Ман йĕри-тавра мĕн пĕчĕкренех вĕрентекенсем пулнă. Пирĕн çемьен пĕтĕмĕшле педагогика стажĕ 500 çулпа танлашать.
Асăннă професси темиçе ăрушăн чун туртни пулса тăнă. Пурте вĕсем ачасене юратнă, юратаççĕ те. Хăйсем мĕн пĕлнине вĕренекенсене панă, паян кун та çак ĕçе малалла илсе пыраççĕ.
Пирĕн çемьере вĕрентекенсен ăрăвне пуçарса яраканĕ мăн асатте, Максим Федорович Федоров пулнă. Вăл хăй пурнăçне ачасене вĕрентес тата воспитани парас ĕçе халалланă. Мăн асатте ачасене пĕлÿ панипе çеç çырлахман, вĕренме тата ăслăлăха юратма хăнăхтарнă.
Унăн ĕçне асаттепе асанне, Арсентий Петровичпа Антонина Максимовна Вальщиковсем, малалла тăснă. Вĕсен пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ – 91 çул. Нумай çул хушши тÿрĕ кăмăлпа вăй хунă асаннене «Ĕçри хастарлăхшăн» медальпе, «ПР çут ĕç отличникĕ» паллăпа чысланă. Çавăн пекех вăл «Аслă вĕрентекен» хисеплĕ ята та тивĕçнĕ.
Манăн аттепе анне те – Сергей Арсентьевичпа Татьяна Николаевна Вальщиковсем – вĕрентекенсем. Вĕсен пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ – 65 çул. Атте географи учителĕ тата шкул директорĕ пулса тăрăшать, анне – чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ. Аттене ĕçри çитĕнÿсемшĕн вĕрентÿ уйрăмĕн, район администрацийĕн Хисеп хучĕсемпе, «ПР вĕрентÿ ĕçĕн отличникĕ», «РФ воспитани тата пĕлÿ парас ĕçĕн хисеплĕ ĕçченĕ» кăкăр çине çакмалли паллăсемпе наградăланă.
Хăш-пĕр çынсемшĕн вĕрентекен професси анчах пулсассăн, аннешĕн вăл – чун туртни. Яланах ачасемпе те, ашшĕ-амăшĕсемпе те, ĕçтешĕсемпе те тимлĕ пулма тăрăшать. Шăпах çавăнпа ăна чăн-чăн вĕрентекен теме пулать. Аннене те вĕрентÿ уйрăмĕн, район администрацийĕн, ПР Вĕрентÿ тата наука министерствин Хисеп хучĕсемпе, ПР Патшалăх Пухăвĕн – Курултайĕн председателĕн Хисеп хучĕпе чысланă.
Учитель вăл – питĕ кирлĕ те пĕлтерĕшлĕ професси. Çак çăмăл мар çула суйласа илнисем ачасене юратаççĕ тата хăйсен пурнăçне çак пархатарлă ĕçе халаллаççĕ. Манăн Валентина, Татьяна аппасемпе Петр пичче те ĕçлĕ пурнăçĕсене вĕрентÿ сферинчен пуçланă. Ачасене чунтан юратни тата хăйсен пĕлĕвне çамрăк ăрăва пама тăрăшни вĕсен малашлăх шăпине палăртнă. Паянхи кун маншăн çывăх çынсем хăйсен вĕренекенĕсен пултарулăхне, вăй-хăватне тупса аталантарма пулăшакан пысăк опытлă педагогсем шутланаççĕ.
Çемье йăлине малалла тăсса иккĕмĕш сыпăкри аппасемпе пиччесем те учитель профессине суйласа илнĕ. Хăшĕсем пуçламăш классен вĕрентекенĕсем пулса ĕçлеççĕ, ачасене вулама, çырма, шутлама вĕрентеççĕ. Теприсем ачасенче чĕлхе хăнăхăвĕсене тата тавракурăмне аталантарса акăлчан чĕлхин учителĕсем пулса ĕçлеççĕ.
Манăн тăвансем хушшинче географи, физика, математика, музыка, физкультура, истори учителĕсем пур. Пирĕн пысăк çемье çитĕнекен ăрăва вĕрентÿ тата воспитани парас ĕçпе çыхăнтарнă тесе татса калама пулать.
Эпĕ те çемье йăлине малалла тăсас шутпа вĕрентекен пулма шутларăм. Ĕпхÿ ăслăлăх тата технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕн филологи факультетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн пĕр вăхăт шкулта ĕçлерĕм. Халĕ общественноçпа çыхăну тытакан специалист пулса тăтăм.
Пирĕн вĕрентекенсен хăйсен йăлисем, педагогика ĕç-хĕлĕн вăрттăнлăхĕсем пур. Пире пурне те пĕрлештерекенни – ачасене юратни, вĕсен енне туртăнни.
Вĕрентекен вăл – професси çеç мар, тата та анлăрах ăнлав. Каç пулсан килте шкулти ыйтусене сÿтсе яваççĕ, асăннă професси çемьери темиçе ăрăвăн пурнăçĕ шутланать пулсассăн сирĕн умра сайра тĕл пулакан пулăм – вĕрентекенсен династийĕ. Вăл ашшĕ-амăшĕ ачисене пĕлÿ панипе пĕрле, çемьене пĕрлĕхлĕ хаклăхсемпе пĕрлештерекен пурнăç палли.
Юлашкинчен çакна калас килет, вĕрентекенсен ăрăвĕ пулни – обществăн чăн-чăн пуянлăхĕ. Вăл вĕрентекенсен профессине шанчăклă пулнине, йăла-йĕркесене хисепленине тата пĕрмай пĕлĕве ÿстернине çирĕплетет.
Юлия СЕМЕНОВА.
Çтерлĕ хули.