Пур хыпар та
Çемье
5 Мартӑн 2025, 13:00

«Кĕлĕ вуласа Турăран хÿтлĕх ыйтатăп»

Давлекан районĕнчи Канчăлав ялĕнче пурăнакан Наталия Иванован пысăк çемйине республикăра чылай çын пĕлет. Ĕçчен те сăпайлă çемьене ял-йыш хисеплет.

«Кĕлĕ вуласа Турăран хÿтлĕх ыйтатăп»
«Кĕлĕ вуласа Турăран хÿтлĕх ыйтатăп»

Çемье вучахне упракан Наталия Валерьевна асăннă районти Чуюнчă-Николаевка ялĕнче 1972 çулхине çуралнă. Вырăнти шкулта пĕлÿ пухнă хыççăн Ĕпхÿри училище вĕренме кĕнĕ. Повар профессине алла илекен чипер хĕре каччăсем куç хыва пуçланă. Вĕсенчен пĕри Канчăлав ялĕнче пурăнакан Михаил Иванов пулнă. Пĕр-пĕрне килĕштерекен хĕрпе каччă 1991 çулхине çемье çавăрнă. Çамрăк мăшăрăн пĕрин хыççăн тепри пилĕк ывăл çуралнă. Çемье пуçĕ, Михаил Владимирович, ĕмĕр тăршшĕпех «КамАЗ» çинче шофер пулса ĕçленĕ. Вăл хăйĕн ĕçне питĕ лайăх пĕлнĕ. Професси ыйтнипе колхоз ĕçĕнче вăй хунă, çемйи валли çурт хăпартнă. Наталия Валерьевна качча тухнă çул колхоз столовăйĕнче тăрăшнă, каярах çĕвĕ çĕлекен цеха куçнă. 1996 çултан пуçласа паянхи кунччен пилĕк ача амăшĕ вырăнти шкулта урай çăвать.
Çемье пуçĕн ĕçĕ нумай пулнăран пысăк хуçалăха тытса пырасси, ачисене воспитани парасси пуринчен ытла хĕрарăм хулпуççийĕ çине тиеннĕ. Пурне те ĕлкĕрмелле пулнă: апатне пĕçермелле, кил-çурта хăтлăх кĕртмелле, ĕçе каймалла, ачисен килти ĕçĕсене тĕрĕслемелле… Анчах Наталия Валерьевна вăхăт тата вăй-хал çитменни çинчен нихăçан та ÿпкелешсе калаçман. Телее, çемьене вĕсенчен аякра мар пурăнакан хунямăшĕ те пулăшса тăнă.
Арçын ачасем ачаранах ашшĕпе юнашар пулнă, техникăпа кăсăкланнă, амăшне çуртри ĕçсене тума пулăшнă. Ашшĕ-амăшĕ ывăлĕсене туслă пулма, яланах пĕр-пĕрне пулăшма, çемьене хаклама, Тăван çĕршыва юратма вĕрентнĕ. Ачасем шкулта та тăрăшса вĕреннĕ, спортпа туслă пулнă, тĕрлĕ конкурссемпе ăмăртусенче малти вырăнсене çĕнсе илнĕ. Наталия Валерьевна паянхи кун та ачисен Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсене, Дипломĕсемпе медалĕсене типтерлĕн упрать. Вĕсен хушшинче нумай ачаллă аннен «Ача амăшĕн мухтавĕ» медалĕ те пур. Унпа пилĕк е ытларах ача çуратса ÿстернĕ, вĕсене тивĕçлĕ воспитани панă хĕрарăмсене наградăлаççĕ.
Ашшĕ-амăшĕн мăнаçлăхĕпе савăнăçĕ ачисем чăн-чăн арçынсем пулса çитĕнни. Вĕсем – ашшĕ-амăшĕ пекех ĕçчен, этеплĕ, ырă çынсем. Пиллĕкĕшĕ те пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă, тăваттăшĕ çемье çавăрма ĕлкĕрнĕ, чи кĕçĕнни Турă çырнине тĕл пулнă. Ыран-паян туй тумалли çамрăк паянхи кун Тăван çĕршыва хÿтĕлет.
– 2020 çулта çемьере кĕтмен çĕртен инкек сиксе тухрĕ – мăшăрăма шалкăм çапрĕ, вăл пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Çакă маншăн пĕрремĕш тĕрĕслев çеç пулса тăчĕ. Икĕ çултан, Украинăра ятарлă çар операцийĕ пуçлансан, ывăлсем РФ Оборона министерствипе контракт алă пусрĕç, вăрçа тухса кайрĕç. Вĕсем мана «Эпир Тăван çĕршыва хÿтĕлемесен, кам хÿтĕлĕ-ха?» тесе ăнлантарчĕç хăйсен йышăнăвне.
Ывăлсем ытлашши пăшăрхантармасса тăрăшаççĕ, май пур таран лăплантараççĕ. Анчах анне чĕри тĕпренчĕкĕсемшĕн пурпĕрех ыратать. Ачасем отпуска таврăнсан чун кăштах лăпланать, кил-çурт каллех савăнăçпа тулать, – каласа парать нумай ача амăшĕ.
Тăватă хутчен хуняма, асанне пулнă хĕрарăма кинĕсем шăнкăравласах тăраççĕ, мăнукĕсем те малалла пурăнма хавхалантараççĕ.
Наталия Валерьевнан çурчĕн стенисен ытларах пайне пысăк та туслă çемьен сăн ÿкерчĕкĕсем йышăнаççĕ. Сумлă вырăнта – турăшсем айĕнчи сĕтел çинче – ывăлĕсен сăн ÿкерчĕкĕсем, çарта палăрнине çирĕплетекен Дипломсемпе Тав çырăвĕсем, наградисем.
– Ир пулсан та, каç пулсан та, çĕрле вăрансан та ачасем çинчен шухăшлатăп. Кашни кунах ывăлсемшĕн тата çĕршыва хÿтĕлекенсемшĕн кĕлĕ вулатăп, вĕсем ырă-сывă таврăнасса чăтăмсăррăн кĕтетĕп, – терĕ хăйĕн пăшăрханăвне пытармасăр Наталия Иванова.
Ирида МАТНИЯЗОВА.
Давлекан районĕ, Канчăлав ялĕ.

«Кĕлĕ вуласа Турăран хÿтлĕх ыйтатăп»
«Кĕлĕ вуласа Турăран хÿтлĕх ыйтатăп»
«Кĕлĕ вуласа Турăран хÿтлĕх ыйтатăп»
«Кĕлĕ вуласа Турăран хÿтлĕх ыйтатăп»
«Кĕлĕ вуласа Турăран хÿтлĕх ыйтатăп»
«Кĕлĕ вуласа Турăран хÿтлĕх ыйтатăп»
«Кĕлĕ вуласа Турăран хÿтлĕх ыйтатăп»
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас