Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
20 Августӑн , 11:30

Пылак пурнăçпа пурăнма чараймăн

Хӑш чухне шӑпа пире интереслӗ парне парнелет, пирте ҫӗнӗ талантсем уҫать. Ҫапла Пишпÿлек ялӗнче пурӑнакан Ольга Никитина, тăваттăмĕш хут анне пулнă май, тутлӑ та усӑллӑ пултарулăх ĕç-хĕлне путнă.

Пылак пурнăçпа пурăнма чараймăн
Пылак пурнăçпа пурăнма чараймăн

Пирӗн героиня Пăслăк ялӗнче нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Унӑн ачалӑхӗ Йăлпăлак ялӗнче иртнӗ. Пишпÿлекри 2№ вăтам шкултан вĕренсе тухсан 2006 ҫулта Çтерлĕ хулинчи педагогика академине (халĕ Ĕпхÿ наукăпа технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕ) вӗренме кӗнĕ. Хĕр чăваш уйрăмĕнче филолог специальноҫне алла илнĕ хыççăн Пишпÿлеке таврӑннă. Кунтах качча тухнӑ, çемье çавăрнă. Хӑйӗн пулас мӑшӑрӗпе Анатолийпе шкулта вĕреннĕ чухнех паллашнӑ. Çамрăк мăшăр район центрĕнче пысӑк ҫурт лартнӑ. Ольга сакӑр ҫул хушши Пишпÿлекри 1№ вăтам шкулта вырӑс чӗлхипе литература учителĕ пулса ӗҫленӗ. Анчах çемьери лару-тӑрӑва пула юратнӑ ӗҫне пăрахма тивнĕ. Ольга каласа панӑ тӑрӑх, вӑл халӗ те шкулшăн тунсӑхлать.
Анатолий мăшăрĕ Ĕпхÿре «Роснефть» компанинче вахта мелĕпе ӗҫлет. Никитинсен ҫемье ăшши пӗр-пӗрне ӑнланнинче тата хисепленинче никĕсленет. Вӗсем хӑйсен ачисене те çакна ăша хывса çитĕнтерме тӑрӑшаҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшне кашни ачин хӑйӗн киленĕçĕ пурри савӑнтарать. Вӗсем хӑйсен тĕпренчĕкĕсене чун ăшшине парнелеме хатӗр. Аслисен юратӑвӗпе тимлĕхĕ пурин валли те ҫитет. Аслӑ хӗрӗ Полина пиллӗкмӗш класс пӗтернӗ. Вӑл – волонтер, Малта пыракансен юхӑмӗнче тӑрать. Хĕр ташлама юратать, ташӑ кружокӗсене хаваспах çÿрет. Илья тата Кирилл – йӗкӗрешсем. Арçын ачасем сакăр çулта. Вĕсем Ача-пӑча пултарулӑхĕн центрне ҫÿреҫҫӗ, юрлаҫҫӗ. Йĕкĕреш ачасем кӑҫал пӗрремӗш класс пĕтерсе иккĕмĕшне куçнă. Шкула кайиччен хаваспах ташланă, ташӑ коллективӗпе концертсене хутшăннă. Кӗҫӗнни, Максим, пурне те пӗлме ăнтăлакан ача. Вӑл виҫӗ ҫулта, ача садне ҫÿрет.
Ольга кĕçĕн ачипе декрет отпускĕнче пулнă май юратнӑ ӗҫне тупнă та. Ӑна шоколад тӑвас шухӑш канăç паман. Маркетплейсра шоколадран тунă кӗлеткесене курсан вĕсене туса пăхма шутланă.
– Çак ĕç мана питӗ интереслентерчӗ, эпӗ тӗрлӗ сайтсене пӑхма пуҫларӑм: ку мӗнле шоколад, ӑна мӗнле тумалла. Пӗтӗм шоколада та ăшăтса тата сивĕтсе пулмасть иккен. Асăннă ĕç валли бельги шоколачĕ çеç юрăхлă. Енчен те тӗрӗс мар тусан вӑл йӑлтӑртатма пӑрахать, шоколад ҫинче шурӑ пӑнчӑсем йĕркеленеççĕ, – тет пуçаруллă хĕрарăм.
Шоколад ҫинчен нумай ҫӗннине тата интереслине пӗлсен ҫамрӑк анне ĕç валли мĕн кирлине туяннă.
– Ҫӗнӗ ҫул умӗн шоколадӑн пӗрремӗш партине хатĕрлерĕм. Ҫемье кăмăллă юлчĕ. Паллах, малтан йӑнӑшсем те нумай пулнӑ. Анчах вĕсем мана хăратмарĕç. Каярах пĕрремĕш ӗҫсене суту-илĕве тӑратрăм. Ку ӗҫре хăçан-тăр Пишпÿлекри училищĕре повар-кондитера вĕренни те пулӑшрĕ, – палӑртать пылак çимĕç ăсти.
Кондитер пĕлтернĕ тӑрӑх, шоколад питӗ юнтармӑш продукт. Унпа ӗҫленӗ чух пÿлӗмре ялан пĕр температура пулмалла.
– Шоколадран пĕр-пĕр япала тăвас ĕç çине кӑмӑл та пысăк витӗм кÿрет. Вӑл ҫук пулсан ĕç тухмасть, – тет шоколатье.
Майĕпен Ольга Çтерлĕ хулинче онлайн-лавкка уçнă.
– Шоколадран тĕрлĕ япаласем хатӗрлетӗп, вĕсене хулана ăсататăп. Мана çак ĕçре йӑмӑк пулӑшать, вӑл Çтерлĕре пурӑнать, – каласа парать ăстаçă.
О.Никитина малтан интернетра вӗреннӗ, унтан шоколадпа ӗҫлекен пӗтӗм Раççейри хӗрсен ушкăнне кĕнĕ. Шăпах ушкăнра асăннă «материалпа» ӗҫлемелли кăлтăксене ăша хывнă. Кунта хӗрсем пӗр-пӗрне канаш парса пулӑшаҫҫӗ, йӑнӑшсене сÿтсе яваҫҫӗ.
Ольга ҫӗнӗ киленĕве пуçĕпех парăннă. Нумай ачаллӑ аннен ĕçĕ çителĕклех пулнине пăхмасăр, ун валли вăхăт тупăннă. Çамрăк кондитера юратнӑ ӗҫре, унӑн аталанӑвӗнче ҫывӑх çыннисемпе тӑвансем пулӑшу парса тӑраҫҫӗ.
– Эпир – ахаль ҫемье. Уявсемпе ҫуралнӑ кунсене тӑвансемпе паллӑ тӑватпӑр. Ытти ҫемьесенчи пекех хамăрăн йӑласем пур. Сӑмахран, вырсарни кунхи ир икерчӗ пĕçерессинчен пуҫланать. Çемьепе ҫут ҫанталӑка тухса ҫÿреме юрататпăр. Ҫуллахи каникулӑн пĕрремĕш кунӗнчех эпир яланах çула тухса каятпӑр. Кашнинчех хамӑр валли ҫӗнӗ вырӑнсем уҫма тӑрӑшатпӑр. Унсăр пуçне аттепе аннене ялта утă тума пулӑшатпӑр. Пурнăçра кирек мĕнле ĕçе те чи малтанах эпир ачасемшĕн тăватпăр. Вĕсене пĕчĕкренех ӗҫе хӑнӑхтаратпӑр, – малалла сăмах тăсать нумай ачаллă анне.
Кӑҫал Ольга Никитинан тата тепӗр ĕмĕчĕ пурнăçа кĕнĕ. Юратнӑ мăшăрĕ пулӑшнипе вӑл «Чей вăхăчĕ» («Время чая») хатӗр бизнес – кондитер лавкки туяннӑ. Халӗ унăн шоколадран тунӑ тутлӑ япалисене хӑйӗн лавккинче те курма пулать. Ҫавӑн пекех Ольга «Бизнесри хĕрарăмсем» Пĕтĕм Раççейри обществăлла организацийĕн хастар пайташĕ шутланать.
Наиля САБАХОВА. Пишпÿлек районĕ.

Пылак пурнăçпа пурăнма чараймăн
Пылак пурнăçпа пурăнма чараймăн
Пылак пурнăçпа пурăнма чараймăн
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: