Урал сасси
+10 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
26 Июлӗн , 17:20

Çирĕп çемьере мĕнпур ĕç те ăнса пырать

ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров июль уйăхĕн 8-мĕшĕнче алă пуснă указпа килĕшÿллĕн республикăра пурăнакан нумай ачаллă 50 аннене «Анне мухтавĕ» медальпе чысланă. Асăннă наградăна пилĕк тата ытла ача çитĕнтерекен аннесем илме тивĕçни паллă.

Çирĕп çемьере мĕнпур ĕç те ăнса пырать
Çирĕп çемьере мĕнпур ĕç те ăнса пырать

Пысăк наградăна илнисен списокĕнче - Авăркаспа Баймак, Бакалăпа Балтач, Пелепейпе Пишпÿлек, Бурзянпа Гафури, Давлеканпа Дюртюли, Зианчурапа Илиш, Ишимбайпа Караидель, Кугарчăпа Куюргазă, Мелеузпа Çтерлĕ, Туймазăпа Учалă, Хайбуллапа Чишма, Шаран районĕсенче тата Кумертаупа Салават, Çтерлĕпе Ĕпхÿ хулисенче пурăнакан хĕрарăмсем. Паллах, эпир кашни аннене медаль илнĕ ятпа саламлатпăр, кирек хăçан та тĕпренчĕкĕсен юратăвĕпе тимлĕхне туйса пурăнма сунатпăр. Анчах та пĕр аннене уйрăммăн палăртса хăварасшăн. Вăл – Пелепей тăрăхĕнчи Слакпуç ялĕнче пурăнакан Ольга Андреева.

Ольга Анатольевна – çемье чунĕпе чĕри, пултаруллă та пуçаруллă çын. Вăл çывăх çыннисене тимлĕх уйăрма вăхăт çитернисĕр пуçне, ялăн обществăлла ĕçне те хастар хутшăнать. Ольга Андреева - Вырăнти пуçарусене пулăшу паракан программăн пуçару ушкăнĕн, суйлав комиссийĕн председателĕ, шкулти ашшĕ-амăшĕсен комитечĕн пайташĕ, волонтер, ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли гуманитари пулăшăвне йĕркелекенĕ. Слакпуçĕнче çуралса ÿснĕскер тăван ялтах тымар янă. Аслă пĕлÿ илнĕ, хăй вăхăтĕнче шкулта тата культура çуртĕнче ĕçленĕ. Паянхи кун кил-çуртра çемье ăшшине упрать.  

Андреевсен савăнăçĕ тата шанчăкĕ вăл – ачисем. Ольга Анатольевна Михаил Иванович мăшăрĕпе пилĕк ачана пурнăç парнеленĕ. Аслă Виталий ывăлĕ Октябрьски хулинчи нефть колледжĕнчен вĕренсе тухса Норильск хулинче геодезист пулса ĕçлет. Çиччĕмĕш тата улттăмĕш классене хыçа хăварнă Антонпа Вероника йĕлтĕрпе ярăнма юратаççĕ, айкидо çар искусствине кăмăллаççĕ. Вероника шкулта тата ялта иртекен мероприятисене хастар хутшăнать, амăшне килти ĕçе тума пулăшать. Гриша кăçал пирвайхи хут парта хушшине ларĕ. Лидочка вара хăйĕн пуканийĕсене юрăсем юрласа йăпатать, аппăшĕпе пиччĕшĕсене юратать. Андреевсен ачисем тăван чĕлхепе шăкăлтатса калаçаççĕ. Виталийпе Антон чăваш чĕлхипе республика тата муниципалитет шайĕнче иртекен олимпиадăсенче призерсем те пулнă.

Ачасем ашшĕ-амăшне килти хуçалăха илсе пыма пулăшаççĕ: пахчара çимĕç акаççĕ-лартаççĕ, килти выльăхсене пăхаççĕ, сиплĕ курăксем пухаççĕ, çырла-кăмпа пуçтараççĕ… Мĕнпурне те канашласа пĕрле пурнăçланăран ĕçсем ăнса пыраççĕ.

Ирида НОВИКОВА.

Пелепей районĕ, Слакпуç ялĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: