Кил хуçи ал ăсти пулнине кил картине пырса кĕрсенех асăрхама пулчĕ. Анатолий Клавдиевич мăнукĕсем валли выляма хăй аллипе илемлĕ пĕчĕк çурт, ярăнса анмалли ту, хăйăрпа вылямалли коробка ăсталанă, çулла тăрăллă бассейн тума хатĕрленет.
Елизавета Витальевнăпа Анатолий Клавдиевич Павловсем пĕрле 47 çул пурăнаççĕ. Паянхи кун вĕсем тивĕçлĕ канура. Анчах та мăшăр ялан çак хитре те хăтлă çуртра пурăнман. Вĕсен çамрăклăхĕ Çурçĕрте иртнĕ.
Çĕнĕ çул каçĕнче вăраннă туйăм
Елизавета Витальевна Кумертау хулинче 1955 çулхи январь уйăхĕн 24-мĕшĕнче çуралнă. Хĕр ача иккĕре чух çемье Приютово поселокне, пилĕк çул тултарсан Мияки районĕнчи Суккул ялне куçса килнĕ. Вырăнти пуçламăш шкултан вĕренсе тухнă хыççăн 8 класс таран Çĕнĕ Хурамал шкулĕнче пĕлÿ пухнă. Сакăр çул вĕренмелли шкула лайăх паллăсемпе (с отличием) пĕтернĕ. Пелепейри педагогика училищинче кĕçĕн классен вĕрентекенĕ дипломне алла илнĕ хыççăн тăван районĕнчи Канаш ялĕнче пĕр комплектлă шкулта виçĕ çул ĕçленĕ, учительпе ертÿçĕ тивĕçĕсене пурнăçланă. Асăннă шкул хупăнсан Тимешри вăтам шкулта виçĕ, Çĕнĕ Хурамалти вăтам пĕлÿ çуртĕнче тăватă çул тăрăшнă. Пурĕ Елизавета Витальевна педагогика ĕçĕнче вунă çул ĕçленĕ. Çакăнпа вĕрентекенĕн ĕç стажĕ вĕçленнĕ тесен те юрать, анчах та… Ун çинчен сăмах каярах пулĕ.
Елизаветăпа Анатолий студент çулĕсенче паллашнă. Елизаветăна тантăшĕсем педагогика училищинче иртекен Çĕнĕ çул уявне хăй пĕлекен каччăсене чĕнме сĕннĕ. «Каччă санăн тăвану пулсан, унпа хамăр туслашăпăр», – тенĕ хĕрсем. Анчах та хĕсметрен таврăннă, ял хуçалăх техникумĕнче вĕренекен Анатолий Лиза çине тахçанах куç хунă пулнă. Çав каçран çамрăксем тĕл пулма пуçланă. Елизавета Канаш ялĕнчи шкулта ĕçленĕ чух Анатолий ун патне вăрман урлă йĕлтĕрпе килсе çÿренĕ. 1978 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнче çамрăксем пĕрлешнĕ. Аслă ывăлĕ Игорь Елизавета Витальевна Тимеш ялĕнче, Ирина хĕрĕ Хурамалта ĕçленĕ чух çуралнă.
Çурçĕрти пурнăç шăпи
Пĕррехинче юлташĕсем Павловсене Çурçĕре, Ноябрьск хулине, куçма сĕннĕ. Çапла майпа Павловсем шкула çÿрекен Игорь ывăлне вăхăтлăха кукамăшĕпе хăварса икĕ çулхи Ирина хĕрĕпе Çурçĕре тухса кайнă. Ноябрьск хули çумĕнчи Подбаза Р-207 организацинче ултă çул ĕçленĕ. Кунта Елизавета Витальевнан тĕрлĕ ĕçпе çырлахма тивнĕ. Вăл кухня ĕçченĕ, кастелянша пулса тăрăшнă. Анатолий дизелист пулса ĕçленĕ, вертолетсене горючи янă. Павловсен кунтах виççĕмĕш ачи Родион çуралнă. Елизавета Витальевна Çурçĕрте ĕçленĕ çулсене ырăпа çеç аса илет.
– Пурнăçри чи лайăх çулсем Çурçĕрте ĕçленисем тесе шутлатăп. Тăхăр вуннăмĕш çулсенче пур çĕрте те тавар дефицичĕ, талон системи пулнă пулсан, пирĕн Подбазăра пурте пурччĕ, ĕçлекенсене пур япалапа Мускав хули тивĕçтеретчĕ. Унта 27 çын, 11 çемье ĕçлесе пурăнаттăмăр. Тĕрлĕ халăх çыннисем пурте туслă пĕр çемьери пек, уявсене общежитири хĕрлĕ кĕтесре пĕрле ирттереттĕмĕр. Çырлана та вертолетпа çула ункай пурте пĕрле каяттăмăр. Эпĕ ун чух кастелянша пулса ĕçлеттĕм. Ача çуратсан декретра икĕ уйăх çеç пулнă. Отчетсене та хамах кайса параттăм. Кăкăр сĕтне суса хăвараттăм та ачана общежитири хĕрарăмсене шанса хăвараттăм. Пурĕ çемьесенче шкула кайман 7 ача çитĕнетчĕç, ачасем пĕр-пĕрне пăхатчĕç, пулăшатчĕç. Подбаза ертÿçи хамăр ял çынни Анатолий Иосифович Анисимов питĕ кăмăллă çынччĕ. Усал çынсене пĕрне те астумастăп. Ноябрьск хулине куçсан та пирĕн предприятин хăйĕн ача сачĕсем, ĕçлекенсене тĕрлĕ таварпа тивĕçтерекен пай (ОРС), лавккасем пурччĕ. Кирлĕ япала яланах пурччĕ, – каласа парать иртнĕ ĕçлĕ пурнăçĕ çинчен Елизавета Павлова.
Савăнăç парнелекен мăнуксем
Ноябрьск хулинче Елизавета Витальевна прокатпа ремонт цехĕнче комплектовщик пулса ĕçленĕ. Çемье пуçĕ Чукоткăна икĕ сменăна кайса пысăк укçа ĕçлесе илнĕ хыççăн тăван ялĕнче ашшĕ-амăш пурăннă çурт вырăнне çĕнĕ çурт лартас тенĕ. Павловсем Çурçĕрте пурĕ 26 çул ĕçлесе пурăннă. Тивĕçлĕ канăва тухсан, пилĕк çул тăрăшсан, тăван ялне таврăннă. Çитĕнсе çитнĕ ачисем Ноябрьск хулинче юлнă, паянхи кун та унтах çемйисемпе пурăнаççĕ. Игорь инженер-энергетик пулса, Ирина, икĕ аслă пĕлÿ илнĕскер, Газпром организацинче инженерпа техника уйрăмĕн ертÿçи пулса ĕçлет. Хальхи вăхăтра Саша ятлă пĕчĕк ывăлне пăхать. Родион та икĕ аслă пĕлÿ илнĕ, нефтьпе газ кăларакан оператор пулса тăрăшать. Пурĕ хальлĕхе Павловсен 5 мăнук. Аслă мăнукĕ Виталий Якутинче Чаяндин нефтьпе газ промыслин управленинче смена начальникĕ пулса ĕçлет. Егор – Мускаври патшалăх строительство университечĕн 1 курс студенчĕ, çав вăхăтрах ăста ташăçă та. Владислав 10-мĕш класра вĕренет, Пуров районĕн хоккеистсен пĕрлештернĕ командине çÿрет. Вĕсем тĕрлĕ хуласене ăмăртусене хутшăнаççĕ. Тăватă çулхи Мия ача сачĕн воспитанникĕ.
Елизавета Витальевнан шкулта ĕçлесси Хурамал шкулĕнче вĕçленнĕ пулсан та вăл педагог пулма чарăнман. Ачисем шкулта вĕреннĕ чух ашшĕ-амăш комитечĕн председателĕ пулнă. Вăл мăнукĕсемпе телефонпа уроксем тăвать, шахматла вылять. Владислав мăнукĕпе тĕрлĕ хуласене хоккей ăмăртăвĕсене çÿрет. Çамрăк хоккеистсем ăна ăшшăн «наша бабушка Лиза» теççĕ. Елизавета Витальевна ăмăрту умĕн ачасен кăмăлне çĕклет, тутлă апат пĕçерсе сăйлать, коньки шнуркисене те çыхма пулăшать.
Тăван ялшăн – усăллă та кирлĕ ĕç
– Яла таврăнсан пĕр вăхăт вырăнти «Сувар» ансамбле çÿрерĕм. Пенсие кайсан пушă вăхăт нумай пулнипе канăç тупаймарăм, обществăшăн кирлĕ ĕçпе йăпанас килетчĕ. Хурамал ялĕнче туса пĕтермен чиркÿ ĕçне мăшăрпа кÿлĕнтĕмĕр. Ун чухне Турă çурчĕн тăрри те çукчĕ, ăшă та кĕртменччĕ. Нина Николаевна Аппанасовапа иккунсем илсе çакрăмăр, стенасене илемлетрĕмĕр, тирпей-илем кĕртрĕмĕр. Мăшăрпа иксĕмĕр пĕрле 37 çул пурăннă хыççăн Ерлыково ялĕнчи чиркÿре венчете тăтăмăр. Халĕ чиркĕве службăна чан çапма, кĕлĕ юррисем юрлама çÿретĕп, – каласа парать çитмĕл çулхи юбилейне кĕтсе илнĕ чăваш хĕрарăмĕ хăйĕн киленĕçĕ пирки.
Юбилей вăл – пĕтĕмлетÿ тумалли вăхăт. Елизавета Витальевнан пурнăçĕнче пулса иртнĕ пулăмсемпе ĕçсем, тĕлпулусемпе хутшăнусем, интереслĕ самантсем вара кĕнеке çырмалăх та пур. Çакăн пек çынсен ĕçлĕ пурнăçĕнче Раççей историйĕ сăнарланать те.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Мияки районĕ, Çĕнĕ Хурамал ялĕ.