Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
21 Ноябрӗн 2023, 11:25

Кил вучахĕн ăшши аттепе аннерен килет

Чекмагуш тăрăхне кĕрекен Юмаш ялĕнчи Çамрăксен урамĕнчи Степановсен анлă картишĕ тата пысăк та хăтлă çурчĕ хăй патне инçетренех туртать.

Кил вучахĕн ăшши аттепе аннерен килет
Кил вучахĕн ăшши аттепе аннерен килет

Чи малтан кунта ĕçчен те ырă кăмăллă çынсем пурăннипе. Çавăн пекех çак хăтлă йăвара ăслă та пултаруллă ачасем çитĕнсе çуначĕсене сарнипе те. Хăйсем пурнăç парнеленĕ ачисемсĕр пуçне асăннă кил-йышра инкеклĕ лару-тăру хыççăн тăлăха тăрса юлнă çемье пуçĕн пĕртăванĕн ачисем хÿтлĕх тата иккĕмĕш ашшĕпе амăшне тупнă. Вĕсем пурте тăван, çывăх та хаклă.
«Базы» тулли мар яваплăхлă ял хуçалăх предприятийĕн паллă механизаторĕ çинчен эпир час-часах çырса тăратпăр. Кунĕпе те çĕрĕпе хуçалăх анисем çинче ĕçлекенскере районпа республикăра çеç мар, ун тулашĕнче те пĕлеççĕ, хисеплеççĕ. Вăл Раççей Федерацийĕпе Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ.
Çак хăтлă кил вучахĕн хуçи Венера Виталиевна çамрăк чухне пăру пăхакан пулнă, хуçалăхра çамрăк выльăх ÿт хушнипе лайăх кăтартусемпе палăрнă. Паян килти лару-тăрăва пула тăлăх ачасене хăйсен хÿттине илсе пăхакан кил хуçи хĕрарăмĕ шутланать.
Кил вучахĕн ырă та уçă кăмăллă управçи хăйсен пурнăçĕ пирки каласа пачĕ. Венера Виталиевна юнашарах вырнаçнă Тапканчă ялĕнчен. Вăл килти ĕçсене мĕн пĕчĕкренех пурне те пĕр пек валеçсе тухакан пысăк та туслă çемьере çитĕннĕ. Ӳссе çитсен Шаран тăрăхĕнче çуралнă, хăйĕн ĕçлĕ пурнăçне «Базы» ял хуçалăх предприятийĕнчен пуçланă яваплă та тăрăшуллă качча Александр Степанова тĕл пулнă. Çемье çавăрнă хыççăн çамрăксем 11 çул хушши Кемерово облаçĕнче пурăннă. Тăван тăрăхне таврăннăранпа Юмаш ялĕнче тымар янă. Ачисем те ашшĕ-амăшне хывнă, хăйсен ĕçченлĕхĕпе савăнтараççĕ. Аслă Сергей ывăлĕ механика вĕренсе тухнă, Крымра ĕçлесе пурăнать. Вăталăх ывăлĕ Дмитрий те çав профессиех суйласа илнĕ, тĕп ĕçĕсĕр пуçне автомашинăсене çĕнетет, юсать. Эпир килнĕ чухне те ашшĕпе гаражра черетлĕ машинăна юсатчĕç. Дмитрий нумай пулмасть авланнă. Чиперкке Анжела Дмитрийĕн пурнăçне çеç илем кÿмест, Степановсен пысăк пÿртне те хăтлăх хушать. Кĕçĕнни Алина Юмаш шкулĕнче вĕренет-ха. Авиаци университечĕн студентне Алексее, Юмаш шкулĕнче вĕренекен Марийăна кил хуçи хĕрарăмĕ хăйĕн ачисем пекех курать. Хăй сывă чух ăçта та пулсан ĕçпе кайнă вăхăтра амăшĕ ачисене час-часах Степановсем патне хăварнă, вĕсем мĕн пĕчĕкрен пĕрле ÿснĕ. Çемьере инкек сиксе тухсан вĕсем Степановсем патĕнче ăшă кĕтес тупнă. Кĕçĕнни Маша пĕрремĕш кунранах Венера Виталиевнăна «анне» тесе чĕнме пуçланă, Алеша та куккăшĕпе инкĕшне нихăçан та ют тесе шутламан. Çуртра тасалăхпа тирпейлĕх, хăтлăхпа çителĕклĕх хуçаланаççĕ.
Çемье пуçĕпе кил хуçи хĕрарăмĕн ырă чĕри пилĕк ачине те (халĕ улттă!) ăшă парнелеççĕ. Пурте кунта хаклă, кашнинех тимлĕхпе юрату туйăмне уйăрма тăрăшаççĕ. Çемьен пĕрле пуçтарăнма май тупăнсан пурте Александр Николаевичпа Венера Виталиевнан ытамне чăмаççĕ. Кунта ытлашши никам та çук. Пурте çывăх, пурте хăйсен.
Каç пулсан хĕр ачасен шкулти пурнăçĕ пирки ыйтса пĕлме кăмăллă. Вĕсем вара ашшĕпе амăшне кулянтарма юратмаççĕ, тăрăшса вĕренеççĕ, шкул тулашĕнчи мероприятисене хастар хутшăнаççĕ. Юратнă амăшĕнчен те вăрттăнлăхсем çук вĕсен. Пурне те каласа параççĕ, вырăнлă канашĕсене те ăша хываççĕ.
Çак хăтлă çемье вучахĕнчен тухнă май ачисене уйăракан чун ăшшине тепĕр хут туйса илтĕм. Кил хуçипе мăшăрĕн куçĕсенче вара чăн-чăн юрату пурри, ăнланма тăрăшни, кашни куна ĕмĕрлĕхех асра юлмалла лайăх тăвас тени палăрать.
Фанис АМИРХАНОВ.
Чекмагуш районĕ,
Юмаш ялĕ.

Кил вучахĕн ăшши аттепе аннерен килет
Кил вучахĕн ăшши аттепе аннерен килет
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: