Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
22 Майӑн , 10:15

«Паттăрсем пулса çуралмаççĕ, вĕсем пурнăçра палăраççĕ»

Александр Суворов паллă полководец сăмахĕсем паянхи кун та пĕлтерĕшлĕ. Тăван çĕршыва çапăçу хирĕнче хĕç-пăшалпа хÿтĕлекенсем, паллах, паттăрсем шутланаççĕ. Паян эпир тыл паттăрĕсем пирки сăмах пуçласшăн-ха. Ун пек çынсем чылай, вĕсем юнашарах пурăнаççĕ. Пурне те вĕсене виçесĕр ырăлăх, сăпайлăх, ĕçченлĕх, тавралăхпа чĕр-чунсене, Тăван çĕршыва юратни пĕрлештерет. Çавсен шутне Пишпÿлек районĕнчи Йăлпăлак ялĕнче çуралса ÿснĕ çăмăл мар шăпаллă Зоя Георгиевна Кузьмина кĕрет.

«Паттăрсем пулса çуралмаççĕ,  вĕсем пурнăçра палăраççĕ»
«Паттăрсем пулса çуралмаççĕ, вĕсем пурнăçра палăраççĕ»

Вырăнти шкулта пĕлÿ пухнă хыççăн вăл Пелепейри педагогика училищине вĕренме кайма шут тытнă. Алла диплом илсен ĕçлĕ пурнăçне Пишпÿлек районĕнчи Демский совхозри Ольховка паççулккинчи кĕçĕн классен иккĕмĕш уйрăмĕнче вĕрентекен пулса пуçланă.
Çамрăк хĕр çак ялта хăйĕн шăпине тупнă, тин çеç хĕсметрен таврăннă çамрăк каччăпа, Герасим Кузьминпа, паллашнă. Часах юратакан чĕресем çемье чăмăртанă. Икĕ ывăл çуралсан Кузьминсем Пăслăк ялне пурăнма куçнă. Кунта вĕсен Алевтина хĕрĕ çут тĕнчене килнĕ.
Герасим Прохорович ĕмĕр тăршшĕ М.Горький ячĕллĕ колхозра тĕп агроном пулса ĕçленĕ. Зоя Георгиевна Пăслăкри вăтам шкулта чăваш чĕлхи учителĕн, вăрăмлатнă кун ушкăнĕн (группа продленного дня) воспитателĕн тивĕçĕсене пурнăçланă. Шкулта çичĕ çул ĕçленĕ хыççăн тивĕçлĕ канăва кайиччен 24 çул «Солнышко» ача сачĕн ертÿçи пулса тăрăшнă. Асăннă ача пахчи районта чи лайăххи шутланнă. Хăй вăхăтĕнче кунта çитмĕле яхăн ача çÿренĕ! Шăпăрлансем Зоя Георгиевнăна иккĕмĕш анне вырăнне йышăннă. Вăл ачасене вăхăтлă лăплантарма та, вăйăпа, усăллă ĕçпе кăсăклантарма та пĕлнĕ. Паянхи кун та унăн ÿссе çитĕннĕ «хĕр ачисемпе арçын ачисем» Зоя Георгиевнăна чи çепĕç те ырă кăмăллă хĕрарăм тесе шутлаççĕ.
Зоя Кузьминан пурнăç шăпи çăмăл мар. Унăн чи çывăх та юратнă çыннисем, упăшкипе ывăлĕ вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса кайнă. Анчах та йывăр çухатăвăн ыратăвне тÿсме юнашар хĕрĕпе кĕрÿшĕ, мăнуксем пурри вăй панă, малалла пурăнма пулăшнă. Хĕн пулсан та Зоя Георгиевна хуйха тÿссе ирттерме пултарнă, малтанхи пурнăç йĕркине таврăннă. Халĕ ачисен, мăнукĕсен нушисемпе пурăнать, хуçалăх тытать.
Ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпа кинемей салтаксене пулăшас ĕçе хастар хутшăнать. Алевтина хĕрĕ, пĕрремĕш пулса, 2022 çулхи сентябрь уйăхĕнче районта «Пишпÿлек – пурте фронт валли» («Все для фронта – Бижбуляк») ушкăн йĕркеленĕ. Софьяпа Валерия мăнукĕсем «Халăх фрончĕ» («Народный фронт») çамрăксен юхăмĕн волонтерĕсем шутланаççĕ. Валерия волонтерсен ушкăнĕнче Эрĕнпур облаçĕнчи Орск хулинче пурăнакансене пулăшу панă. Матвей мăнукĕ маскировка сечĕсем çыхать, окоп çуртисем тăвать, аслисен шанчăклă пулăшаканĕ. Александр кĕрĕвĕ ялан юнашар, пулăшма хатĕр. Зоя Георгиевна 36 мăшăр çăм нускипе чехолсем çыхса фронта ăсатнă, кашни пенси укçинчен салтаксем валли укçа куçарса парать, килти пахча çимĕçрен хатĕрленĕ консервăсене те салтаксем патне çитерет. Яланах гуманитари пулăшăвне пуçтарнă чух хутшăнать.
Ялта вĕсем çинчен волонтерсен çемйи тесе калаççĕ. Зоя Георгиевна – чăн-чăн паттăр. Вăл ачисене, мăнукĕсене тивĕçлĕ воспитани панă. Пулăшу парас, тĕрĕс йышăну тăвас ĕçсенче ыттисем унран тĕслĕх илмелле.
Валентина МИТРОФАНОВА.
Пишпÿлек районĕ,
Пăслăк ялĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: