Мероприятие Сольевсен пысăк та туслă, ĕçчен çемйин амăшне Галина Александровнăна йыхравланă. Галина Сольева ачасене хăйсен çемйин историйĕ, мăшăрĕпе 35 çул ытла килĕштерсе пурăнни, халĕ те пĕр-пĕрне юратса пурăнни çинчен каласа панă. Сольевсем тăватă хĕре пурнăç парнелесе ура çине тăратнă. Ачисем ашшĕпе амăшне виçĕ мăнук парнеленĕ. Калаçу вăхăтĕнче ачасем çемье хаклăхĕсем, çак çирĕп çемьен йăли-йĕркисем çинчен пĕлнĕ.
Ачасем вара хăйсен çемйисенчи йăла-йĕркесем çинчен каласа панă, хăйсене интереслентерекен ыйтусем çине хуравсем илнĕ. Хăйсен пурнăçĕнчи ырлăха Сольевсен мăшăрĕ пĕрле, куллен тăрăшса ĕçленипе тивĕçтернĕ.
«Манăн çемье – манăн пуянлăх тата тĕрев, пĕр-пĕрне пулăшса пыни, юратни мана кирек епле йывăрлăхсене те çĕнтерме пулăшать», – каласа панă Галина Александровна мероприятие хутшăнакансене.
Ачасем çакăн пек пĕтĕмлетÿ тунă: туслă та телейлĕ çемье пултăр тесен пĕр-пĕриншĕн тăрăшмалла, пур ĕçре те пулăшмалла, килти пĕтĕм ĕçе пĕрле тумалла.
Кашни çын телей ăнлава çемьепе çыхăнтарать. Хăй килĕнче телейлĕ çын пурнăçра та телейлĕ. Çавăнпа та пурне те çемье телейĕ сунас килет.
Надежда РОДИОНОВА.
Кармаскалă районĕ,
Сихун ялĕ.