Валентина пулас мăшăрĕн чĕрине шкулта вĕреннĕ çулсенчех парăнтарнă. Çтерлĕри педагогика институтĕнчи физикăпа математика факультетĕнчен вĕренсе тухнă Вячеслав хĕр илемлĕ çеç мар, ăслă та ырă кăмăллă, ĕçчен те шанчăклă пулнине курнă.
– Эпĕ ăна шкулта вĕреннĕ çулсенчех килĕштереттĕм. Эпир иксĕмĕр те 1955-мĕш çулхисем. Анчах та пĕр парта хушшинче ларма тÿр килмен пире. Март уйăхĕнче çуралнă Валя манран пĕр çул маларах вĕренсе пĕтерчĕ. Эпĕ вара çут тĕнчене сентябрьте килнĕ, – аса илет иртнине Вячеслав Николаевич.
Каччă йăнăшман, Валентина чăнах та ĕмĕрĕ тăршшĕпех çемье вучахне упраканĕ, шанчăклă тыл шутланать. Вĕсен пурнăçĕнче улшăнусем тулли пулнă. Вячеслав Николаевич пĕр çул институтра ĕçленĕ хыççăн Спиридоновсем Валентинăна климат улăштарма сĕннипе пĕр çул Кавказри Минеральные воды хулинче, тăватă çул Узбекистанра, пилĕк çул Нижний Тагилра пурăннă. Кирек епле инçет çулсене, пурнăçри лару-тăрăва пăхмасăр вĕсем яланах пĕрле утнă.
1990 çулта Вячеслав Николаевича шкул директорĕ пулма çирĕплетнипе Спиридоновсем тăван Тетĕрпуç ялне куçса килнĕ. Кунтах Валентина Арсентьевна валли те ĕç тупăннă. Вăл шкул библиотекарĕн, котельня операторĕн тивĕçĕсене пурнăçланă.
Вячеслав Николаевич ертÿçĕ тата физика учителĕ çеç мар, нумай ăрури ачашăн наставник, юлташ пулнă. Хăй ĕçне чунтан парăнса пурнăçлама хăнăхнăскер ачасене пĕлÿ панипе пĕрлех хăйсен вăйĕсене шанма вĕрентнĕ.
1992 çулта вăл тăрăшнипе тăхăр класлă шкула вăтам пĕлÿ паракан вĕрентÿ учрежденийĕ тума май килнĕ. Вăл ĕçленĕ çулсенче районта пĕрремĕшсем пулса шкула газпа ăшăтма пуçланă, канализаци системи ирттернĕ, шыв кĕртнĕ. Аслă шкулсене вĕренме кĕрекенсен шучĕ ÿснĕ. В.Н. Спиридонов çине тăнипе тата ертсе пынипе ача садне шкул çуртне куçарнă, яла асфальт ирттернĕ. Ĕçне кура хисепĕ тенĕ пек Вячеслав Николаевича сахал мар Хисеп хучĕпе чыланă. Вăл – ПР вĕрентÿ ĕç отличникĕ, Раççей Федерацийĕн халăха çутта кăларас ĕç отличникĕ.
Валентина кирек хăçан та мăшăрĕшĕн çирĕп тыл шутланнă, унăн кирек епле пуçарăвĕсене те хавхалантарса, пулăшса пынă. Ертÿçĕ пулса ĕçлекен Вячеслав Николаевичăн ĕçĕ нумай пулнăран хуçалăхри ĕçсем ытларах кил хуçи хĕрарăмĕ çине тиеннĕ. Ĕç кунĕ вĕçленсен çемье пуçĕ килне, хăтлă та ăшă çурта, васканă.
Вĕсен пÿрчĕ – ахаль çурт çеç мар. Вăл юрату тата çемьери ĕçе яланах пĕрле ĕçлеме хăнăхнине çирĕплетекен паллă. Хăйсен аллипе хăпартнă илемлĕ çурт йĕри-тавра ытарма çук илемлĕ сад вырнаçнă. Унта чечексем ÿсеççĕ, пахча çимĕç çитĕнет. Çут çанталăкпа тата хăйсен аллипе тунă илемпе киленме беседка та пур. Çавăн пекех Спиридоновсем тĕрлĕ çул çÿревсене кайма, курса çÿреме юратаççĕ. Вĕсем иртнĕ çул çÿрев маршрутĕнче Пушкăртсанпа Оренбург облаçĕнчи илемлĕ вырăнсем те, Астрахань хули те пур. Унсăр пуçне кĕрхи ĕçсене вĕçлесен вĕсем кашни çулах тинĕс хĕррине канма, сывлăхĕсене çирĕплетме каяççĕ.
Спиридоновсем хăйсем пекех икĕ пултаруллă ачана пурнăç парса ура çине тăратнă, аслă пĕлÿ илме пулăшнă. Ывăлĕ – Санкт-Петербург хулинчи технологи институтĕнчи социологи кафедрин доценчĕ. Олеся хĕрĕ пуçламăш классен вĕрентекенĕ специальноçа алла илнĕ. Ал ĕçне питĕ ăстаскер чечек çыххисем хатĕрлекен мастерскойра флорист-декоратор пулса ĕçлет. Вăл мăшăрĕпе пĕрле çынсене хăй çырнă юрăсене парнелет. Олесьăпа Владимир мăшăрĕ шăрантаракан («Ромашка-Василек», «Слышишь» тата ытти те) юрăсене çынсем питĕ кăмăллăн йышăнаççĕ, итленĕ май вĕсен куçĕсем шывланаççĕ. «Слышишь» юрри вара Пĕтĕм Раççейри наци патриотизм конкурсĕнче финала тухнă. Халĕ Спиридоновсемшĕн çăмăл мар вăхăт. Вĕсен кĕрÿшĕ виççĕмĕш çул ĕнтĕ ятарлă çар операцийĕнче нацистсемпе кĕрешет. Çемье чăтăмсăррăн вăл таврăнасса кĕтет. Çак йывăр вăхăта чăтса ирттерме вара пĕр-пĕрне юратни, шанни пулăшать. Юрату вăл – телейлĕ те вăрăм пурнăç никĕсĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Çтерлĕпуç районĕ, Тетĕрпуç ялĕ.