Пур хыпар та
Çемье
27 Декабрӗн 2024, 11:00

Çемье – кил ăшши

Декабрь уйăхĕн вĕçĕнче Давлекан районĕнчи Чуйăнчă-Николаевка ял библиотекинче Çемье çулталăкне пĕтĕмлетсе «Çемье – кил ăшши» конференци ирттертĕмĕр.

Çемье – кил ăшши
Çемье – кил ăшши

Библиотека ĕçченĕ, Давлекан районĕнчи чăвашсен Канашĕн ертÿçин çумĕ Лариса Кузьмина çемье пĕлтерĕшĕ çинчен каласа пачĕ, кил-йышпа çыхăннă ваттисен сăмахĕсемпе («Кампа пуç шуратнă, çавăнпа ĕмĕр ирттермелле», «Арлă-арăмлăн пĕр çын пек пурăнмалла», «Икĕ çын – пĕр мăшăр, çичĕ çын – пĕр çемье») паллаштарчĕ. Кăсăк тупмалли юмахсем те (Эсĕ хăв аннÿн йăмăкĕн йыснăшне кам тесе чĕнетĕн? (Атте) пулчĕç.
Çак йĕркесен авторĕ Иван Яковлевич Яковлевăн халалĕпе, çемье темипе çырнă кĕнекисемпе паллаштарчĕ, вырăнти çыравçăсен хайлавĕсемпе те усă курчĕ. «…Çемйĕре лайăх пăхса усрăр. Çемье вăл – халăх чаракĕ, патшалăх чаракĕ. Çемье пурнăçĕ тĕлĕшпе ваттисем каланă сăмаха чăваш халăхĕ ялан хытă тытса тăнă. Çак пурлăха сыхласа пурăнăр. Çемьен лăпкă пурнăçĕ пире пурнăç хыттинчен хÿтĕлесе тăрать. Килĕштерсе тĕреклĕ тăракан çемьешĕн катаран килекен пурнăç синкерĕсем хăрушă мар. Ӳсĕртекен, астаракан япаларан шикленĕр. Çемйĕре сыхă усрасан, ачăрсене чипер упраса пурăнсан килĕштерсе лăпкă ĕçлесе пурăнма хăвăр валли тĕреклĕ чарак лартса хурăр. Пĕр-пĕринпе сапăр пулăр, çукшăн-пуршăн чашкăрса çÿресрен, харкашасран аякра тăрăр» тенĕ И.Я. Яковлев хăй халалĕнче. Пирĕн те вĕсене пăхăнса пурăнасчĕ.
Лару вăхăтĕнче сăмах Пушкăртстан Республикинчи чăвашсен пĕртен-пĕр хаçачĕ «Урал сасси» çинчен те пулчĕ, Ирина Сергеевна ăна пур чăваша та çырăнса илме сĕнчĕ, çак хаçат кашни килтех пулмаллине асăрхаттарчĕ.
Мероприяти лăпкă та кăмăллă лару-тăрура иртрĕ. Вăл кашниншĕнех усăллă пулчĕ.
Ирина ИЛЬИНА,
Давлекан районĕнчи чăвашсен Канашĕн ертÿçи.

Çемье – кил ăшши
Çемье – кил ăшши
Çемье – кил ăшши
Çемье – кил ăшши
Çемье – кил ăшши
Çемье – кил ăшши
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: