Урал сасси
+4 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Çемье
4 Июлӗн 2023, 12:10

Васильевсен шанчăкĕпе мăнаçлăхĕ

Пишпÿлек районĕнчи Ситекпуç ялĕнче пурăнакан Александр Ильичпа Валентина Дорофеевна Васильевсем хăйсен телейне ачисенче кураççĕ.

Васильевсен шанчăкĕпе мăнаçлăхĕ
Васильевсен шанчăкĕпе мăнаçлăхĕ

235 çулхи юбилейне паллă тунă Ситекпуç ялĕн историне тĕпченĕ май çак ялтан нумай паллă çын тухнине пĕлсе тĕлĕнетĕн. Тĕслĕхрен, Ситекпуçĕнчи икĕ хисеплĕ çынна çеç илер. Пĕри Çарпа тинĕс флотĕнче 33 çул службăра тăрса контр-адмирала çитнĕ Леонид Евдокимович Павлов тата хими наукисен докторĕ, Андрей Сахаров ертсе пыракан водород бомбине хатĕрлекен ăсчахсен ушкăнĕнче ĕçленĕ Тимофей Герасимович Федоров. Çак чăваш ялĕн чаплă çыннисен эстафетине педагогика ĕç ветеранĕсен Васильевсен ачисем малалла тăсаççĕ.
– Шкул хыççăн Пелепейри педагогика училищине вĕренме кĕтĕм, анчах та икĕ çул вĕреннĕ хыççăн Совет Çарне Инçет Хĕвел тухăçне хĕсмете каймалла пулчĕ, – аса илет вырăнти шкулта 31 çул директор пулса ĕçленĕ 66 çулхи Александр Ильич. – Çар хыççăн педагогика училищинче вĕренсе тухрăм, 1979 çулта тăван шкулта ĕçлĕ пурнăçа пуçларăм. Мана Ситекпуçĕнчи 8 çул вĕренмелли шкулăн директор тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан пулса ĕçе йышăнчĕç. Анчах та директор лавне 2010 çулччен туртмалла пулчĕ. Вăл вăхăтра пирĕн шкула направленипе Ĕпхÿри музыка училищин педагогне Валентина Петрована ĕçлеме янăччĕ. Вăл Пишпÿлек ялĕнче çуралса ÿснĕ. Çамрăк хĕре пĕрре курсанах юратса пăрахрăм. Икĕ çул унăн юратăвне çĕнсе илессишĕн тăрăшрăм. Ĕçре тĕл пулнипе çеç çырлахмастăмччĕ, уроксем хыççăн та чун савнипе курнăçма васкаттăм. Юратнă Валентинăпа 1981 çулхи март уйăхĕн 8-мĕшĕнче пĕрлешрĕмĕр. Çак вăхăтранпа унпа пурнăçа çыхăнтарнăшăн пĕрре те ÿкĕнмен. Юратнă мăшăршăн шăпана тав çеç тăватăп.
Александ Ильичпа пĕр-пĕрне тахçанах пĕлетпĕр (педагогика училищинче пĕрле вĕреннĕ, кайран пĕрле ĕçленĕ те) çавăнпа та калаçу малалла ачасемпе мăнуксем çинчен тăсăлчĕ. Васильевсен пĕрин хыççăн тепри виçĕ ача çуралнă. Аслă хĕрĕ Ирина шкулта вĕренсе тухнă хыççăн Ĕпхÿри педагогика институтне вĕренме кĕнĕ. Вăл ашшĕпе амăш çулĕпе кайнă, икĕ аслă пĕлÿ илнĕ, «Пушкăртстанăн тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ» ята тивĕçнĕ. Ĕпхÿ хулинче пурăнать, унăн Дарья тата Екатерина ятлă хĕрсем çитĕнеççĕ.
Яштака та кĕрнеклĕ хул-çурăмлă ывăлĕ Игорь С-400 дивизион командирĕ, Псков хулинчи Сывлăшпа космос вăйĕсенче службăра тăрать. Нумай пулмасть подполковник звание тивĕçнĕ. Оперативлă уйрăмăн аслă офицерĕ пулнă май вăл Сирире службăра тăнă. Унтан ăна оперативлă уйрăмăн пуçлăхĕн тивĕçне шанса панă. Полковник должноçĕпе Сергей Шойгу Оборона министрне лару-тăру çинчен доклад тунă. Паянхи кун Игорь Дон çи Ростов хулинче командировкăра, Украинăри ятарлă çар операцине ирттерекен РФ Хĕç-пăшаллă вăйсен Тĕп штабне сывлăшран хÿтĕлессипе ĕçлет. Унăн патшалăх наградисем чылай. Владлена тата Кристина хĕрĕсем çитĕнеççĕ.
Çĕртен 10 000 метр çÿллĕш тÿпере кĕрлесе иртсе каякан самолетсене сăнама юратакан ял çыннисене Александр Ильичпа Валентина Дорофеевнан виççĕмĕш ачи çинчен те пĕлме кăсăк пулĕ.
– Илья хальхи вăхăтра «Боинг-737 авиалайнер командирĕ шутланать, – мăнаçланса пĕлтерет ывăлĕ çинчен ашшĕ. – Вăл пысăк пассажир лайнерĕн пĕрремĕш пилочĕ. Çемйипе Ижевск хулинче пурăнать. Ситекпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тата Пишпÿлекри 2№ вăтам шкулсенчен вĕренсе тухнă хыççăн Бугурусланти вĕçев училищине вĕренме кĕчĕ. Унтан РФ Сывлăш флочĕн академийĕнчен вĕренсе тухрĕ. Малтан Ĕпхÿ авиалинийĕсенче АН-2 «кукурузник» çинче вĕçрĕ, «Турецкий поток» газопровод тăвакан специалистсене Хура тинĕс урлă çитеретчĕ. Çĕр сакăр вунă пассажир шăнăçтаракан ЯК-42 самолет штурвалне те тытма тÿр килчĕ ăна: малтан иккĕмĕш пилот, унтан пĕрремĕшĕ пулчĕ. Çавăнтах илемлĕ Марина стюардессăпа паллашрĕ. Халĕ Марина бортпроводницăсен бригадирĕ пулса ĕçлет. Вĕсен Викăпа Валерия хĕрĕсем çитĕнеççĕ. Ывăлсем аякра пулнипе тата ĕçрен пушанайманнине пула пирĕн пата сайра хутра килеççĕ. Ирина хĕр час-часах килсе çÿрет. Эпир ачасемпе мăнуксене яланах кĕтсе илме хавас.
Владимир СМОЛОВ.
Пишпÿлек районĕ, Ситекпуç ялĕ.
Сăн ÿкерчĕк Васильевсен
çемье архивĕнчен.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: