Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
5 Ноябрӗн , 14:00

«Эпĕ вĕрентекенсен йăхĕнчен»

Мана Вероника Никитина тесе чĕнеççĕ. Эпĕ Ĕпхÿ хулинчи Павел Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулне вунă çул ытла çÿретĕп. Асăннă шкулта эпир чăваш чĕлхине ăша хыватпăр, юрлама-ташлама вĕренетпĕр, чăваш халăхĕн историйĕпе тата культурипе паллашатпăр.

«Эпĕ вĕрентекенсен йăхĕнчен»
«Эпĕ вĕрентекенсен йăхĕнчен»

Чăваш вырсарни шкулĕ ирттерекен мероприятисене, фестивальсене яланах хутшăнатăп, хула-республика шайĕнчи конкурссенче парнеллĕ вырăнсене йышăнатăп.
Чăваш чĕлхине, культурипе историне юратма мана аннепе атте тата пичче хăнăхтараççĕ. Анне, Снежана Валерьевна таврапĕлÿ ĕçĕпе кăсăкланать, пирĕн республикăри ял историйĕсем çинчен кĕнекесем çырать, чăваш тĕррипе интересленет. Атте, Сергей Васильевич, тата Илья пичче «Нарспи» чăваш халăх фольклорпа этнографи ансамбльне çÿреççĕ. Эпĕ хамăн çемьепе мăнаçланатăп. Тăван чĕлхене юратма, халăхшăн пархатарлă ĕçсем тума тата ăна хисеплеме пирĕн çемьене кукамайпа кукаçи вĕрентнĕ пулĕ тесе шутлатăп. Вĕсен çинчен кĕскен каласа парасшăн.
Манăн кукамай, Юлия Никитична Захарова (Степанова), 1939 çулхи октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче Куйбышев облаçĕнчи Шентала районĕнчи Çĕнĕ Кувак ялĕнче çуралнă. 1965 çулта Шупашкарти патшалăх педагогика институтне пĕтернĕ хыççăн Пушкăртстанри Шаран районĕнчи Çирĕклĕ ялĕн вăтам шкулне вырăс чĕлхипе литература учителĕ пулса вырнаçнă. Çулталăкран Тÿртÿллĕ ялĕнчи вăтам шкулта çак предметах вĕрентме тытăннă. Кунта вăл мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен тăрăшнă. Тÿртÿллĕ тата ун çывăхĕнчи ялсенче пурăнакансен виçĕ ăрăвне вырăс чĕлхине вĕрентнĕ. Унăн ĕçне 1979 çулта «Пушкăрт АССРĕн тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ» ята парса чысланă. Юлия Никитичнан педагогика стажĕ 32 çулпа танлашать.
Кукаçи, Валерий Васильевич Захаров, 1940 çулхи март уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чекмагуш районĕнчи Рязап ялĕнче çуралнă. Унăн ашшĕ-амăшĕ çак ялти шкулта вĕрентекенсем пулса ĕçленĕ. Кукаçи вырăнти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Бирск хулинчи патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕнĕ. 1960-1965 çулсенче физикăпа математика факультетĕнче пĕлÿ илнĕ. Алла диплом илсенех направленипе Шаран районĕнчи Тÿртÿллĕ ялĕнчи вăтам шкула физикăпа математика учителĕ пулса вырнаçнă. Тĕп предметсене вĕрентнисĕр пуçне «Çамрăк конструктор», «Çамрăк фотограф» кружоксем илсе пынă, ачасене радио, телевизор, кинопроектор юсама вĕрентнĕ. Вырăнти шкулта тивĕçлĕ канăва тухичченех тăрăшнă. Унăн педагогика стажĕ 29 çулпа танлашать.
Кукаçи пенсие тухсан та ун патне кÿршĕри ачасем математикăпа, аслă шкулта пĕлÿ пухакан студентсем задачăсем шутлассипе пулăшу ыйтма çÿренĕ. Хăйĕн мăнукĕсем те математикăпа ыйтусем сиксе тухсан кукашшĕ патне шăнкăравланă.
Кукаçин ашшĕ, Василий Михайлович Захаров, 1909 çулхи декабрь уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чекмагуш районĕнчи Тапканчă ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Вырăнти пуçламăш шкула пĕтерсен Юмаш ялĕнчи çичĕ класлă вĕрентÿ учрежденинче пĕлÿ пухнă. Унтан Чекмагуш ялĕнче вăтам пĕлÿ илнĕ. Лайăх вĕреннĕрен ăна çак шкулта вырăс чĕлхипе литература учителĕ пулма ыйтнă. Василий 1934 çулта К. А. Тимирязев ячĕллĕ Пушкăрт патшалăх педагогика институтне филологи факультетне вĕренме кĕнĕ. Студент çулĕсенче 1936 çулта рабфакра вĕренекен Елизавета Ивановна Кукаревапа (Максимова) паллашса çемье çавăрнă. 1938 çулта иккĕшĕ те вĕренсе пĕтернĕ. Василий Михайловича Чекмагуш районĕнчи Рязап ялĕнчи вăтам шкула директор çумĕ тата вырăс чĕлхипе литература учителĕ пулса ĕçлеме янă. 1940 çулта ăна мобилизаципе Финн вăрçине ăсатнă. Вăрçă вĕçленсен мăн кукаçие çар командирĕсене хатĕрлеме хĕсметре хăварнă. 1941 çулхи кĕркунне мăн кукамай вăл хыпарсăр çухални çинчен хут илнĕ.
Кукаçин амăшĕ, Елизавета Ивановна Кукарева (Максимова), 1912 çулхи сентябрь уйăхĕн 4-мĕшĕнче Шаран районĕнчи Каракулька ялĕнче çуралнă. Шаран районĕнчи Тÿртÿллĕ ялĕнче пуçламăш шкулта, унтан Шаранти пĕлÿ çуртĕнче çичĕ çул ăс пухнă. Педагог ĕç-хĕлне 1931 çулта Чекмагуш районĕнчи Макаровка ялĕн шкулĕнче пуçланă. 1936-1938 çулсенче куçăн мелпе Пушкăртстанри педагогика рабфакĕнче вĕреннĕ. Ун хыççăн Чекмагуш районĕнчи Рязап ялĕнчи вăтам шкула вырнаçнă, унта 1938-1942 çулсенче ĕçленĕ.
Мăшăрĕ вилнĕ хыççăн Елизавета Ивановна Юмашри шкула ĕçлеме куçнă. Тивĕçлĕ канăва тухиччен асăннă шкулта математика вĕрентекенĕ пулса тăрăшнă. Унăн педагогика стажĕ 30 çулпа танлашать.
Кукамайăн ашшĕпе амăшĕ те ачасене вĕрентес, воспитани парас ĕçе парăннă.
Манăн кукамайăн ашшĕ, Никита Иванович Степанов, Куйбышев облаçĕнчи Шентала районĕнчи Туарма ялĕнче 1914 çулхи октябрь уйăхĕнче çуралнă. Ульяновск хулинчи педагогика рабфакĕнче вĕренсе тухнă. Вăрçă пуçланиччен виçĕ çул Çĕнĕ Кувак ялĕнче физика учителĕ пулса ĕçленĕ. 1936 çулта мăн кукаçие Хĕрлĕ Çар ретне илнĕ. Вăл тăван ялне 1945 çулта урине йывăр амантнă хыççăн таврăннă. Демобилизаци хыççăн Туарма ялĕнче физика учителĕ пулса ачасене пĕлÿ панă. Унăн педагогика стажĕ - 36 çул.
Манăн кукамайăн амăшĕ, Матрена Егоровна Ижуткина, Куйбышев облаçĕнчи Шентала районĕнчи Емелькино ялĕнче 1914 çулхи ноябрь уйăхĕн 7-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Вырăнти пуçламăш шкулта 4 класс таран вĕреннĕ, унтан Туарма ялĕнчи шкулта пĕлÿ пухнă. Малалла Матрена Егоровна Ульяновск хулинчи педагогика рабфакĕнче вĕреннĕ. 1938 çултан пуçласа Çĕнĕ Кувак ялĕнче кĕçĕн классен вĕрентекенĕ пулнă. 1945 çулта Туарма вăтам шкулне библиотекарь ĕçне куçнă, тивĕçлĕ канăва тухиччен çавăнта вăй хунă.
Эпĕ хамăн ăрури чылай çын ачасене вĕрентес, воспитани парас пархатарлă ĕçе парăннишĕн савăнатăп тата мăнаçланатăп. Вĕсенчен эпĕ кĕçĕннисемпе тимлĕ пулма, пĕр чĕлхе тупма вĕренетĕп. Хаваспах шăллăмсемпе, йăмăксемпе вăхăт ирттеретĕп, вăйăсем вĕрентетĕп, халап-юмах, калав-сăвăсем вулатăп. Çак пахалăх мана кукаçи-кукамайран, мăн кукаçи-кукамайсенчен куçнă пулĕ тесе шутлатăп.
Вероника НИКИТИНА,
П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш
вырсарни шкулĕн вĕренекенĕ.
Ĕпхÿ хули.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: