– Нумай ача-пăча çитĕнтересси – йывăр ĕç, – аса илтернĕ вăл чыслав вăхăтĕнче. – Эпĕ нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Ӳснĕçемĕн атте-аннене çăмăл килменнине ăнлана пуçларăм. Çав вăхăтрах атте-аннере хăйсен тĕпренчĕкĕсене аслă пурнăçа хатĕрлеме чăннипех те кăмăл, тĕллев пулсан, вĕсем мĕнле кăмăл-сипет воспитанийĕ, пулас пурнăç валли кирлĕ хăнăху пама пултарнине те пĕлетĕп. Ун пек чухне ашшĕ-амăшĕсем те опытлăрах, ăслăрах пулса пыраççĕ.
Паян чиркÿре ача-пăчасен сассине илтме кăмăллă. Мĕншĕн тесен пепкесем – пирĕн çĕршывăн пуласлăхĕ. Çĕршывăн тĕревĕ шутланакан туслă та çирĕп çемьесене курма хавас. Эсир ыттисемшĕн тĕслĕх пуласса, Раççейре нумай ачаллă çемьесен шучĕ ÿсессе шанатăп. Çемьесем ура çинче çирĕп тăрсан, туслă та килĕшÿре пурăнсан çĕршыв та тĕреклĕрех пулĕ. Турă тата Таса Турă Амăшĕ сире упраччăр, пулăшса пыччăр.
2024 çулхи март-апрель уйăхĕсенче Раççей Федерацинчи 39 субъектри 195 çемье «Пысăк çемье – Раççей тĕревĕ» Пĕтĕм Раççейри конкурса хутшăнма заявка тăратнă. Конкурса РФ Национальноçсен ĕçĕсене тимлекен федераллă агентство тата «Раççейри халăхсен çурчĕ» Федераллă патшалăх бюджет учрежденийĕ пулăшу панипе «Чулхула облаçне тата Саровпа Деево кластерне аталантарас енĕпе ĕçлекен управляющи компани» АНО йĕркеленĕ. Асăннă проект Çемье çулне халалланă мероприятисен шайĕнче пурнăçа кĕнĕ. Конкурса хутшăнма кăмăл тăвакансем вĕсен çемйи мĕнле йĕркеленни, çемье хаклăхĕсем, ăруран-ăрăва куçса пыракан йăлисем, нумай ачаллă çемьере сиксе тухакан йывăрлăхсемпе майсем çинчен каласа панă.
Экспертсен канашĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн «Йăх-несĕл», «Ĕç» тата «Йăла-йĕрке» номинацисенче 23 субъектри 26 çемье çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕ. Вĕсене Чулхула облаçĕн губернаторĕн çумĕ Андрей Гнеушев, «Раççейри халăхсен çурчĕн» директорĕ Анна Полежаева, «Чулхула облаçне тата Саровпа Деево кластерне аталантарас енĕпе ĕçлекен управляющи компани» директорĕ Игорь Филиппов, Серафимпа Дивеево мăнастирĕн Свято-Троицкий настоятелĕ Сергия игумен медальсемпе, дипломсемпе тата асăнмалăх парнесемпе наградăланă. Чыслав церемонийĕ июнь уйăхĕн 3-мĕшĕнче Дивеево мăнастирĕн Благовещенскри чиркĕвĕнче Тĕн литургийĕ хыççăн иртнĕ.
Çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнисен шутĕнче чăваш çемйи те пулнине палăртса хăварма уйрăмах кăмăллă. Сăмахран, Мускав хулинче пурăнакан Максимовсен-Савельевсен çемйи «Йăла-йĕрке» номинацире мала тухнă. Олег Дмитриевичпа Алена Владимировнан çемйинче 4 ача çитĕнет. Аслисем пĕр вырăнта канлĕн лармаççĕ, çемье хаклăхĕсене аталантарас, çирĕплетес ĕçе тÿпе хывма тăрăшаççĕ. Максимовсем-Савельевсем ачисене мĕн пĕчĕкрен тăван киле, çемьене, тăван кĕтесе, халăх йăли-йĕркине хисеплеме, юратма вĕрентсе ÿстереççĕ. Ентешĕмĕрсене çĕнтерÿçĕ пулса тăнă ятпа хĕрÿллĕн саламлатпăр, малашне те çитĕнÿсем тума сунатпăр.
Ирида НОВИКОВА.
Чулхула облаçĕ.