Иртнĕ çул ҫемьесем сахал мар ҫуралчӗҫ. Паллах, уйрӑлса кайнисемсӗр те пулман. Çÿлерех асăннă мероприятире хулари тӗрлӗ пӗрлешӳсен ҫирӗп ҫемйисемпе паллашрӑмӑр, тӗрлӗ наци çыннисем пӗр-пӗрне ӑнланса, килӗштерсе пурӑннине куртӑмӑр. Вырӑс, тутар, чӑваш, пушкӑрт, белорус, нимӗҫ пӗрлешӗвӗсем кашни хӑйӗн чӗлхипе юрӑсем, сӑвӑсем шӑрантарчӗҫ. Чӑвашсенчен сцена çине Алексейпе Татьяна Чехмаевсем Владислав ывăлĕпе тата Алена хĕрĕпе пĕрле тухрĕç. Татьяна – «Сарпи» ансамблӗн пултаруллӑ солистки.
– Татьяна Алексеевна, Алексей Викторович, Владислав, Алена! Сирӗн ҫемьене тепĕр хут тав сӑмахӗ калатӑп! Сывлӑхпа, пурлӑхпа, ырлӑхпа тултӑр сирӗн пурнӑҫ, килте вара ӑнланупа юрату хуҫаланччӑр, – терĕ уявра Çтерлĕ хулинчи чăвашсен наципе культура автономийĕн ертÿçи Оксана Федорова.
Пӗрле пурӑннине нимӗн те ҫитмӗ, паянхи йывӑр вӑхӑтра пӗр-пӗрне алӑ парса, пулӑшса пурӑнар, мирлӗ пурнӑҫшӑн май килнӗ таран Ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшма тӑрӑшар! Пӗрле пулар!
Людмила МАРКИНА. Çтерлĕ хули.