Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
4 Апрелӗн 2023, 14:15

Телей нумай ачаллă пулнинче

Слакпуç ялĕнче пурăнакан Алексейпе Надежда Жилкинсемшĕн кăçалхи çул юбилейлă. Июнь уйăхĕнче вĕсем çемье çавăрнăранпа 20 çул çитет. Пулас фарфор туй тĕлне çемье пĕрремĕш парне илнĕ те ĕнтĕ. Март уйăхĕн саккăрмĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне халалланă уяв мероприятийĕнче, Пелепей район администрацийĕн пуçлăхĕ Азат Сахабиев Надежда Геннадьевнăна «Ача амăш мухтавĕ» медальпе чысланă.

Телей нумай ачаллă пулнинче
Телей нумай ачаллă пулнинче

– Нумай ачапа телейлĕ пуласси пире ăруран куçнă, – тет нумай ача амăшĕ. – Эпĕ те, Алексей те пысăк çемьесенче ÿснĕ. Манăн аттепе аннен ултă ача, унăн та çавах. Çитменнине пирĕн аннесем пĕрле Шафранта ветфельдшера вĕреннĕ. Аттесем те пĕр-пĕринпе тахçанах туслă. Хамăр аттесемпе аннесем пекех эпир тăван яла питĕ юрататпăр, çавăнпа ăçта та пулсан тухса каяс шухăш пуçра пулман.
Пилĕк ача ашшĕ Алексей Жилкин – «Слак» ООО ял хуçалăх предприятийĕн чи лайăх механизаторĕ. Агропромышленность комплексĕн тытăмĕнче тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн темиçе çул каялла ăна Пушкăртстан Республикин Хисеп хучĕпе наградăланă. Алексей Владимирович ял хуçалăх ĕçченĕсен династине тивĕçлĕн малалла тăсать. Вăл – К.Иванов ячĕллĕ хуçалăхăн малта пыракан дояркин Галина Жилкинан ывăлĕ. Ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухсан темиçе çул хушши ял хуçалăх кооперативĕнче инженер пулса ĕçленĕ. Хуçалăх çамрăк специалиста икĕ хваттерлĕ çуртра хваттер панă.
– Алексей çĕр çинче ĕçлеме юратать. Çавăнпа механизатора куçма шутларĕ. Эпĕ унăн йышăнăвне ырларăм. Пурнăçа хăв юратнă ĕçе халаллани питĕ пĕлтерĕшлĕ, – тет Надежда Геннадьевна.
Кил хуçи хĕрарăмĕ ача садĕнче воспитатель пулса ĕçлет. Виçĕ çулхи ывăлĕ Тимофей ирхине амăшĕпе пĕрле каять те каç пулсан таврăнать. Кирилл улттăмĕш класра вĕренет, Володя – пиллĕкмĕшĕнче. Жилкинсен аслă хĕрĕ Светлана финанспа-экономика колледжĕнчен вĕренсе тухса ПР Финанс министерствинче ĕçлет. Иккĕмĕш Наталья хĕрĕ те аппăшĕ пĕлÿ илнĕ вĕренÿ заведенийĕнче ăс пухать.
– Çемье уявĕсене эпир яланах пысăк торт туянатпăр, – каласа парать кил-йышри йăласем çинчен Надежда Жилкина. – «Ача амăш мухтавĕ» медаль панă хыççăн та тÿрех магазина кĕтĕмĕр, ачасемпе тата атте-аннесемпе пĕрле уяв сĕтелĕ хушшине ларма чи илемлĕ торт суйласа илтĕмĕр.
Çулла Алексейĕн ытти нумай механизаторсенни пекех хĕрÿ вăхăт пулсан та мăшăр фарфор туя çемье йăлисене пăхăнса паллă тăвĕ.
Римма СУЛТАНОВА.
Пелепей районĕ,
Слакпуç ялĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: