Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
15 Августӑн 2023, 10:42

Бриллиант евĕр çирĕп мăшăр

Мăшăр хушшинчи хутшăнăва вăхăт çеç тĕрĕслеме пултарать. Утмăл çул çума-çумăн пурăнса ирттернĕ çынсен туйăмĕсем мĕнлерех пулмалла-ши? Паллах, бриллиант евĕр çирĕп. Кармаскалă районĕнчи Тинĕскÿл ялĕнчи нумай çул хушши пĕрле пурăннă Кузьминсем çемье хаклăхне, пĕр-пĕринпе мĕн тери çывăх тата вĕсен çемйи епле çирĕп пулнине туллин ăша хывнă.

Бриллиант евĕр çирĕп мăшăр
Бриллиант евĕр çирĕп мăшăр

Александра Ивановна Авăркас районĕнче çуралса ÿснĕ, Алексей Федорович – Тинĕскÿлте. Анчах шăпа вĕсене пĕр-пĕрне тĕл пулма, юратма тата нумай çул пĕрле телейлĕ пурăнма пÿрнĕ.
Александра Кузьмина çамрăк чухнехи вăхăта ăшшăн аса илет. Хĕр шкул саккинчен тухсан Çтерлĕ хулинчи педагогика университетне вĕренме кĕме çирĕп йышăну тунă. Çамрăк специалист професси пĕлĕвне илнĕ хыççăн ĕçлĕ пурнăçне Тинĕскÿл ялĕнчи шкулта вырăс чĕлхипе литература учителĕ пулса ĕçленинчен тытăннă. Пĕррехинче, ĕçрен таврăннă чух, Александра Ивановна вырăнти лавккана кĕнĕ. Унта çамрăк вĕрентекен хăйĕн пулас мăшăрне тĕл пулнă та. Çав вăхăтра хĕрпе каччăн чунĕсене темĕнле ăнланма çук туйăм çавăрса илнĕ. Çартан таврăннă салтак Александра унăн шăпи пулма пултарнине ăнланса илнĕ. Каччă йăнăшман. Кăшт вăхăт иртсен çамрăксем тăтăшах тĕл пулнă. Икĕ çултан вара вĕсем хăйсен туйăмĕсене хут çине куçарнă.
Паянхи кун Кузьминсем ултă ывăлшăн телейлĕ атте-анне, 20 мăнукпа пилĕк кĕçĕн мăнукшăн юратнă асатте-асанне шутланаççĕ.
– Ачасем лайăх çынсем пулса çитĕнчĕç, – тет Алексей Федорович, – пире нихçан та намăс кăтартман, питĕ лайăх вĕренчĕç, пурнăçра тивĕçлĕ çынсем пулса тăчĕç. Мăнуксем те савăнтараççĕ, куç умĕнче тенĕ пек ÿсрĕç, кашни çулла хăнана килсе çÿрерĕç. Кĕçĕн мăнуксем вара пуринчен те «тутлăрах». Çакă телей мар-и?
Мăшăр çемье телейĕн вăрттăнлăхне уçса панă май пуриншĕн те паллă, çав вăхăтрах пĕлтерĕшлĕ сăмахсене каларĕ.
– Эпир Алексейпе пурнăçри мĕнпур йывăрлăхсене çĕнтерме пултартăмăр, яланах пĕр-пĕриншĕн тĕрев пулма тăрăшаттăмăр. Тен, çавăнпа паянхи кунччен эпир пĕрле. Мĕнпур çемьсене пĕр-пĕрне юратма кăна мар, КАÇАРМА пĕлме те сунатпăр, – терĕ Александра Ивановна.
Пурнăç çулĕпе 60 çул утакан Александра Ивановнапа Алексей Федоровича тăванĕсемпе çывăх çыннисем чаплă лару-тăрура саламланă. Нимĕнле йывăрлăх та Кузьминсене çапса хуçайман. Телейлĕ мăшăр пĕр сукмака алла-аллăн тытăнса такăрлатать. Халĕ те вĕсен малалла ăнтăлмалли пур – умра тимĕр туй, ăна 65 çултан паллă тăваççĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Кармаскалă районĕ,
Тинĕскÿл ялĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: