Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
29 Ноябрӗн 2023, 17:20

Владимир Путин Авăркас районĕнчи чăваш хĕрарăмне «Ача амăшĕ-героиня» ята панă

Иртнĕ эрнере Раççей Президенчĕ Владимир Путин Пушкăртстанри çемьесене федераллă наградĕсемпе чысланă. Тивĕçлĕ хушăва право информацин официаллă порталĕнче пичетленĕ.

Владимир Путин Авăркас районĕнчи чăваш хĕрарăмне «Ача амăшĕ-героиня» ята панă
Владимир Путин Авăркас районĕнчи чăваш хĕрарăмне «Ача амăшĕ-героиня» ята панă

 «Ача амăшĕ-героиня» ята Авăркас районĕнчи Юламан ялĕнчи Вера Иванова тивĕçнĕ. Асăннă палла вунă е ытла ача çуратса ÿстернĕ хĕрарăмсене параççĕ. Хисеплĕ ятсăр пуçне çемье 1 млн тенкĕ тÿлеве тивĕçĕ.

Вера Александровнăпа Алексей Яковлевич Ивановсем шкулта ĕçленĕ. Çемье пуçĕ çавăн пекех тĕрлĕ çулсенче колхоз председателĕ, фермер пулса тăрăшнă. Вăл пуçарнипе тăван ялĕнче чиркÿ хăпартма пуçланă.

- Пÿрт тăррине икĕ аист кÿлепине ăсталаса лартрăм. Çавăн хыççăн çемьере ачасем хутшăнасси çăмăллăн пурнăçланса пычĕ. Çавăнпа та йышлă ачасемшĕн аистсем айăплă, - шÿтлесе те мăнăçланса пĕлтерет кил хуçи.

Çав вăхăтрах Вера Александровна пурнăçри самантсенчен пĕрне уçса пачĕ.

- Пĕррехинче çамрăк чухне Элекçей хăй аллипе пысăк сĕтел ăсталарĕ. Çавăн чухне вăл «Пирĕн вун тăватă ача пулать» терĕ. Вун тăватта çитереймерĕмĕр, анчах та çывхартрăмăр, - вуншар çул каялла пулса иртнине аса илчĕ телейлĕ хĕрарăм.

Сăмах май, ача амăшĕ-героинян Геннадий аслă ывăлĕ  - 47 çулта. «Асли пулма йывăр-и?» текен ыйту çине вăл кĕскен çапла хурав пачĕ: «Пĕрле туслă вылянă, туслă çапăçса ÿснĕ», - терĕ.

Нумай ача ашшĕ-амăшĕ пулни Ивановсене нимĕн чухлĕ те чăрмантарман, уйрăмах парахатрлă ĕçсем тума хавхалантарнă çеç. Аслă ывăлĕпе пĕр класра вĕренекен юлташĕ тăлăха юлсан вăрах шухăшласа тăмасăр ăна çемьене илнĕ. Çапла вĕсен çемйинче 11 ача пулса тăнă.

Владимир Путин Авăркас районĕнчи чăваш хĕрарăмне «Ача амăшĕ-героиня» ята панă
Владимир Путин Авăркас районĕнчи чăваш хĕрарăмне «Ача амăшĕ-героиня» ята панă
Владимир Путин Авăркас районĕнчи чăваш хĕрарăмне «Ача амăшĕ-героиня» ята панă
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: