Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
24 Июлӗн , 12:00

Çемьери телейпе кил-çурт ăшши ытларах хĕрарăмран килет

Пирĕн çĕршывра çемьеллĕ пурнăçпа пурăнакан мăшăрсем, çемьеллĕ арçынсемпе хĕрарăмсем вăтамран миçе çул пурăннине шута илекен патшалăх тытамĕ пур-ши? Пĕлместĕп. Апла-и, капла-и, хĕрарăмсен ĕмĕрĕ арçынсеннинчен вăрăмрах пулнине кашниех асăрханă пулĕ. Паллах, тĕрлĕ чирсене, инкеке, ăнсăртлăха шута илмесен.

Çемьери телейпе кил-çурт ăшши  ытларах хĕрарăмран килет
Çемьери телейпе кил-çурт ăшши ытларах хĕрарăмран килет

Урамра çулĕсемпе самаях аслă, пĕр-пĕрин çине ачашшăн пăхакан çемьеллĕ мăшăра курсассăн пуçра яланах çакăн пек шухăш çуралать: «Турă вĕсене пĕр-пĕрне пулăшса ватăлма май панине, хăйсем çав тери телейлĕ пулнине ăнланаççĕ-ши вĕсем?». Паллах, кашни вăрăм ĕмĕрлĕ çемьен хăйĕн вăрттăнлăхĕ, çирĕпленнĕ йăлисем пур. Тĕп вырăнта çут çанталăк панă ăс-тăн, хăвăн тата çынсен пурнăçне хак пама, вĕсен ырă тĕслĕхĕсем çинче хăвăнне йĕркелеме пĕлни тăрать.
Туйсенче çемьене упраса хăварасси, пĕр-пĕрне хисеплесси, юрату çинчен епле чаплă сăмахсем илтетпĕр. Анчах та мăшăрланакансем çак сăмахсен пĕлтерĕшне нумай чухне асра тытмаççĕ, манса каяççĕ.
Хисеплĕ вулакансем, манăн сире Санкт-Петербург хулинче тымар янă пĕр чăваш çемйи пирки каласа парас килет. Упăшки те, арăмĕ те Пушкăртстанра, пĕри Пишпÿлек, тепри Ермеккей районĕнче, çуралса ÿснĕ. Вĕсем – Юлий Филимоновичпа Нина Алексеевна (хĕр чухнехи хушамачĕ Петрова) Леонтьевсем.
Малтанах каласа хуратăп, сăмахăм ытларах Нина Алексеевна пирки пулĕ. Мĕншĕн тетĕр-и? Мĕншĕн тесен телейлĕ çемье пурнăçĕ ытларах хĕрарăмран килет. Шел пулин те, Нина Алексеевна икĕ çул каялла пурнăçран ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Шăп та лăп хăйсен ылтăн туйĕ умĕн. Çитмĕл пилĕк çул тултарнăччĕ вăл. Ку çемьене эпĕ чĕрĕк ĕмĕр ытла пĕлетĕп. Çак çемье маншăн чăн-чăн çемье тĕслĕхĕччĕ. Вĕсем пирĕнпе юнашар пулнăшăн паян кун та шăпана тав тăватăп.
Нина Алексеевна питĕ ырă кăмăллă хĕрарăмччĕ. Мăшăрĕпе хĕрне, хĕрĕн çемйине, шăллĕсемпе йăмăкĕсене çеç мар, ют çынсене те тимлĕх уйăрма, пулăшма тăрăшатчĕ. Нумай ачаллă çемьере асли пулса çуралнăскер юлашки кунĕччен тăванĕсемшĕн пăшăрханчĕ. Тăван кĕтесĕнчен инçетре пурăнсассăн та пурин пирки те пĕлсе тăратчĕ. Юратнă та хисеплĕ аппа шутланатчĕ.
Вăл вăхăтра, каярах та (эпĕ те çав тăрăхра çуралса ÿснĕ, анчах вĕсенчен çамрăкрах), çамрăксем çар профессине суйласа илни – сайра тĕл пулакан пулăмччĕ. Нина Алексеевнăн шăллĕсенчен пĕри йыснăшĕ çинчен каланине ас тăватăп: вĕсен çемйине питĕ илемлĕ çамрăк çар çынни килни килтисемшĕн çеç мар, ял çыннисемшĕн те асра юлмалли пулăм шутланнă.
Пĕрлешнĕ хыççăн çемье çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче çеç мар, Совет Çарĕсем вырнаçнă Германинче те пурăннă. Вĕсен сăн ÿкерчĕкĕсене пăхнă май çав тери тĕлĕнеттĕм. Епле-ха ялта çуралса ÿснĕ Нина питĕ хитре тăхăнма, хăйне тытма пĕлнĕ? Унăн сăн ÿкерчĕкĕсене мода журналĕсене те вырнаçтарма пулатчĕ. Ун чухнехи çар çыннисен пурнăçĕ çăмăл марччĕ. Анчах та Нина Алексеевна йывăрлăхсем пирки çăмăллăн каласа паратчĕ. Паллах, упăшкин çирĕп те шанчăклă хул пуççийĕсем çине тĕренме май пулнăран йывăрлăхсене çăмăллăн парăнтарнă.
Пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçса çÿренĕ хыççăн çемье Ленинград хулинче тĕпленсе пурăнма пуçларĕ. Нина Алексеевна ача садĕнче воспитатель, Юлий Филимонович хула районĕсенчен пĕринче военком пулса ĕçлеме тытăнчĕç. Иккĕшĕ те чăваш пĕрлĕхĕн хастар членĕсемччĕ. Юлий Филимонович темиçе хутчен те чăваш культура обществин председателĕ пулчĕ. Çулĕсене тата ĕçленине пăхмасăр (халĕ ĕнтĕ Раççей чугун çул системинче) вăл паян кун та ентешлĕхĕн хастар пайташĕ.
Мĕн пĕчĕкрен ĕç тĕлне пĕлсе ÿснĕ Нина Алексеевнăпа Юлий Филимонович хула хĕрринче хуçалăх тытатчĕç. Хăйсен вăйĕпе лайăх çурт, мунча хăпартрĕç, сад лартрĕç, пахча çимĕç, чечексем ÿстеретчĕç. Хулари хваттерĕнче-и, хула хĕрринчи çуртĕнче-и, кирек ăçта пулсан та эпир ырă чĕресен ăшшине туяттăмăр. Ялти пекех хĕле валли хупнă пахча çимĕçсемпе тулли нÿхреп пурччĕ вĕсен. Ăнсăтран хăнасем килсе кĕрес пулсан сĕтел çине мĕн лартмалли, мĕнпе сăйламалли яланах тупăнатчĕ. Нина Алексеевна уяв сĕтелĕсене тĕлĕнсе каймалла хатĕрлетчĕ. Пурне те ĕлкĕретчĕ, пурне те пĕлетчĕ.
Нина Алексеевнăпа Юлий Филимонович тавра яланах питĕ нумай çынччĕ: юлташĕсемпе ĕçтешĕсем, тăванĕсемпе кÿршисем. Шăпа хăй вăхăтĕнче пирĕн çемьене çак çемьепе паллаштарнăшăн, тĕслĕхлĕ çемьерен ырă тĕслĕх илме май панăшăн чунтан тав тăватăп. Мĕншĕн тесен хамăр пурнăçа эпир юнашар пурăнакансенчен тĕслĕх илсе йĕркелетпĕр.
Надежда ПЕТРОВА.
Санкт-Петербург хули.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: