Наградăна тивĕçнисен шутĕнче – Элшей, Баймак, Белорецк, Пишпÿлек, Благовещенск, Буздяк, Бурзян, Гафури, Давлекан, Зианчура, Илиш, Ишимбай, Караидель, Кармаскалă, Кугарчă, Кушнаренко, Мечетлĕ, Мияки, Салават, Çтерлĕпуç, Çтерлĕ, Хайбулла, Чекмагуш, Чишма районĕсемпе Кумертау тата Ĕпхÿ хулисенче пурăнакансем.
Радий Хабиров нумай ачаллă амăшсене кашни кунах паттăрла ĕç тăвакан хĕрарăмсем тет, вĕсем ачисене пăхаççĕ, воспитани параççĕ, хăйсен тĕпренчĕкĕсемшĕн ырă тĕслĕх шутланаççĕ. Паянхи кун тĕлне республикăра 59 пин нумай ачаллă çемье шутланать. Пушкăртстан çак кăтартупа Атăлçи федераллă округра пĕрремĕш вырăн йышăнать.
«Ача амăш мухтавĕ» медале тивĕçнисен шутĕнче Пишпÿлек районĕнчи Хушăлка ял хутлăхне кĕрекен пĕчĕк çеç Петровка ялĕнчи нумай ача амăшĕ Галина Спиридонова та пур.
Александр Ивановичпа Галина Валериевна пилĕк ачана воспитани парса ÿстереççĕ. Ачисем пурте тăрăшса вĕренеççĕ, спорт тата музыка шкулĕсенче пултарулăхĕсене аталантарса сахал мар çитĕнÿсем тăваççĕ. Анчах та кружоксемпе секцисем хулара, çулĕ те унта çитме çывăхах мар. Ашшĕ-амăшĕ вăхăчĕсене шеллемесĕр кашнинчех вĕсене занятисене илсе çÿреççĕ.
Чи асли, Людмила, 18 çулта. Вăл – Пелепейри гуманитарипе техника колледжĕн студентки. Петя тăххăрмĕш класс пĕтернĕ. Алеша вун пĕр çулта. Арçын ачасем иккĕшĕ те Пелепей хулинчи мăшăр кĕрешÿсен академийĕн воспитанникĕсем.
Настя виççĕмĕш класс пĕтерсе тăваттăмĕшне куçнă. Юрлама-ташлама ăста хĕр ача Приютово поселокĕнчи Ачасемпе çамрăксен пултарулăхĕн шкулĕнче баян класĕнче ăс пухать, вĕрентекенĕсем ертсе пынипе тĕрлĕ йышши фестиваль-конкурссене хастар хутшăнать. Иртнĕ çул Настя «Силпи асамачĕ» регионсем хушшинчи фестивальте парнеллĕ вырăна тивĕçнĕччĕ. Вăл юрланине хамăр та алă çупсах итлесе лартăмăр.
Чи кĕçĕнни – тăватă çулхи Маша. Вăл вырăнти ача садне çÿрет.
Çемье Александрăн ашшĕ-амăшĕпе пурăнать. Ачисем ашшĕ-амăшĕ аслисене хисепленине курса хăйсем те ырă кăмăллă пулса ÿсеççĕ.
Çемье пуçĕ Александр Иванович Пелепей хулинчи «Автонормаль» заводра вăй хурать. Галина – анне çеç мар, вăл чăн-чăн паттăр. Пилĕк ача вăл – пилĕк тĕрлĕ характер, пилĕк тĕрлĕ киленĕç. Галина кашни ачине мĕн кирлине пĕлсе пурне те тимлĕх уйăрма, хăй ăшшине парнелеме тăрăшать.
Надежда РОДИОНОВА.
Пишпÿлек районĕ, Петровка ялĕ.