăхсем пурнăçра сиксе тухмаççĕ-и?
– Ют ачасене усрава илнĕ чух хĕрсем ытти хуласенче вĕренетчĕç, Максим çеç килтеччĕ. Канмалли кунсенче, каникулсенче çемье пуçтарăнатчĕ. Ачасем хушшинче нихăçан та хирĕçÿ-кĕвĕçÿ пулман. Хусан хулинче технологипе дизайн колледжĕнче вĕренекен Кристинăпа Алла каникул вăхăтĕнче киле таврăнаççĕ. Пурте пĕрле пухăнсан çуртра 13-15 çын таран пулса каять. Пурин валли вырăн та, тимлĕх те çитет. Çывăх вăхăтра Çĕнĕ çул уявне пухăнма шутлатпăр. Ачасем, питĕрех аслисем, тимлĕхпе юратăва çемьере çеç тивĕçме пултарнине, тĕнчере пĕр-пĕринчен хакли никам та çуккине лайăх ăнланаççĕ.
Валентина Владимировнан ĕçĕнче чăвашлăх теми малти вырăнта. Вăл «Уяв» ачасен халăх инструменчĕсен ансамблĕн пуласлăхĕшĕн пăшăрханать. Унта ытларах чăваш ачисене явăçтарасшăн. 2022 çулта «Уяв» ансамбль йĕркеленнĕренпе 10 çул çитрĕ. Шел пулин те, çак çултан ансамбле чăваш гимнази çуртĕнче занятисене ирттерме чарнă. Çакă вара асăннă пĕлÿ çурчĕ чăваш халăх инструменчĕсен ансамблĕсĕр тăрса юлма пултарассине пĕлтерет. Валентина Владимировна «Урал-Батыр» наци культурисен центрĕнчи ĕçтешĕсене Н.К. Никитинапа М.П. Денисована хăйне пулăшу панăшăн тав тăвать. Вăл хăйĕнчен мĕн килнине пурне те пурнăçлама тăрăшать. Валентина Яковлевана иртнĕ çуралнă кунĕпе тата çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе саламласа чăвашлăхшăн малашне те пархатарлă ĕçсем тума ырлăх-сывлăх, ĕмĕтленнĕ ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртме сунатпăр.
Инга АЛЕКСЕЕВА. Пелепей хули.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: