Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
23 Апрелӗн , 10:48

Атте пирĕншĕн те, ыттисемшĕн те яланах тĕслĕх вырăнĕнче

Ҫак кунсенче пирĕн хаклӑ атте, юратнӑ мӑшӑр, асатте, кукаҫи Авăркас тăрăхĕнчи Шланлă ялĕнче пурăнакан Михаил Андреевич Алексеев 75 ҫул тултарчĕ.

Атте пирĕншĕн те, ыттисемшĕн те  яланах тĕслĕх вырăнĕнче
Атте пирĕншĕн те, ыттисемшĕн те яланах тĕслĕх вырăнĕнче

Аттемĕрĕн кун-ҫулĕ ҫӑмӑл пулман, 3 ҫулта чухнех ашшĕсĕр тӑрса юлнӑ, амӑшĕ ачисене пĕчченех ура ҫине тӑратнӑ. Йывăрлăхсене пăхмасăр вăл малалла ăнтăлнă, пурнăçра çитĕнÿсем тунă. Шкултан вĕренсе тухнă хыççăн атте водитель профессине алла илнĕ. Салтак атти тӑхӑнса Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçланă.
Служба хыççăн тӑван ялне таврăннă, 30 ҫула яхӑн водительте тӑрӑшнӑ, автомеханик ĕҫне те ҫӳллĕ шайра пурнӑҫласа пынӑ. Тĕрлĕ ҫĕре ҫитме тивнĕ ăна.Тӑрӑшуллӑ та ĕҫчен пулнӑран вӑл ыттисемшĕн тĕслĕх вырӑнĕнче пулнӑ, ӑна паянхи кун та хисеплеҫҫĕ. Аттен сӑн ÿкерчĕкĕ Хисеп хӑми ҫинчен илĕнмен те темелле. Хастар ĕҫленĕшĕн атте Ĕҫлĕх Хĕрлĕ Ялав, «Хисеп палли» орденĕсене те тивĕҫнĕ. Унсăр пуçне унӑн кӑкӑр çине ҫакмалли хисеп палли те пур.
Мăшăрĕпе Елена Ивановнапа вĕсем виçĕ ача – икĕ ывӑлпа пĕр хĕр – ҫуратса ӳстернĕ. Виçĕ ачана ура ҫине тӑратма, паллах, ҫӑмӑл пулман. Апла пулин те аттепе анне пире ятлаçса ÿстермен. Вĕсем пирĕншĕн яланах ырă кăмăллăхпа ĕçченлĕх тĕслĕхĕ пулнă. Çывăх çыннăмăрсен тивлечĕпе паян эпир, вĕсен ачисем, ура çинче çирĕп тăратпăр: шкултан ăнăçлă вĕренсе тухса хамăра килĕшекен профессие суйласа илтĕмĕр, çемье çавăрса аттепе аннене пилĕк мӑнук парнелерĕмĕр.
Пирĕн юбиляр пирки кĕскен калама ниепле те пулмасть. Вӑл – анлӑ тавра курӑмлӑ, ӑслӑ-тӑнлӑ, яланах пĕлӳ шайне ӳстерме ӑнтӑлакан ҫын.
Аттеçĕм, 75 ҫула та ҫитрĕн! Мĕн тери пысӑк уяв! Пурнӑҫри хурлӑха хыҫа хӑварса малалла мӑшӑрун, ачусен юратӑвĕпе, мӑнукусен чĕвĕл сассипе киленсе, тӑван-юлташусен хисепне туйса, ҫутӑ кунӑн илемне йӑл-кулӑпа кĕтсе илсе татах та нумай ҫул пурӑнма сунатпӑр. Эпир сана юрататпăр, ыррине кӑна пиллетпĕр.
Ырă сунса – ачисем.

Атте пирĕншĕн те, ыттисемшĕн те  яланах тĕслĕх вырăнĕнче
Атте пирĕншĕн те, ыттисемшĕн те  яланах тĕслĕх вырăнĕнче
Атте пирĕншĕн те, ыттисемшĕн те  яланах тĕслĕх вырăнĕнче
Атте пирĕншĕн те, ыттисемшĕн те яланах тĕслĕх вырăнĕнче
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: