Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
7 Июлӗн , 10:30

Кам тĕрĕс, кам айăплă?

Кÿршĕлле икĕ çемье пурăннă. Пĕринче тăтăшах пĕр-пĕринпе кăмăлсăр пулнă, хирĕçнĕ. Тепринче юрату, ăнлану, лăпкăлăх хуçаланнă.

Кам тĕрĕс, кам айăплă?
Кам тĕрĕс, кам айăплă?

Чăркăш хĕрарăм кÿршисем харкашусăр пурăнма пултарнине ниепле те ăнланайман. Пĕррехинче вăл упăшкине кÿршисем патне кайса пăхма, вăрттăнлăхне пĕлме ыйтнă.
Арçын кÿршисен чÿречи патне пынă та вăрттăн сăнаса тăнă. Пÿлĕмре кил хуçи хĕрарăмĕ пулнă. Вăл тусан сăтăрнă. Çав самантра телефон шăнкăравланă. Хĕрарăм васканипе хаклă вазăна сĕтел хĕррине лартса хăварнă. Темиçе минутран пÿлĕме упăшки кĕнĕ. Вăл вазăна асăрхамасăр тĕксе янă, чечек савăчĕ урайне ÿксе çĕмĕрĕлнĕ.
Çакна курсан вăрттăн сăнанă кÿрши: «Ну, халĕ харкашу пуçланĕ ĕнтĕ!» тесе уйланă. Анчах та хĕрарăм упăшки патне пынă та лăпкă сасăпа: «Каçар, савнийĕм! Кунта эпĕ айăплă, вазăна сĕтел хĕрринче хăвартăм!», – тенĕ. Мăшăрĕ: «Эсĕ мана каçар! Эпĕ савăта асăрхамасăр тĕксе ятăм!», – тесе хуравланă.
Кÿршĕ арçынни килне кăмăлсăр таврăннă. Арăмĕ унран кÿршисен çемье тăнăçлăхĕ, мĕншĕн вĕсем лайăх пурăнни çинчен ыйтнă. «Вăрттăнлăхĕ кунта çакăнта çеç, вĕсен çемйинче пурте хăйсене айăплă туяççĕ, пирĕн вара кашни хăй тĕрĕс тăвать тесе шутлать», – хурав панă ăна мăшăрĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: