Ытларах çак çемьепе çулла тĕл пулатăп. Вĕсен тирпейлĕхĕ урамранах пуçланать: кил картинче ытлашши япала тупаймастăн, пахчара илемлĕ чечексем клумбăра ÿсеççĕ, тикĕс те тÿрĕ йăрансем çинче пĕр çум курăк та çук. Çакăнтах мăнукĕсем валли çу тăршшĕпе çимĕç паракан çĕр çырли çитĕнет, хăмла çырли, хурлăхан тĕмĕсем, улмуççи йывăççисем ÿсеççĕ. Пÿрте хуть хăш вăхăтра пырса кĕрсен те унта пурте йĕркеллĕ, кашни япала хăй вырăнĕнче. Анна Федоровнан килен-каян çын валли ялан чейпе тутлă кукăль, икерчĕ хатĕр. Иван Иванович кил картинче ялан мĕн те пулин юсать, шаккать, ăсталать. Вăл пушă ларнине нихăçан та асăрхаман темелле.
Нумай пулмасть, тĕрĕсрех каласан декабрь уйăхĕн 19-мĕшĕнче, вĕсем пĕрле пурăннин 50 çулхи юбилейне паллă тунă. Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабировăн салам çырăвĕпе парни шăп та лăп кил хуçин çуралнă кунĕ тĕлне январь уйăхĕн 29-мĕшĕнче çитнĕ. Çемье уявне юбилярсем кÿрши-аршисемпе, çывăхри тăванĕсемпе паллă тунă-ха, çулла вара Çурçĕрте пурăнакан ачисемпе пухăнса уявлама палăртаççĕ.
Çемье пуçĕ Иван Иванович Тюменцов Пелепей районĕнчи Ярмулай ялĕнче çемьере виççĕмĕш ача пулса 1949 çулхи январь уйăхĕнче çуралнă. Вырăнти 8 класс вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Пелепей хулинчи СПТУ-13 механизаци шкулĕнче пĕр çул тракторист-машиниста вĕреннĕ. Салтак атти тăхăниччен çамрăк каччă колхозра трактор, комбайн çинче ĕçленĕ, ĕç хыççăн Этĕл ялĕнчи каç вĕренмелли шкулта вăтам пĕлÿ илнĕ. 1968 çулхи ноябрь уйăхĕнче 2 çула çар хĕсметне ăсаннă, служба Венгрире иртнĕ. Унтан Иван тăван ялне, малтанхи ĕçне таврăннă. Çуркуннерен пуçласа кĕркунне çитиччен ана çинче тракторпа, комбайнпа тăрăшнă. Хĕлле Раевка поселокĕнчен фермăри выльăхсем валли жом, пăрака турттарнă. Каярах çăмăл машинăпа колхоз председательне илсе çÿренĕ. 1993 çулта Иван Иванович сывлăх хавшанине пула шкула хуралçа ĕçлеме куçнă, çакăнтанах тивĕçлĕ канăва тухнă та.
Анна Федоровна Гуслина Ермеккей районĕнчи Креппит (Богородский) ялĕнче нумай ачаллă çемьере (2 ывăл та 5 хĕр) çуралнă. Вырăнти 4 класлă шкултан вĕренсе тухсан пĕлĕвне малалла Суккулти вăтам шкулта пухнă. Унтан çамрăк хĕр Туймазă районĕнчи Нижнетроицкий поселокĕнче «Чайка» обществăлла апатлану столовăйне официантка, повара пулăшакан пулса вырнаçнă. Професси ăсталăхне аталантарас тесе ертÿçĕсем Аннăна Элшейри кондитерсен шкулне 9 уйăхлă курса вĕренме янă.
– Ирхинерен теори вĕренеттĕмĕр, кăнтăрла хыççăн столовăйсенче практика иртеттĕмĕр. Тăваттăмĕш разрядлă кондитер пулнине çирĕплетекен удостоверенине илнĕ хыççăн Нижнетроицкинчи столовăйĕнче повар пулса ĕçлеме тытăнтăм. Унтан Пелепей хулинчи 1№ столовăйне (Бурени организацин) 5 разрядлă повар пулса вырнаçрăм, – аса илет ĕçлĕ пурнăçĕ çинчен Анна Тюменцова.
– Иксĕр те тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ, пурăннă. Мĕнле майпа пĕр-пĕринпе тĕл пулма пултарнă-ха эсир?
– Пуçласа Аннăна вăл Нижнетроицкинче ĕçленĕ чух курнăччĕ, – пуçларĕ аса илĕве Ванька пичче. – Вăл пире ун чух столовăйĕнче ытларах ларнăшăн хăваласа кăларса ячĕ.
Çамрăксен тепĕр тĕлпулăвĕ вара чăннипех пĕлтерĕшлĕ пулнă. Анна канмалли кун ашшĕ-амăшĕ патне яла таврăннă, клуба тухма хатĕрленнĕ. Иван вара пĕлĕшĕсемпе Креппит ялне ларса килнĕ. Лешсем тăванĕсем патне хăнана килнĕ, çав кунах каялла таврăнма палăртнă. Çапла каç пулсан ярмулайсем Креппит урамĕнче хĕре тĕл пулнă, çула ункай Суккул ялĕнчи клуба çитерме шантарса машинăна лартнă. Çамрăксем паллашнă, калаçса кайнă.
– Хĕре палласа илсен пуçа ашкăнчăк шухăш пырса кĕчĕ. Эпир ăна Суккула çитсен клуб тĕлĕнче антарса хăвармарăмăр, Ярмулайне çитиех, тăван киле лартса килтĕмĕр, – чеен кулса илет Иван Иванович.
– Çапла ăнсăртран качча тухмалла пулчĕ çав манăн, – ĕнер пулса иртнĕ пек мăшăрĕн сăмахĕсене çирĕплетет Анна Федоровна. – Тепĕр кунне вара тăван ялтан туй килсе çитрĕ. Çапла майпа Ярмулай ялĕнче пурăнма пуçларăм.
Анна Федоровна качча кайсан Ярмулай ялĕнчи клуба художество ертÿçи пулса вырнаçнă. Часах çамрăксен Алена хĕрĕ çуралнă. Пепке 5 уйăх тултарсан çамрăк аннене колхоза кассир пулса ĕçлеме ÿкĕте кĕртнĕ. Çапла майпа хĕрарăм пĕчĕк ачине хунямăшне шанса хăварса ĕçе тухнă. Тюменцовсен çемйине сакăр çултан Оксана хĕрĕ хушăннă. Хĕрĕсем иккĕшĕ те йĕрке хуралçисен ĕçне суйласа илнĕ, службăра тăнă май пĕри майор, тепри капитан званийĕ таран çитнĕ.
– Ачасене пăхма малтан ани пулăшрĕ, вăл вилсен хĕрсене кÿршĕ хĕрарăмне шанса хăвараттăм, – тав туса аса илет Анна Федоровна Хавронья Никодимовна Тюменцова хунямăшĕ тата Екатерина Михайловна Маркелова кÿрши çинчен. – Çулла ачасене кукамăшĕ, Татьяна Владимировна Гуслина, патне леçеттĕмĕр. Каникула анне патне пĕтĕм мăнукĕсем пухăнатчĕç, ачасене унта хавасчĕ.
Халĕ Тюменцовсем килти хуçалăхпа пурăнаççĕ, качакасем, чăх-чĕп усраççĕ, пахча çимĕç çитĕнтереççĕ. Çулла пулсан вĕсем патне каникула мăнукĕсем хаваспах килеççĕ. Сăмах май каласан, вĕсем Тюменцовсен тăваттăн: икĕ хĕрпе икĕ арçын ача. Кукашшĕпе кукамăшĕ вĕсене ĕçе вĕрентеççĕ, пĕрле кăмпана, çырлана çÿреççĕ.
Аллă çул çума-çумăн килĕштерсе пурăнакан Тюменцовсенчен çемье пурнăçĕн вăрттăнлăхĕ çинчен те ыйтрăм. Вăл пурин те пĕр пекрех пулсан та мăшăрлă пурнăçăн тыткăчĕ, çирĕплĕхĕ шутланать.
– Мĕнле майпа ылтăн туйччен пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнма пулать-ха?
– Эпир атте-анне тĕслĕхĕ çинче ÿснĕ. Çак кунччен пĕрле пурăнма Турă хушнă пулĕ. Пирĕн алă усса ларма пушă вăхăт та пулман. Пурнăçра йăнăш утăм тăвассинчен никам та сыхланаймасть. Çавăнпа та пĕр-пĕрне юратмалла, каçармалла, ăнланмалла, шеллемелле.
– Халĕ çамрăксем мăшăрлă пурнăç çине çăмăлттай шухăшпа пăхаççĕ. Çавна пула чылайăшĕ пурăнса кураймасăрах уйрăлаççĕ. Мĕнле канаш панă пулăттăр вĕсене?
– Пурнăçри йывăрлăхсенчен хăрамасăр вĕсене пĕрле парăнтарма, кашни кун сиксе тухакан ыйтусене пĕрле татса пама, телефонсемпе гаджетсенче сахалрах ларма, пушă вăхăта ытларах çемьепе ирттерме, ваттисен каланисене итлеме, вĕсене хисеплеме сунатăп, – вĕçлерĕ сăмаха Анна Федоровна.
– Тавтапуç, сире Иван Иванович, Анна Федоровна, манпа калаçнăшăн. Сире нумай çул пĕрле пурăнма çирĕп сывлăх, ытам тулли телей сунатпăр.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Пелепей районĕ, Ярмулай ялĕ.