Пур хыпар та
Çемье
23 Кӑрлач , 15:30

Анастасия Степанова – Санкт-Петербургри чи лайăх анне

Иртсе кайнă çула Владимир Путин хушнипе çемьене халалланăччĕ. Çав вăхăтра çемьесене, ачасене, амăшсене пулăшмалли нумай программăсем, тĕрлĕ ĕçсем пурнăçланчĕç. Асăннă пулăшу мерисем Санкт-Петербургра тата пĕтĕм çĕршывĕпе малалла та тăсăлĕç. Çемье çулĕнче тĕп вырăнта нумай ачаллă çемьесем пулчĕç. Çулталăк тăршшĕпе вĕсен çинчен пĕлтертĕмĕр. Çак номерте Санкт-Петербургри тепĕр лайăх анне Анастасия Степанова çинчен каласа парасшăн.

Анастасия Степанова – Санкт-Петербургри чи лайăх анне
Анастасия Степанова – Санкт-Петербургри чи лайăх анне

Анастасия Степанова Шупашкар хулинчи 50№ вăтам шкула кĕмĕл медальпе пĕтернĕ. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине хĕрлĕ дипломпа вĕçленĕ, инженер специальноçне алла илнĕ. Студент çулĕсенче Америкăра W&T программăпа 6 уйăх стажировка иртнĕ. Аслă шкул хыççăн косметолог-эстетист хушма пĕлÿ илнĕ, Санкт-Петербургри пысăк илем салонĕнче ĕçленĕ. Унтан Санкт-Петербургри çул-йĕр патшалăх университечĕ çумĕнчи медицина колледжĕнче вĕренсе тухнă. Косметологи тата эстетика, перманентлă макияж сферинчи чемпионата хутшăннă. «Невские берега» конкурсăн лауреачĕ шутланать. Анастасия Степанова виçĕ ача амăшĕ, мăшăрĕпе пĕрле вĕсем икĕ хĕр те пĕр ывăл çитĕнтереççĕ. Унăн аслă хĕрĕ Раççей шайĕнчи тата тĕнчери фортепиано искусствипе тата вокал ăсталăхĕпе иртекен конкурссен лауреачĕ. Иккĕмĕш хĕрĕ тĕнчери фортепиано конкурсĕсен лауреачĕ тата хăй ÿсĕм категорийĕпе Ленинград облаçĕнчи кумитэ (Япони çапăçу искусстви) чемпионки. Хĕр ачасем тăтăшах шкулти, хулари, облаçри концертсене хутшăнаççĕ.
Анастасия спортпа туслă, хăй сывлăхне çирĕплетет çеç мар, ыттисене те сывлăхлă пурнăç йĕрки илсе пыма хистет. Вăл ГТО тĕрĕслевĕсем витĕр иртсе пĕрремĕш вырăн йышăннă. Нумай ача амăшĕ ватăсен интернат-çурчĕсенче ыр кăмăллăх концерчĕсене йĕркелеме пулăшать, Санкт-Петербургри тата Ленинград облаçĕнчи, Крым Республикинчи йывăр чирпе чирлекен ачасене халалланă «Шур чечек» («Белый цветок») акцие, Ачасене хÿтĕлемелли уявра «Хайлавçăсем» («Созидатели») социаллă центрпа пĕрле ташă флешмобне хутшăнать. Ăна Санкт-Петербургри Çуллахи садра (Летний сад) иртекен «Барочный огород» кĕрхи уява, «Тĕп район мисĕ» илемлĕхпе аннелĕх конкурсне, «Акатуй» уявне ирттерме пулăшнăшăн Тав хучĕсемпе чысланă. Анастасия Степанова 2023 çулта Ленинград облаçĕн «Вице-мисĕ», çав çулах «Чи лайăх анне» («Супер мама») ятсене тивĕçнĕ. Çавăн пекех вăл хальхи вăхăтра «Чăваш Ен хĕрарăмĕсем» Чăваш Республикин обществăлла организацийĕн Санкт-Петербургри уйрăмĕн председателĕ, «Тĕп район мисĕ» илемлĕхпе аннелĕх конкурсĕн йĕркелÿ комитечĕн пайташĕ. Çак конкурсра вăл нумай хĕрарăмшăн çемьепе обществăлла ĕçе пĕрлештерсе пурăнмаллине кăтартса паракан ырă тĕслĕх шутланать. Пирĕн хушăра çакăн пек çынсем пурри питĕ кирлĕ. Вĕсем пире çемьери чи кирлĕ хаклăхсем, юратупа ăнлану, пĕр-пĕрне пулăшни тĕп вырăнта пулни çинчен аса илтереççĕ.
Валериан ГАВРИЛОВ.
Санкт-Петербург хули.

Анастасия Степанова – Санкт-Петербургри чи лайăх анне
Анастасия Степанова – Санкт-Петербургри чи лайăх анне
Анастасия Степанова – Санкт-Петербургри чи лайăх анне
Анастасия Степанова – Санкт-Петербургри чи лайăх анне
Анастасия Степанова – Санкт-Петербургри чи лайăх анне
Анастасия Степанова – Санкт-Петербургри чи лайăх анне
Анастасия Степанова – Санкт-Петербургри чи лайăх анне
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: