Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
19 Сентябрӗн 2023, 11:30

«Пире çичĕ ачаллă пулма сунчĕç»

Обществăра нумай ачаллă анне пуласси йывăр ĕç текен шухăшлав (стереотип) çирĕпленнĕ. Мĕншĕн тесен çакă калама çук пысăк яваплăх. Унсăр пуçне укçа-тенкĕ тăкакĕсен виçи темиçе хут ÿсет. Анчах виçĕ тата ытларах ача амăшĕсем темиçе ачана пăхса çитĕнтерме çăмăлрах тесе шутлаççĕ. Пысăк çемьери юратупа тимлĕх мĕнпур йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшаççĕ.

«Пире çичĕ ачаллă пулма сунчĕç»
«Пире çичĕ ачаллă пулма сунчĕç»

«Çемье» сăмахăн пĕлтерĕшĕ тата шухăшĕ тарăн. Ачасем пурнăç чечекĕсем тесе каланине илтме пулать. Пелепей тăрăхĕнчи Приютово поселокĕнче пурăнакан Матвеевсен пысăк та хăтлă çуртĕнче чечексем нумай – Николайпа Еленăн çичĕ ача.
Çак илемлĕ хĕрарăм çине пăхнă май, вăл нумай ача амăшĕ пулнине ĕненме йывăр. Хĕрарăм лăпкă тата йăл кулăллă, ашкăнса кайнă пепкесем çине сасă хăпартмасть, вăхăт çитмест тесе ÿпкелешмест. Елена – кил хуçи арăмĕ, ун çинче кил-çурт тытăнса тăрать. Паллах, вăл пысăк та туслă çемьен тĕнĕлĕ шутланать. Унăн сăн-питĕнче ывăннине сисместĕн, вăл телейпе çеç çиçет. Çакă çемье пайташĕсем ăна юратнăран, хисепленĕрен тата тимлĕх уйăрнăран пулмалла.
Елена Владимировна хăйĕн пурнăçĕнче çичĕ хутчен анне паттăрлăхĕ кăтартнă – 2016 çулта ăна «Анне мухтавĕ» медальпе наградăланă.
Эмилия хĕрĕ пĕр уйăх каярах çут тĕнчене килнĕ.
– Эпир Николайпа пĕр ялта, Пишпÿлек районĕнчи Кистенлĕпуçĕнче, çуралса ÿçнĕ, пĕр класра вĕреннĕ. Шкулта ытти ачасем пекех туслă пулнă. Ĕç-пуç ĕнер пулса иртнĕ пек: вăл тин çеç çартан таврăннă, пĕрремĕш тĕлпулурах эпир пĕр-пĕрне куç хыврăмăр. 2005 çулта туй вылярăмăр. Мĕн авалтан килекен йăлапа килĕшÿллĕн пире çичĕ ачаллă пулма сунчĕç. Манран миçе ача амăшĕ пуласшăн тесе ыйтсан, яланах пиллĕк тесе хуравлаттăм. Николай вара çиччĕ тесе хушрĕ. Пирĕн çемьесенче икшер ача пулнă, асаннесен – пилĕкшер. Эпир вара чи-чи пысăк çемье, – каласа парать çичĕ ача амăшĕ.
Туслă çемье
– Пире нимĕнле йывăрлăх та хăратмасть. Мĕншĕн тесен вĕсене пĕрле татса паратпăр. Эпир мăшăрпа хĕрсемпе ывăлсене яланах пĕр-пĕрне пулăшчăр тесе вĕрентетпĕр, – калаçăва малалла тăсрĕ Елена.
Асăннă çемьере чăннипех те лайăх ачасем çитĕнеççĕ.
Асли – Максим, 18 çулта. Каччă Пелепей хулинчи гуманитарипе техника колледжĕнче пĕлÿ илет. Снежана – 17 çулта, колледжа вĕренме кĕнĕ, повар-кондитер пулма ĕмĕтленет. Арсен – 15 çулхи арçын ача, тăххăрмĕш класа куçнă. Никита тăваттăмĕш класра вĕренет, Настя – виççĕмĕшĕнче. Шкул ачисен йышне Виолетта кĕнĕ, вăл кăçал пĕрремĕш класа кайнă. Чи кĕçĕнни Эмилия – пĕр уйăх ытлари пепке.
Ашшĕ-амăш сăмахĕсем тăрăх, ачисен кăмăлĕсем тĕрлĕрен. Хăшĕ-тĕр пуçаруллă, унра вăй-хăват нумай. Тепри лăпкă ача пулса çитĕнет. Енчен те пĕрисем лидер енĕсене кăтартаççĕ пулсан, теприсем хăйсене сăпайлă тытаççĕ. Анчах вĕсене пурне те ашшĕпе амăшне юратни пĕрлештерет. Арçын ачасем ашшĕне хуçалăхра пулăшаççĕ, хĕр ачасем амăшне – кил-çуртра тата кухньăра. Пурте пĕрле пахчара ĕçлеççĕ, чечек йăранĕсене шăвараççĕ, хĕл кунĕсенче кил картишне юртан тасатаççĕ.
Елена Владимировна чечексем ÿстерме кăмăллать, çавăнпа вĕсем пÿрт йĕри-тавра нумай. Кунта илемлĕ розăсем, тĕрлĕ тĕслĕ астрăсем, хризантемăсемпе гортензисем курма пулать. Крыльца умĕнче çакса хунă кашпосенче тата кил-çурт ăшĕнче сайра хутра тĕл пулакан пеларгонисем ÿсеççĕ. Çапла сентябрĕн 1-мĕшĕнче пурин валли те чечек çыххисем çитнĕ.
Ырă çул сана, пĕрремĕш класс ачи!
Пĕлÿ кунне пуринчен ытларах пĕрремĕш класс ачи Виолетта кĕтнĕ. Хĕр ача канцеляри таварĕсемпе тултарнă çĕнĕ рюкзакпа кăмăллă юлнă. Ăна магистральлĕ газ пăрăхĕсен Приютово поселокĕнчи линейлă производство управленийĕн ĕçченĕсем парнеленĕ. Хĕр ача ĕмĕтленнĕ пекех сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче çĕнĕ шкул формипе, илемлĕ бантсемпе тата кĕрен рюкзакпа шкула кайнă. Вăл Настя аппăшĕ пекех 2№ ÿнер шкулĕнчи «Былинушки» тĕслĕхлĕ фолькор ансамблĕнче юрлĕ.
Николай нефть компанинче, вахта мелĕпе Çурçĕрте ĕçлет. Хăйĕн çемйине уйăхшар курмасть, питĕ тунсăхлать. Вăл яланах çыхăнура пулма тăрăшать, кашнин пурнăçĕпе интересленет.
Кил-çурт вучахне тата ăшшине упракан Елена декрет отпускĕнче. Паллах, çак тапхăра отпуск тесе калама чĕлхе çаврăнмасть. Кил хуçи арăмĕ хăй те хастар та лара-тăра пĕлмен çын. Çуллахи вăхăтра çемье кишĕрпе кăшман, çĕр улми тата ытти пахча çимĕç йăранĕсем çинче тăрмашать. Кĕркунне çитсен пахча çимĕç хатĕрлет, варени вĕретет.
Елена Владимировнăпа эпир чечексемпе юратнă киленÿ, ачисем кăмăлланă шкул предмечĕсем çинчен чылай вăхăт калаçрăмăр. Кил хуçи арăмĕ хĕллехи вăрăм каçсенче ачисем мĕн тунине, Çĕнĕ çула мĕнле кĕтнине каласа пачĕ.
Юлашкинчен çакна каласа хăварас килет: Матвеевсем – юратупа ырлăх тĕслĕхĕ. Çак пысăк тата пĕчĕк çынсене тимлĕх, шанчăк, пĕчĕк ĕçсем, аса илÿсемпе савăнăçсем пĕрлештереççĕ…
Рамзиля КАМЕРИСТОВА.
Пелепей районĕ, Приютово поселокĕ.

«Пире çичĕ ачаллă пулма сунчĕç»
«Пире çичĕ ачаллă пулма сунчĕç»
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: