Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
10 Июлӗн , 10:05

«Хам пурнăçа мăнуксене, килтисене халалласшăн»

Паян Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ артисткипе Елена Федоровапа ăшă тĕлпулу иртрĕ. Калаçу ытларах пултарулăхпа пурнăç, çемье çинчен пычĕ.

«Хам пурнăçа мăнуксене, килтисене халалласшăн»
«Хам пурнăçа мăнуксене, килтисене халалласшăн»

– «Манăн пурнăç – кĕвĕ-çемĕ, юрă!
Сирĕншĕн, хисеплĕ итлекен,
Сценăна суйларăм, утăм турăм,
Пултăм ыр кĕтрет, парнелекен…»
Елена Христофоровна, мĕнле илемлĕ сăвă халалланă сире Çтерлĕри чаплă сăвăç Геннадий Челпир. Хăвăрăн сцена çинчи пурнăçăр, илемлĕ самантсем çинчен каласа парăр-ха.
Хăш вăхăтра, миçере чухне эсир артист пулма ĕмĕтленнĕ? Пĕрремĕш хут хăçан тата ăçта сцена çине тухнă?
– Пĕчĕкренех, мĕн хама астума пуçланăранпах шăпана артист пурнăçĕпе çыхăнтарма ĕмĕтленнĕ. Малтанхи утăмĕсене килте, çемье умĕнче тунă. Ачаранах вĕсен умĕнче кулăшла сценкăсем лартнă, ял çыннисене евĕрлесе юрлаттăм та ташлаттăм. Чаршав карсах. Питĕ савăнаттăм вара вĕсене килĕшнипе. Тăвăллăн алă çупнăран хытă тăрăшаттăм. Çавăнпах Таштамак вăтам шкулне пĕтернĕ хыççăн Çтерлĕ хулинчи культурăпа çут ĕç училищинче режиссер дипломне алла илтĕм.
– Çак специальноçпа ĕç шыраса çÿреме тивмерĕ-и?
– Пĕрре те апла пулмарĕ. Малтан Таштамакри культура çуртĕнче илемлĕх ертÿçи, директор пулса вăй хутăм. Хулана куçса килсен 1986 çултан чăваш обществипе тĕрлĕ ташă каçĕсем ирттертĕм. «Туссем», «Сире юратса» тата вырăнти радиора «Аван-и» ятлă передача ертсе пытăм. 2000 çултанпа вара филармонинче чăвашсен «Сарпи» ушкăнĕнче хальхи вăхăтчен солистка, сăмах ăсти пулса ĕçлетĕп. Профессилле сцена çинче 25 çул ĕнтĕ.
– Пурнăçа пĕлме çук, пĕр-пĕр самантра кĕтмен çĕртен йывăрлăха çакланма пултаратăн. Сирĕн вара сцена çине тухмалла, çав вăхăтра эсир хăвăра мĕнле алла илетĕр?
– Тĕрлĕрен пулать. Анчах та эсĕ кураканшăн ĕçленине шалтан туйса тăмалла. Хуйха лекрĕн пулсан та ун пирки йăлтах манмалла. Сценăн хăйне евĕр асамлăхĕ пурах пулĕ. Унта тухсанах мĕн япăххи хăвăртах çухалать, эсĕ хăвна çĕнĕрен çут тĕнчене килнĕ пек туятăн, мĕншĕн тесен куракансен ытамне кĕрсе ÿкетĕн те чир-чĕр, пурнăçри йывăрлăх самантлăха манăнать.
– Сирĕншĕн юрлама е сăмахпа калама çăмăлрах?
– Пĕрне тепринчен уйăрмастăп, иккĕшĕ те маншăн çывăх. Илемлĕ чăваш юррисене шăрантарма юрататăп, шÿтлĕ калавсемпе куракансен кăмăлĕсене çĕклетĕп. Ача чухнех ташлама юратнă, ĕмĕтленнĕ, анчах пурнăçăн хăйĕн йĕрки.
– Елена Христофоровна, артист ĕçĕнче чи кирли мĕн тесе шутлатăр?
– Концерта килекенсене артист хăйĕн чĕре ăшшине, çуттине, юратăвне парнелет. Чунне кантарать, уçать. Куракан артистпа ахăлтатса кулать те, макăрать те, сиксе те ташлать. Çыннăн пурнăçне кăштах та пулин çăмăллатрăн пулсан пирĕншĕн çакă чи пысăк парне.
– Хăвăр маларах каланă тăрăх эсир сцена çинче 25 çул вăй хунă. Халĕ ĕнтĕ мĕншĕн сывпуллашма шут тытрăр?
– Çемье манăн ăшша сахал туйнă, мĕншĕн тесен эпĕ ялан çул çинче, гастрольте, юратнă куракансемпе пулнă. Çемье иккĕмĕш вырăна юлнă. Ялан килте çук. Çемье уявĕсем, çуралнă кунсем мансăр иртнĕ. Манăн тăватă мăнук çитĕнет. Эпĕ вĕсене ашшĕсене парайманнине парса çитĕнтересшĕн, вĕсемпе яланах пĕрле пуласшăн, ачасем вĕт хăвăрт ÿсеççĕ, вĕсен ачалăхĕпе киленесшĕн. Мăшăрăма та эпĕ килте пулсан лăпкăрах та кăмăллăрах. Пĕрле пахчара ĕçлеме те çăмăлрах. Çавăнпа та пĕрремĕш вырăнта маншăн – çемье!
– Сирĕншĕн чи пĕлтерĕшлĕ пулăм?
– Манăн ĕçе филормони пуçлăхĕсем, Пушкăртстан Республики, хисеплĕ куракансем çÿллĕ шая хурса хаклани - маншăн пысăк чыс.
– «Сарпи» ансамбльте юрлакансене, хăвăрăн ĕçтешĕрсене мĕн суннă, мĕн сĕннĕ пулăттăр?
– «Сарпи» пикисене çирĕп сывлăх, пултарулăх ĕçĕнче ăнăçу, çемьере телей, татулăх, ушкăна малалла та çавăн пекех хастар та пултаруллă пулма сĕнетĕп, ман пек вăрах, лайăх ĕçлĕр. Пархатарлă куракансем нумайланса пыччăр. Çÿрес çулсем яка, тикĕс, такăр, чăрмавсăр пулччăр. «Сарпи» ячĕ ан сÿнтĕр, яланах çÿллĕ шайра янратăр!
– Калаçу вĕçленсе пынă май, сире тата пĕр ыйту парасшăнччĕ. Сцена çинчи пурнăçланман ĕмĕтсем юлчĕç-ши?
– Юрламасăр юлнă юрă…
– Тавтапуç сире, Елена Христофоровна, вăхăт тупса пĕтĕм кăмăлтан чунăра уçса калаçнăшăн.
Людмила МАРКИНА калаçнă.
Çтерлĕ хули.

«Хам пурнăçа мăнуксене, килтисене халалласшăн»
«Хам пурнăçа мăнуксене, килтисене халалласшăн»
«Хам пурнăçа мăнуксене, килтисене халалласшăн»
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: