Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
13 Нарӑсӑн , 11:15

«Пирĕн, аслисен, хамăр ачасемшĕн ырă тĕслĕх пулмалла»

Ишимбай тăрăхне кĕрекен Йĕкенпуç ялĕнчи Валентин Александрович юрăç-композиторпа унăн мăшăрĕ Елизавета Михайловна Николаевсемшĕн 2024 çул пуçламăшĕ ылтăн туйне паллă тунипе асра юлнă. Кăçалхи январь уйăхĕнче Николаевсем çемье çавăрнăранпа 50 çул çитнĕ. Пурнăçри пур тумхахсене те пĕрле парăнтарма, кирек епле лару-тăрура та пĕрле пулма хăнăхнă мăшăра çур ĕмĕр пĕрле утма çеç мар, ăшă туйăмсене упраса хăварса ачисене çитĕнтерме, мăнукĕсене аркă çинче сиктерме шăпа пÿрнĕ.

«Пирĕн, аслисен, хамăр ачасемшĕн  ырă тĕслĕх пулмалла»
«Пирĕн, аслисен, хамăр ачасемшĕн ырă тĕслĕх пулмалла»

Вĕсем иккĕшĕ те çак ялтах, урамĕсем анчах расна, çут тĕнчене килнĕ. Тĕрĕсрех каласан, хĕрпе каччă пĕр-пĕрне малтанах палланă, анчах вĕсем Валентин салтака кайиччен кăшт маларах çеç туслă çÿреме пуçланă. Каччăпа хĕр пĕр-пĕрне килĕштерни, кĕтсе илесси пирки сăмах хускатма та, пĕр-пĕрин патне çыру çырма та хăюлăх çитереймен пулин те чунĕсенче пĕрле пуласса шаннă. Валентин салтакран таврăнсан çамрăксем çĕнĕрен сăмах çÿретме, тĕл пулма пуçланă. Пилĕк уйăхран ашшĕ-амăшсемпе пĕрле хăй килĕштернĕ хĕре çураçса çĕнĕ çулăн пĕрремĕш кунĕнче туй кĕрлеттернĕ. Çапла ялта çĕнĕ çемье чăмăртаннă.
Çамрăксем телей шырама тĕнче тăрăх тухса кайман – тăван ялĕнче тĕпленсе пурăнма пуçланă. Хăйсен вăйĕпе çĕнĕ çурт хăпартнă. Мĕн ачаранах кĕвĕ-юрăпа, хут купăспа туслă Валентин хăй пĕлĕвне ÿстерес шутпа Çтерлĕ хулинчи культурăпа çут ĕç училищине вĕренме кĕнĕ. 1974 çулта дипломлă специалиста Йĕкенпуçĕнчи культура çурчĕн директорĕ пулма çирĕплетнĕ. Валентин Александрович çак ĕçре 38 çул хушши тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнă. Ĕçри çитĕнĕвĕсемшĕн ăна тĕрлĕ Хисеп хучĕсемпе сахал мар чысланă. 1983 çулта «СССР пултаруллă клуб ĕçченĕ», 1993 çула «ПР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ» хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ.
Ял клубĕнче ĕçленĕ çулсенче Валентин Александрович утмăл ытла чăвашла юрă çырнă. Çав шутра – «Тăван ял», «Йăмра», «Ан ятла мана», «Хăмăр куçусем», «Йĕкенпуç ялĕ» тата ыт.те. 2019 çулта «Ирĕксĕр таркăн» роман пичетлесе кăларчĕ. Çывăх вăхăтра унăн иккĕмĕш пайне «Пурăнасчĕ-ха, тăван, пурăнасчĕ» кун çути кăтартма хатĕрленет.
Çакна та каласа хăвармалла. Икĕ роман авторне иртнĕ çул вĕçĕнче Юхма Мишши ертсе пыракан Чаваш Республикинчи Писательсен союзĕн йышне илнĕ.
Елизавета Михайловна вырăнти шкулта пĕлÿ илнĕ хыççăн закройщика вĕренсе тухнă. Ялта, паллах, çĕвĕ цехĕсем те, комбиначĕсем те çук. Анчах та алла илнĕ специальность ăна пурнăç тăршшĕпех кирлĕ пулнă. Сахал-им нумай ача амăшĕн кил-çуртра çĕлемелли, сапламалли, тирпей-илем кĕртмелли.
Николаевсем виçĕ ывăла кун-çул парнеленĕ. Вĕсене тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерсе тивĕçлĕ воспитани панă. Халĕ ывăлĕсем тăван кил-çуртран уйрăлса тухнă ĕнтĕ. Аслă Михаил ывăлĕпе кĕçĕнни, Николай, хăйсен çемйисемпе Çтерлĕ хулинче пурăнаççĕ, вăталăххи, Александр – Ишибайра. Виççĕшĕ те вахта мелĕпе Çĕпĕре ĕçлеме çÿреççĕ, нефтяник операторĕсем пулса тăрăшаççĕ. Кашниех ашшĕпе амăшне икшер мăнук (виçĕ арçын ача та виçĕ хĕр ача) парнеленĕ. Вăхăчĕсем ытларах ĕçре иртеççĕ пулин те хăйсене пурнăç парнеленĕ çыннисене манмаççĕ, тăван кил сукмакне такăрлатсах тăраççĕ ачисем. Ашшĕ-амăшĕ те мăнукĕсемпе ачисене питĕ тарават. Мăнукĕсем ял енне туртăнни аслашшĕ-асламăшĕ ырă кăмăллă пулнипе, пурнăçа халăх ăс-пурлăхĕ çине таянса вĕрентнипе çыхăннă пулĕ.
– Пĕр-пĕрне ăнланма, итлеме пĕлни – çемье пурнăçĕнче чи хакли. Ун чухне çеç кил-çуртра татулăхпа килĕшÿлĕх хуçаланать. Паллах, пурнăçра тĕрлĕрен пулать. Тĕрлĕ вак-тĕвекшĕнех чĕрре кĕме, тарăхма, пĕр-пĕрне кÿрентерме кирлĕ мар. Ăнсăртран урлă каласа хурас пулсан каçарма пĕлмелле. Пирĕн, аслисен, хамăр кун-çул парнеленĕ ачасемшĕн ырă тĕслĕх пулмалла, – теççĕ пĕр-пĕрне ăнланса, хуйха-суйха пĕрле пайласа пурăнакан Николаевсем.
Надежда РОДИОНОВА.
Ишимбай районĕ,
Йĕкенпуç ялĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: