Урал сасси
+20 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
27 Сентябрӗн , 09:20

Туслăх çурчĕ Çемье çулталăкне халалланă дискусси лапамне хутшăнма йыхравлать

Паян, сентябрь уйăхĕн 27-мĕшĕнче, «Торатау» конгресс-холра Пушкăртстан Республикинчи Халăхсен туслăх çурчĕн «Манăн нумай нациллĕ çемье» проектăн пĕтемлетÿ мероприятийĕ – «Пушкăртстан - халăхсен çемйи» уçă дискусси площадки – иртĕ. Республикăри Культура министерстви пĕлтернĕ тăрăх, проекта Çемье çулталăкне халалланă.

Туслăх çурчĕ Çемье çулталăкне халалланă дискусси лапамне хутшăнма йыхравлать
Туслăх çурчĕ Çемье çулталăкне халалланă дискусси лапамне хутшăнма йыхравлать

Мероприятие ĕç тăвакан власть органĕсен, администраципе муниципалитет тытăмĕсен, ПР  Аслă духовенствин, «Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем» фонд филиалĕн представителĕсем, çарпа патриотизм тата казак обществисен ертÿçисемпе пайташĕсем, общество шухăшĕн лидерĕсем, республикăри наципе культура центрĕсен ертÿçисем хутшăнĕç.

Проект Наци ĕçĕсен енĕпе ĕçлекен федераллă агентство 2024 çулта уйăрнă федераллă субсиди шайĕнче, Раççейри Халăхсен çурчĕ тата Наци хутшăнăвĕсен сферинчи Ресурс центрĕ пулăшу панипе пурнăçа кĕнĕ.

«Пушкăртстан - халăхсен çемйи» мероприяти пленарлă ларуран тата пилĕк тематикăлла площадкăран тăрать: «Çемье пуçĕ», «Çемье хаклăхĕсене сарас ĕçре тĕн пĕлтерĕшĕ, «Тăван çĕршыва хÿтĕлекен», «Тăван çĕршывăн мухтавлă ывăлĕсем - казаксем!», «Эсĕ пĕччен мар». Вĕсенче çемье институтне çирĕплетессипе çыхăннă çут ĕç ĕçĕн мелĕсемпе меслечĕсене лайăхлатас, Раççейри халăхсен çемье культурин йăли-йĕркисене упраса хăварас тата çĕнĕрен чĕртес ыйтусене сÿтсе явĕç.   

Пушкăртстан Республикин правительствин премьер-министрĕн пĕрремĕш çумĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан  Урал Кильсенбаев пленарлă лару шайĕнче Çемье çулталăкĕнче пурнăçлакан проектсем çинчен каласа парĕ. Çавăн пекех мероприяти вăхăтĕнче «Пĕтĕм Ĕпхÿ» телеканалăн тата ПР Халăхсен туслăх çурчĕн «Вĕçĕ-хĕррисĕр юрату» телевидени проектне презентацилесси, нумай нациллĕ çемьесене чысласси иртĕ.  Ларăвăн модераторĕ - Пушкăртстанри культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Амина Шафикова.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: