Аллă çул вăл – çын кун-çулĕнче вăрăм тапхăр. Мăшăр каланă тăрăх, 1974 çулта çемье çавăрнăранпа вăхăт сисĕнмесĕр, пĕр самант пек иртнĕ. Владимир Филиппович чылай вăхăт хушши колхозра вăй хунă, Лидия Львовна Меселпуçĕнчи участок больницинче повар пулса ĕçленĕ. Ефимовсен çемйи йывăрлăхсенчен хăрамасăр паянхи кунччен юратăва упраса çулран çул çирӗпленсе кăна пырать. Мăшăр паянхи çамрăксемшӗн тӗслӗх пулса тăрать. Çирӗп çемьен вăрттăнлăхӗ – чăтăмлăхра, пӗр-пӗрне хисепленинче, ӗçе юратнинче, мӗнле лару-тăрура та пӗр-пӗриншĕн тĕрев пулнинче.
Юбилярсене ылтăн туй ячĕпе Меселпуç ял Канашĕн пуçлăхĕ И.М. Александрова, ялти Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Н.К. Алексеева, «Шăпчăксем» ансабль пайташĕсем, тăванĕсемпе çывăх çыннисем саламланă.
Чечек çыххисем, парнесем, салам сăмахĕсем, ташă-юрăсем пурте чăн-чăн туйри пекех пулнă. Пĕр сăмахпа каласан, туй халăхĕ 50 çул каяллахи пекех юрланă-ташланă. Телейлĕ мăшăр вальс ташлани чун хĕлĕхĕсене пырса тивекен, кăмăла çĕклекен пулăм пулса тăнă.
Телейлĕ çемьесем пĕр евĕрлĕ тесе калаççĕ. Çакă питĕ лайăх! Сире тата сирĕн çывăх çыннăрсене тăнăç пурнăç, юрату, ăнлану сунатпăр.
#БашкортостанГодСемьи2024