Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
3 Июлӗн , 11:25

Туслă çемьере – ăс, вăй, малашлăх

Çемье... Мӗнле тарăн пĕлтерĕшлĕ сăмах. Вăл кӗске пулсан та, унăн хаклăхне уҫса парас тесен вӗҫне-хӗрне тупаймăн. Ҫав тери тарăн шухăшлă та пысăк пӗлтерӗшлӗ.

Туслă çемьере – ăс, вăй, малашлăх
Туслă çемьере – ăс, вăй, малашлăх

Кашни ачан пуласлăхӗ тăван ҫемьепе ҫыхăннă. Туслă ҫемьере ачасем пӗринчен тепри маттур, ăслă, яланах ашшӗ-амăшне пулăшма хатĕр, тăрăшаҫҫӗ. Ҫемьере ҫирӗп те хастар ача ҫитӗнни ашшӗ-амăшне те савăнтарать, ырă ят кӳрет. «Ҫемье ăшши – чун ăшши», – тесе ахальтен каламан пулӗ ваттисем.
Мӗн вăл сирӗншӗн ҫемье тесе ыйтсассăн, кашниех хурав тупать. «Ҫемье вăл – общество пайĕ, ҫирӗп тыл, крепость…» тесе çырнă словарьте. Ман шутпа, çемье – манăн чи ҫывăх та тăван ҫынсем, чи ăшă та хăтлă вырăн, унта сана яланах кӗтеҫҫӗ. Çемье вăл – манăн шанчăклă та ҫирӗп хăтлăх, вăл нихăҫан та мана пӗччен хăвармасть. Пурнăҫри йывăр лару-тăрура мана кирек хăçан та пулăшать.
Ҫемье ăшшине тытса тăраканӗ, йӗркелесе пыраканӗ кам тесе шутлатăр эсир? Паллах, анне! Мӗн тери ҫепӗҫҫӗн те илемлӗн илтӗнет ҫак сăмах. Хамăрăн аттепе аннене эпир аппапа иксĕмĕр уйăхпа, хӗвелпе танлаштаратпăр. Атте-анне ҫумра пулсассăн пире сив хӗл те ăшшăн туйăнать. Мӗн чухлӗ сăвă-юрă хывман пулӗ атте-анне ҫинчен.
Аннене суйламаççĕ.
Вăл çуратнă пире
Аннене хурламаççĕ.
Ма тесен вăл пĕрре.
Сана пурнăç илеймĕ
Ачусен чĕринчен
Эсĕ пурнăç илемĕ
Эсĕ пирĕн тĕнче.
Анатолий Смолин.
Маншăн аттепе анне кил ăшшийĕ те, чун ăшшийĕ те. Вĕсенчен хакли никам та ҫук. Пирĕн ҫемье пысăках мар. Эпир аттепе анне, Лиза аппа тата эпĕ Кармаскалă районĕнчи Йăмран ялĕнче пурăнатпăр. Манăн аннене Ирина тесе чĕнеҫҫĕ. Вăл эпĕ вĕренекен шкулăн котельнăйĕнче оператор пулса ĕçлет. Ман анне хăйĕн ĕçне кăмăллать. Вăл пире мĕн пĕчĕкрен тирпейлĕхе, ĕҫе хăнăхтарса ӳстерет. Эпир унпа пĕрле хуҫалăхра тăрăшса ĕҫлетпĕр. Манăн та анне пекех ĕҫчен, ăслă, ырă кăмăллă ҫын пулас килет. Аттене Юра тесе чĕнеҫҫĕ, вăл газ компрессорĕсен станцинче вăй хурать. Ăна пирĕн ял çыннисем ылтăн алăллă тесе мухтаççĕ. Чăнах та, мĕн кăна ăсталама пĕлмест-ши вăл! Атте кирпĕчрен те, йывăçран та пÿрт- çурт хăпартма, йывăçран эреш касма, тимĕре авса тĕрлĕ илемлĕ саксем ăсталама юратать, пур ĕçе те тирпейлĕ, илемлĕ тума тăрăшать. Пахчара çулла канмалли кĕтес, чечексем ÿстерме асамлă вырăнсем ăсталать. Мана та хăйĕнчен уйăрса хăвармасть. Эпĕ те унпа пĕрле асамлăх тĕнчине кĕрсе ÿкетĕп. Атте эпĕ унăн ĕҫне хакласа хĕпĕртенине курсан савӑнать.
Атте-аннепе нихӑҫан та кичем мар мана. Пĕр-пĕрне яланах пулăшма хатĕр эпир. Ҫемье телейĕ – атте-анне пĕр-пĕрне хисеплени те, ачисене тĕрĕс ăс парса ÿстерни те, вĕсене тĕрĕс çул çине тăма пулăшни те. «Атте! Анне!» – чăвашсен ытарайми ҫепĕҫ сăмахĕсем. Вĕсен ячĕпе темĕн чухлĕ ырă сăмахсем калас, ҫумăн ларса ăшшăн калаҫас, ыталаса илсе чĕререн тав тӑвас килет. Ăс-тăн енчен ытла та ăслă вĕсем, мĕнле кăмăллă ҫынсем! Мĕн пур лайăх енĕпе пире хăйсем патне туртаççĕ, ăс-тăн параҫҫĕ, тĕрĕс ҫул ҫине тăма пулăшаҫҫĕ. Вĕсене аппапа иксĕмĕр те тĕслĕх вырăнне хуратпăр.
Манăн аппа – Лиза. Вăл маншăн чи хаклă çын. Унпа пулсан манăн кăмăл çĕкленет. Аппа халĕ Ĕпхÿ хулинче медицина колледжĕнче 3-мĕш курсра вĕренет. Эрне вĕçĕнче аран кĕтсе илетĕп ăна. Вăл киле таврăнсан пÿртре те çутăрах пулнăн туйăнать. Лиза аппа мана яланах тăрăшса вĕренме хушать. Вăл шкула «пиллĕк» паллăсемпе вĕренсе пĕтерчĕ, эпĕ те çапла вĕренме тăрăшатăп. Ман аппа шкулта вĕреннĕ чухне музыка шкулне çÿрерĕ, питĕ лайăх ташлаççĕ вĕсем хăйсен «Мерчен» ушкăнĕпе. Эпĕ те ташлама юрататăп, музыка шкулĕнче хаваспах ăс пухатăп. Чечек ÿстересси – пирĕн тепĕр киленÿ. Мĕн тĕрлĕ чечек кăна илем кÿмест-ши çулла пахчара! Аннепе атте те чечексем, улма-çырла, пахча çимĕç ÿстерме вăхăт тупаççĕ тата пыл хурчĕсем те ĕрчететпĕр. Уйрăмах çырла йăранĕсем хушшинче ĕçлеме кăмăла каять, куç умĕнчех çырла ÿссе çитĕнни темле асамлă пек туйăнать мана. Паянхи кун вĕтĕскер çырласене кăна куратăп, ырана – пысăкланса хĕрелме те пуçланă. Тепĕр кун витри-витрипе пуçтарса илмелĕх çитĕнет те! Аннепе тасатса варени, компот туса хуратпăр. «Маттурсем! Хĕл хырăмĕ аслă», – тесе хавхалантарать пире атте. Хăй те пулăшма тăрăшать.
Манăн атте нумай чух шкулта пĕр-пĕр япала ăсталамалла чухне те ÿркенсе тăмасть, хаваспах пулăшать. Хăй вĕренсе тухнă класĕнчи ачасемпе пĕрле шкула тĕрлĕ парнесемпе те хавхалантараççĕ. Шкулта вĕренекенсем атте хăй аллипе ăсталанă эрешлĕ сак çинче ларса канма юратаççĕ. Тата шкул пахчинче вăл лартнă панулми йывăççи вăй илет.
Хальхи вăхăтра çĕршывра ӗҫчен те хастар, сăпайлă, килӗштерсе пурăнакан ҫемьесем питӗ нумай. Ҫакăн пек ҫемьесене чыс тăвас, ҫемье пĕлтерĕшне ӳстерес тесе Раççей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин 2024 ҫула Ҫемье ҫулӗ тесе палăртнă. Аван ҫемье тесе каласси унтан пӗр-пӗр чаплă ҫын тухнинчен ҫеҫ килмест. Тӗслӗх илмелли ҫемьесем кашни тăрăхрах нумай. Туслă çемьере – ăс, вăй, малашлăх. Эпĕ чăваш çемйинче ÿсетĕп. Чĕвĕлти чĕкеç юрри пек илемлĕ чăваш чĕлхине эпир юрататпăр.
Светлана ГЕРАСИМОВА.
Кармаскалăри гимназин Йăмранри филиалĕнче 6-мĕш класра вĕренекен.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: