Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
21 Майӑн , 11:15

Никитинсем – фольклориада хăнисем

Май уйăхĕн 19-мĕшĕнче республикăн тĕп хулинче – Ĕпхÿри Иван Якутов ячĕллĕ паркра – Пĕтĕм тĕнчери çемье кунне тата Çемье çулталăкне халалласа «Сирĕн çуртăра тăнăçлăх» çемье фольклориади иртрĕ.

Никитинсем – фольклориада хăнисем
Никитинсем – фольклориада хăнисем

Çак пĕлтерĕшлĕ мероприятие ытти халăх çемйисемпе пĕр тан Снежанăпа Сергей Никитинсен çемйи те (Илья ывăлĕпе Виктория хĕрĕ) хутшăнчĕ. Асăннă чăваш çемйине республикăра пурте лайăх пĕлеççĕ.
Уяв пухăннă çемьесем туслăх картине тăрса ташланипе пуçланчĕ. Унтан çемьесем хăйсемпе паллаштарчĕç, пухăннисене пултарулăх номерĕсемпе савăнтарчĕç. Никитинсем вара «Вăйăра» ташăпа куракансене тыткăна илчĕç.
Эпир çемье фольклориадине йĕркелекенсене, Ĕпхÿри хĕрарăмсен Канашĕпе Вĕрентÿ управленийĕн администрацине тата Никитинсен çемйине чăваш халăх йăли-йĕркисене сыхласа хăварма тăрăшнăшăн, çавăн пекех Пушкăртстан Республикинчи чăвашсен Канашĕн Президиумĕн пайташĕсене Людмила Мурманскаяна, Вера Гаврилована, Сергей Гришина, Галина Кириллована, Любовь Пашинана, Павел Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕн вĕрентекенне Анна Алексеевана пулăшу панăшăн чунтан тав тăватпăр.
ПР чăвашсен Канашĕн пресс-служби.

Никитинсем – фольклориада хăнисем
Никитинсем – фольклориада хăнисем
Никитинсем – фольклориада хăнисем
Никитинсем – фольклориада хăнисем
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: